ПАТТĂРСЕМ
Чăваш çĕрĕ ятарлă çар операцине хутшăннă «Чапай» вăрттăн ятлă паттăр салтакпа ĕмĕрлĕхе сывпуллашрĕ… Çак чăнлăха ĕненме те, ăспа-чунпа йышăнма та йывăр. Иртнĕ çулхи кĕркунне отпуска килсен Чăваш наци телекуравĕ унпа тата унăн çемйипе хатĕрленĕ сюжета чылайăшĕ пăхрĕ. Ун чухне танк взвочĕн командирĕ Андрей Семенов аслă сержант мĕншĕн çак профессие суйласа илни, çар операцийĕнчи ĕç-пуç, юлташĕсем çинчен каласа пачĕ. Амăшĕ Лина Валерьевна ывăлĕн ачалăхне, вăл пĕчĕклех танкпа выляма юратнине аса илчĕ. Çав сюжетранах эпир Шупашкар тăрăхĕнчи Вăрманкас Тăрăн ялĕн паттăрĕ кĕçех ача ашшĕ пулма хатĕрленессине пĕлтĕмĕр. Савăнăçлă хыпар ăна отпускран чаçе кайнă чухне çул çинче хăваласа çитнĕ: юратнă мăшăрĕ Оля хĕрача çуратнă! Ача ашшĕ такси тытса каялла çаврăннă, пĕчĕк Василисăна алла илнĕ…
Раштав уйăхĕнче вăл темиçе салтакпа задание кайнă, унта яланхиллех хăюлăх кăтартнă, анчах йывăр аманнă. Харсăр чăваш каччи госпитальте ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Андрей Семенова кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăрманкас Тăрăн ялĕнче юлашки çула ăсатнă.
Андрей çар хĕсметĕнче тăнă хыççăн 2019 çулта службăна малалла тăсма килĕшÿ тунă, 2022 çулхи нарăс уйăхĕнче вара ытти юлташĕпе пĕрле ятарлă çар операцине хутшăннă. Паттăррăн çапăçнăшăн ăна Георгий хĕресĕпе тата ытти медальпе наградăланă. 2023 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Макаровка сали çывăхĕнче Андрей Семенов Т-80БВМ танкпа тăшманăн ушкăнне тытса чарма кайнă. Вăл Украина çарĕн пĕр бронемашинине юрăхсăра кăларнă, тепри çапăçу хирĕнчен пăрахса тарнă, Раççей танкĕ тăшманăн Т-72 танкĕпе хире-хирĕç тăрса юлнă. Çапăçу вăхăтĕнче Т-80БВМăн перекен хатĕрĕ ĕçлеме пăрахнă. Ăна тăшман çулăм сирпĕтнине пăхмасăр юсаса хута янă, Т-72 танка пăчлантарнă. Çак çапăçушăн Чапая IV степень Георгий хĕресĕпе наградăланă, Хăюлăх орденне илме тăратнă.
Тата тепĕр пулăм. 2024 çулхи юпа уйăхĕнче Семенов çарти юлташĕсемпе Кăнтăр Донецк çулĕ çинче Т-80БВМ танкпа американсен икĕ MaxxPro автомобильне тĕп тунă, ВСУ дронĕ тÿрремĕн пырса çапнине пăхмасăр базăна таврăннă.
Юлташĕсемшĕн тăрăшнă
«Кун пек тĕслĕхсем татах та илсе кăтартма пулать, – тенĕ Андрея юлашки çула ăсатма килнĕ çарти юлташĕ Дима (унăн вăрттăн ячĕ – «Ворон»). – Халĕ Сема (Андрея салтаксем хăйсен хушшинче çапла чĕннĕ) çук та, йĕри-тавра пĕтĕмпех сÿннĕн туйăнать. Вăл çапăçусенче харсăр та хăюллă пулнисĕр пуçне яланах хăй çинчен шухăшламасăр юлташĕсене пулăшма, çăлса хăварма тăрăшатчĕ. Пушă вăхăтра пурте ун тавра пухăнаттăмăр, унăн шÿтлĕ калаçăвĕ, кулли чуна уçатчĕ, хавхалантаратчĕ».
Пурнăçа юратнă
«Чапайăн» амăшĕ Лина Валерьевна чунне хытарса, хăйне алла илсе калаçма вăй-хал тупрĕ. «Андрей пирĕн аслă ывăл. Çирĕм ултă çула çитрĕ – унран пĕр сивĕ сăмах та илтмен. Ытла та чăтăмлă, пурнăçа ăнланакан ачаччĕ вăл. Ашшĕ Василий Николаевич аякка ĕçлеме çÿретчĕ. Пĕррехинче Андрейпа иксĕмĕрех тем пысăкăш лаптăк çĕрулми лартрăмăр. Эпĕ чаватăп, вăл пăрахса пырать. Кунĕпе пĕр нăйкăшмасăр, çитĕннĕ çын пек ĕçлерĕ. Ун чухне вăл 5 çулта анчах пулнă вĕт-ха. Унпа çыхăннă пĕр пăшăрханмалли самант та астумастăп. Хĕрача пек тетчĕç ăна. Мĕн хушнине пĕтĕмпех тĕплĕ тума тăрăшатчĕ. Пĕчченех питĕ интересленсе, никама чăрмантармасăр выляма пĕлетчĕ. Шкулта та питĕ лайăх вĕренсе пычĕ. Çар ĕçĕ ачаранпах кăсăклантаратчĕ ăна. Пĕррехинче мăшăрпа тата Андрейпа лавккана кĕтĕмĕр. Унта вылямалли танк сутаççĕ. Пирĕн ывăл тилмĕрсех çавна илсе пама ыйтрĕ. Ун чухне туянма май килмерĕ пирĕн, анчах каярахпа илсе патăмăр. Андрей çав танкпа питĕ юратса вылятчĕ, тирпейлĕ тытатчĕ ăна, шăллĕ валли те упраса хăварчĕ. Ывăлăм савăнăç, ăшăлăх, юрату парнелекен, пурнăçа юратакан çынччĕ. Вăл нихăçан та пуçне усман, ыттисене те хавхалантарма пĕлетчĕ».
«Тăрăшуллă ачаччĕ»
Семеновсен çемйи малтан Красноармейски районĕнчи Арçунакасси ялĕнче пурăннă. Пуçламăш классенче Андрей Чатукасси шкулĕнче вĕреннĕ. Унăн малтанхи учителĕ Галина Максимова аса илет: «Андрей тăрăшуллă, тăнлă ачаччĕ, уроксенче тимлĕ итлесе ларатчĕ. Çемьере асли пулнă май, шăллĕпе йăмăкне те пăхнă вăл. Кирек епле ĕçе те тĕплĕ тунипе палăратчĕ. Пĕррехинче Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне хатĕрлентĕмĕр, арçын ачасене килте бескозырка тума хушса ятăмăр. Миçеччен аппаланса ларнă-ши Семеновсем? Анчах Андрей морякăн питĕ чаплă пуçа тăхăнмалли хатĕрне илсе килчĕ, лавккаран илнинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Çав бескозыркăна эпĕ чылайччен, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, класс шкапĕнче упрарăм. Тата Андрей питĕ хитре юрлатчĕ».
Ячĕ манăçмĕ
Каярахпа çемье Шупашкар районĕнчи Вăрманкас Тăрăн ялне куçса килнĕ. Андрей Тăрăн шкулĕнче вĕренме пуçланă. Шкул директорĕ, РФ пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Валерий Васильев çапла калать: «Андрей Семенов шкулта вĕреннĕ чухнех ытти ачасенчен кăмăл-сипечĕпе, хăйне тыткалассипе уйрлса тăратчĕ. Питĕ тăрăшуллă, ĕçе тĕплĕ пурнăçлакан, сăпайлă, пур енчен те тĕслĕх вырăнĕнчи ача пулнă вăл. Çав вăхăтрах унăн шалти шăнăрĕ, çирĕп йĕркене юратни сисĕнетчĕ. Çар çынни шăпах çак енĕсемпе уйрăлса тăрать те ĕнтĕ. Андрея «паттăр, уçă чунлă, тÿрĕ кăмăллă, юлташĕсене ялан пулăшма хатĕр салтак» тесе сăнарлаççĕ ăна пĕлекенсем. Ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче вăл 14 танк улăшарнă.
Шкул çулĕсенче Андрей «Зарница» вăййа яланах хутшăнатчĕ, командир пулнă вăл. Пĕр пек тумсем тăхăнса, стройпа мĕнлерех юрласа утатчĕç ачасем! Унсăр пуçне теори пайне те питĕ çирĕп ыйтнă. Çар ĕçне шкулта тĕплĕ вĕрентетпĕр, ку енĕпе Виталий Елизаров тăрăшать. Пĕлтĕр ОБЗР предмечĕ валли ятарласа çĕнĕ оборудовани туянтăмăр. Андрей Семенов пирки калас тăк, унăн çар çынни пулас туртăмĕ ача чухнех сисĕнетчĕ. Вăл шăрантарнă «Юнги», «Русский парень» юрăсем ăна хăйне сăнарланă пекех туйăнать. Çакăн пек самант аса килет. Пĕррехинче районти шкул ачисен «Янра, юрă!» конкурсĕ иртрĕ. Андрей унта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, ăна диплом пачĕç. Унăн амăшĕ Лина Валерьевна ун чухне столовăйĕнче ĕçлетчĕ. Андрей: «Атьăр-ха чи малтан аннене кĕрсе савăнтаратпăр», – тет.
Паллах, Андрей Семенов, Чапай – пирĕн шкултан вĕренсе тухнă чăн-чăн паттăр. Унăн ырă ячĕ нихăçан та манăçмĕ».
Юрату палли
Андрейăн мăшăрĕ Оля пĕчĕк хĕр пĕрчи çывăрнă вăхăтра калаçма май тупрĕ. «Питĕ ырă кăмăллă, пулăшма тăрăшакан, пурнăçа юратакан çынччĕ, – терĕ вăл упăшки пирки. – Эпĕ кирек мĕн ыйтсан та хирĕçлеместчĕ. Пĕр-пĕрне эпир 9 çул пĕлнĕ, мăшăрланни вара 4 çул. Андрей çар хĕсмечĕ хыççăн контрактпа юлсан эпĕ вăл службăра тăнă çĕре Владивостока кайрăм. Кайран вара, мăшăрăм ятарлă çар операцине хутшăнсан, çуралнă çĕре, тăвансем çывăхне таврăнтăм. Андрей аманнине пĕлсен эпир унăн шăллĕпе Алешăпа Донецк облаçне çула тухрăмăр. Анчах… ĕлкĕреймерĕмĕр. Ăна çăлса хăварайман. Çĕр выртма Ростов хулине кайрăмăр, мана гуманитари пулăшăвĕпе ĕçлекен Наталия патне вырнаçтарчĕç. Эпĕ выртнă пÿлĕмре вĕсен капăрлатнă чăрăш ларатчĕ. Çĕрле темĕн ÿкнĕ сасă пулчĕ. Ирхине çутă çутсан пăхатпăр та, манăн вырăн çумĕнче чĕре евĕрлĕ тетте выртать. Хăйне çакса хунă çиппи те татăлман… Наталия калать: «Сана Андрей хăй юратни çинчен паллă пачĕ ĕнтĕ». Вара çав теттене Василиса хĕрĕм валли парса ячĕ. Юратнă мăшăрăм пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнине ĕненес килмест, тĕтрери пек пурăнатăп…»
Кĕлĕ тăвакансем кирлĕ
«Андрея хам шăллăм пекех килĕштереттĕм, хисеплеттĕм. Отпуска таврăнсан яланах чиркĕве килетчĕ, сывă юлташĕсемшĕн кĕлĕ тума, вилнисене асăнтарма çырса паратчĕ, çурта лартатчĕ, – тет Ишекри чиркÿ настоятелĕ Владимир Кузнецов протоиерей. – Мăшăрĕпе пирĕн чиркÿре венчет тăчĕç, пĕчĕк хĕрачине те кунтах ят хучĕç. Андрей маншăн питĕ çывăх пулса тăчĕ, çавăнпа та çак çухатăва тÿсме питех те йывăр. Лайăх çынсем пирĕнтен мĕншĕн уйрăлса кайнине пĕр Турă кăна пĕлет, Çÿлти Патшалăхра та пирĕншĕн, çылăхлăскерсемшĕн, кĕлĕ тăвакансем кирлĕ пуль çав…»
Роза ДЕМЕНЦОВА