Эс​та​фе​та пĕр​леш​тер​чĕ

Сен​тяб​рĕн 13-​мĕ​шĕн​че Шу​паш​кар ху​лин​чи «Э​нер​гия» ста​дион​та Совет Союзĕн 2 хут ге​рой​не – Анд​риян Ни​ко​лае​ва – ха​лал​ла​са «Советс​кая Чу​ва​шия» ха​çа​тăн 76-​мĕш çă​мăл ат​ле​ти​ка эс​та​фе​ти ирт​рĕ.

Пат​ша​лăх вла​çĕн ор​га​нĕ​сен, мас​сăл​лă ин​фор​ма​ци ха​тĕ​рĕ​сен, вĕ​рен​тÿ заве​де​ни​йĕ​сен, спорт ве​те​ра​нĕ​сен, çемье​сен шкул ачи​сен.. пу​рĕ 300 ыт​ла ко​ман​ди стар​та тух​рĕ.

3 пин ыт​ла çын пу​хăн​чĕ

Ă​мăр​тă​ва ЧР Пуç­лă​хĕ Ми​хаил Иг​натьев уç­рĕ. «С​порт эте​ме вăй​лă​рах, хăюл​лă​рах пул​ма, çĕн​те​рÿ пат​не ăн​тăл​ма та​та ларт​нă тĕл​леве пур​нăç­ла​ма вĕ​рен​тет», – па​лăрт​рĕ ЧР Пуç­лă​хĕ. «Советс​кая Чу​ва​шия» ха​çа​тăн тĕп ре​дак​то​рĕ В​ла​ди​мир Ва​сильев Чă​ваш Ен прес​син фес​ти​ва​лĕ çул​ран-​çул хă​йĕн тав​ра ну​май​рах та ну​май​рах çын​на пух​ни​не па​лăрт​рĕ.

Чи мал​та​нах стар​та VIP-уш​кăн тух​рĕ – ЧР Пуç­лă​хĕ Ми​хаил Иг​натьев, Пат​ша​лăх Ка​на​шĕн Пред​се​да​те​лĕ Юрий По​пов, рес​пуб​ли​кă​ри ĕç тă​ва​кан влаç ор​га​нĕ​сен ер​тÿ​çи​сем… Вĕ​сем ста​дион тав​ра 2 çав​рăм ту​нă хыç­çăн кă​çал пĕр​ре​мĕш хут кор​рек​ци уч​реж​де​ни​йĕ​сен​че, ин​ва​лид клу​бĕ​сен​че та​та ача​сем​пе çам​рăк​сен спорт-а​дап​та​ци шку​лĕ​сен​че ăс пу​ха​кан​сем стар​та тух​рĕç. Вĕ​се​не вал​ли фес​ти​валь йĕр​ке​лÿ​çи​сем «Çи​рĕп кă​мăл​шăн» ятар​лă ку​бок ха​тĕр​ле​нĕ.

Ш​кул​сем па​лăр​чĕç

Ă​мăр​ту​ра Шу​паш​кар ра​йон чыс​не пу​рĕ 9 ко​ман​да хÿ​тĕ​ле​рĕ: Янăш та​та Тă​рăн тул​ли мар вă​там шку​лĕ​сем, ра​йон ад​ми​нист​ра​ци та​та ра​йон, ве​те​ран​сен ко​ман​ди​сем, Атай​кас​си вă​там шку​лĕ, Цвет​ков​сен та​та Баш​ки​ров​сен çемйи​сем та​та «Тă​ван Ен» хаçат редакцийĕн ко​ман​ди.

Ку та​ранч​чен «Советс​кая Чу​ва​шия» ха​çа​тăн эс​та​фе​тин​че çĕн​те​рÿ​çĕ ят​не Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи пĕр вă​там шкул та ил​се кур​ман. Атай​кас​си шку​лĕ пĕр​ре​мĕш вы​рă​на тух​ни савăнăçлă кĕт​мен​лĕх​ пул​чĕ. «Кун​ти ача​се​не, вĕ​сен аш​шĕ-а​мăш​не пĕл​се кур​са тă​нă​ран спорт енĕ​пе вăй​лă​раххисене тÿрех палăртма май пур. Спорт​ра çи​тĕ​нÿ тă​вас те​сен каш​ни кун ĕç­ле​мел​ле. Эр​не​ре 3 хут​чен тре​ни​ров​кă​сем ирт​те​рет​пĕр, урок​сем хыç­çăн ача​сем 5-6 км чу​паç­çĕ, хă​вăрт​лă​ха ата​лан​та​рас те​се кĕс​ке дис​тан​ци​се​не те па​рăн​та​рат​пăр», — пĕл​тер​чĕ Ни​ко​лай Фео​фа​но​вич тре​нер.

Я​нăш​сем ва​ра пĕр​ре​мĕш хут кă​на мар çĕн​те​рÿ​çĕ ят​не ти​вĕç­рĕç, те​ми​çе çул каял​ла вĕсем ку​бок çĕн​се ил​нĕ. Кă​çал ра​йон чыс​не 8-9 клас​сен​че вĕ​ре​не​кен Ми​ша Ва​сильев, Д​мит​рий Ефи​мов, Алек​сандр Г​ри​горьев, Еле​на Бе​ло​ва, На​талья Тя​мее​ва, Ксе​ния Ро​дио​но​ва хÿ​тĕ​ле​рĕç. Шкул ди​рек​то​рĕ Вя​чес​лав Ди​мит​риев​ каланă тăрăх тре​ни​ров​кă​сене кунта тăтăшах ирт​те​реççĕ Эстафетăна чи вăйлисем хутшăнаççĕ. «Эс​та​фе​та шкул ачи​сем ра​йон​та кă​на мар, рес​пуб​ли​кă​ра та чи вăй​ли​сен шу​тĕн​че пул​ни​не кă​тарт​са па​чĕ», – хы​пар​ла​рĕ Вя​чес​лав Ни​ко​лае​вич.

Ха​вас​лă кă​мăл​па

Цвет​ков​сен çемйи ра​йон​та ир​те​кен ăмăр​ту​сен​че яла​нах па​лă​рать, «Советс​кая Чу​ва​шия» ирт​те​ре​кен эс​та​фе​тă​на та чылайранпа хутшăнать. 7 çулч​чен​хи ача​сем​пе стар​та тух​нă çемье​сем​пе ту​пăш​са фи​ни​ша 4-​мĕш çит​рĕç. 8-13 çул​сенчи ача​сем​лĕ çемье​сен хуш​шин​че Баш​ки​ров​сен çемйи 5-​мĕш пул​чĕ. Шу​паш​кар ра​йон ко​ман​ди финишра 2-​мĕш, ра​йад​ми​нист​ра​ци ко​ман​ди 5-​мĕш пулчĕç.

Сăмах май

Эстафетăра «Тă​ван Ен» ра​йон ха​çат ре​дак​ци​йĕн чыс​не тĕп ре​дак​тор çу​мĕ Вик​то​рия Вы​шинс​кая, пай ре​дак​то​рĕ Лю​бовь Се​ме​но​ва та​та пирĕн штатра тăман кор​рес​пон​дент​сем Ни​ко​лай Смир​нов​па Ана​то​лий Ива​нов хÿ​тĕ​ле​рĕç.

ВЕ​РА ШУ​МИ​ЛО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости