Юр­ла­ма çеç мар, ку­кăль пĕ­çер­ме те ăс­та

Сав­нă Чă­ваш Енĕ­мĕр сце­на ăс­ти­се­не са­хал мар çи­тĕн­тер­нĕ. Ис­то­ри ст­ра­ни­ци­сен­че вун-­вун пал­лă ят çы­рăн­нă. Вĕ­сен йы­шĕн­че Ва­ле­рий Ми­хай­ло­вич Се­ме­нов та пур. Ну­май вă­хăт Чă­ваш пат­ша­лăх фи­лар­мо­ни­йĕн со­лис­чĕ пул­нăс­ке­рĕн ву­ла­кан­се­не ка­ла­са па­мал­ли чы­лаях. Ап­ла пуç­лар-­ха ун­па ка­ла­çă­ва. 

– Ва­ле­рий, тă­ван пич­чĕр, Ми­хаил Ми­хай­ло­вич, çу­лĕ­пе кай­нă­нах ту­йă­на­тăн ма­на. Тĕ­рĕ­сех-и?

– Тĕ­рĕс. Пич­чен пур­нăç­не евĕр­ле­ни­не çул­сем ирт­нĕ­çе­мĕн ла­йăх ăн­лан­тăм. Çак­на чы­лай тĕс­лĕх те çи­рĕп­ле­тет. Ача чух­не пĕр­ре­хин­че пич­че ку­пăс ил­се кил­нĕ те кноп­ки­се­не пус­ка­ла­са ла­рать, эпĕ вăрт­тăн сă­на­са тă­тăм, вăл çук чух­не ва­ра ку­пă­са яр­са ил­тĕм те пус­ка­ла­ма пуç­ла­рăм, ак та­ма­ша – пу­лать ик­кен. Теп­ре­хин­че кал­лех пич­че­не сă­на­рăм… Çап­лах ку­пăс ка­ла­ма вĕ­рен­тĕм вĕт. Пич­че сĕн­ни­пех му­зы­ка учи­ли­щи­не вĕ­рен­ме кĕ­тĕм, ун хыç­çă­нах Ху­сан кон­сер­ва­то­ри­не кай­рăм, халь­хи вă­хăт­ра акă вăл ĕç­ле­нĕ вы­рăн­та вăй ху­ра­тăп.

– Ик­сĕр те пул­та­рул­лă ар­тист­сем. Çак та­лан­тăн çăл­ку­çĕ ăç­тан тап­са тă­рать?

– Юр­лас тур­тăм ат­те­пе ан­не­рен ты­тăн­нă. Ас тă­ва­тăп, ки­ле хă­на­сем пуç­та­рă­нат­чĕç те яла­нах юр­лат­чĕç. Эпир, пĕ­чĕкс­кер­сем, кă­ма­ка çин­чен пăх­са ла­рат­тă­мăр. Чи мал­тан «Ал­ран кай­ми аки-­су­хи» юр­ра шă­ран­та­рат­чĕç. Ан­не юр­ла­ни ха­лĕ те куç умĕн­чех. Халь­хи вă­хăт­ри пек 2-3 куп­лет­ли­не мар, 20-30 çав­рал­ли­не юр­лат­чĕ вăл. Шел, çав юрă сă­ма­хĕ­се­не уп­ра­са хă­ва­рай­ман эпир. Пи­рĕн­шĕн çа­кă – пы­сăк çу­ха­ту.

Пи­рĕн кил­те пур­те юр­ла­ма ăс­та. Ап­па урай çу­нă чух­не те юр­лат­чĕ. Пĕр­ре­хин­че вăл ху­ла­ран ра­дио­ла та­та 4 плас­тин­ка ил­се кил­чĕ. Вĕ­се­не ку­нĕ­пех çа­вăрт­та­рат­тăм. «Как слу­жил сол­дат» юрă пи­тĕ ки­лĕш­нĕч­чĕ. Кон­церт­сен­че ун­па сце­на çи­не ту­хат­тăмч­чĕ, ку­ра­кан­сен ку­çĕ шыв­лан­ни­не пĕр­ре мар кур­нă.

– Ап­ла юрăç пул­мах ĕмĕт­лен­нĕ?

– Юрăç пу­лас­си пир­ки тĕл­лен­мен те. Пĕ­чĕк чух­не, ял çы­вă­хĕн­че чу­кун çул ирт­нĕ­рен-и, теп­ло­воз ма­ши­нис­чĕ пу­лас ки­лет­чĕ, ан­чах ÿс­нĕ­çе­мĕн шу­хăш-­кă­мăл ул­шăн­чĕ. 7-­мĕш клас­ран­па ком­бай­нер пу­лă­шу­çин­че ĕç­ле­рĕм, шкул пĕ­тер­сен те ял ху­çа­лăх от­расль­не çул тыт­рăм, выр­ма вă­хă­тĕн­че ком­бай­нер пу­лă­шу­çин­че, ыт­ти чух­не трак­тор­па тă­рăш­рăм. Те­ми­çе хут­чен те ком­бай­нер­па ик­сĕ­мĕр ра­йон­та, рес­пуб­ли­кă­ра ма­ла тух­нă, вăл вă­хăт­ри пар­не­сем (­ра­диоп­рием­ник, се­хет…) ха­лĕ те уп­ра­наç­çĕ. Кун­та çак­на та асăн­са хă­ва­рас ки­лет: 10-­мĕш класс пĕ­тер­сен юр­лас тур­тăм па­чах çу­хал­чĕ ма­нăн, ор­га­низм ул­шă­нăв­не пу­ла са­сă çĕт­рĕ. Хĕс­мет­ре ва­ра кал­лех юр­ла­ма пуç­ла­рăм, ма­на «­за­пе­ва­ла» ту­са ху­чĕç. Ача сас­си мар ĕн­тĕ, ар­çын сас­си йĕр­ке­лен­чĕ – те­нор.

– Ял ху­çа­лăх сфе­рин­че ÿсĕм­сем­пе ĕç­ле­нĕ, çав енĕ­пе ятар­лă пĕ­лÿ илес те­мен-им?

– Тех­ни­ку­ма ме­ха­ни­ке каяс шу­хăш пурч­чĕ, ан­чах çав утă­ма ту­ма тем­шĕн хăю çи­те­рей­ме­рĕм. Пур­нă­çа му­зы­кă­па çы­хăн­та­рас­си шу­хăш­ла­ман çĕр­тен пул­са тух­рĕ те­мел­ле. Çар­тан тав­рăн­сан кал­лех кол­хоз­ра ĕç­ле­ме пуç­ла­рăм, пĕр­ре­хин­че кĕр­хи ĕç­се­не пĕ­тер­сен трак­тор çук­ки­пе сăл­тав­ла­са ма­на фер­мă­ра ĕç­ле­ме сĕн­чĕç, ан­чах ки­лĕш­ме­рĕм, «ап­ла кай ху­ла­на» те­рĕç. Шан­тар­нă çĕ­нĕ трак­то­ра кĕт­се илей­мен­ни­пе ĕç­рен тух­рăм, ан­чах ун чух­не ăç­та каяс­си­не хам та пĕл­мен. Ми­ша пич­че Шу­паш­ка­ра му­зы­ка учи­ли­щи­не вĕ­рен­ме кĕ­нĕч­чĕ. «Кай­са ит­лет­тер сас­су­на», – сĕ­нÿ па­чĕ ма­на. Ик­кĕ­ле­нÿ­пех ун­та çул тыт­рăм. Кил­тĕм те ит­ле­се тă­ра­тăп, пи­тĕ хит­рен юр­лать, пă­ха­тăп та – пич­че! Ĕнен­мен те вăл çав­наш­кал пул­тар­ни­не. Шик­лен­тĕм пу­лин те кĕ­тĕ­мех. Ма­на та ил­ме шан­тар­чĕç…

– Му­зы­ка учи­ли­щин­че вĕ­рен­ни­пе çыр­лах­ман, ма­лал­лах ăн­тăл­нă…

– Тĕ­рĕс­си­пе, учи­ли­ще хыç­çăн ĕç­ле­ме каяс­шăнч­чĕ, ан­чах пре­по­да­ва­тель­сем та­та пич­че ÿкĕ­те кĕрт­рĕ­çех.

– Кон­сер­ва­то­ри­ре е учи­ли­ще­ре кăт­кăс­рах­чĕ?

– Пал­лах, кон­сер­ва­то­ри – пы­сăк шай, про­фес­сио­нал пул­маш­кăн ун­та пĕ­лÿ ил­ни кир­лех, ан­чах ун­та йы­вăр­лăх туй­ман эпĕ. Чи кăт­кăс­си ман­шăн учи­ли­щĕ­ре пул­нă. Мĕн­шĕн? Мĕн­шĕн те­сен мал­тан му­зы­ка енĕ­пе ни­кĕс пĕ­лÿ ил­мен. Уй­рă­мах 1-­мĕш курс­ра йы­вăрч­чĕ.

– Çи­рĕм çул ыт­ла фи­лар­мо­ни со­лис­чĕ пул­нă, те­ми­çе çул ĕн­тĕ пре­по­до­ва­тель­те… Хă­шĕ чу­на çы­вăх: сце­на çин­че юр­лас­си е ача­се­не пĕ­лÿ па­рас­си-и?

– Сце­на çин­че юр­ла­ка­нăн «­вăл ва­тă» те­ни­не илт­мел­ле мар. Çак­на тĕ­пе хур­сах пре­по­да­ва­тель ĕç­не суй­ла­рăм. Пе­да­го­ги­ка стажĕ 8 çул кă­на пу­лин те ача­сем­пе ĕç­лес­си кă­сăк­лă ик­кен­не ла­йăх ăн­лан­тăм.

– Спортс­мен­сем спорт­ран вă­хăт­ра кай­мал­ла теç­çĕ. Ар­тист­сен те сце­на çин­чен вă­хăт­ра кай­мал­ла-и?

– Çап­ла.

– Ача­сем­пе ĕç­ле­ме кăт­кăс­лă­хĕн сăл­та­вĕ мĕн­ре-­ши?

– Вĕ­сем­пе ĕç­ле­ме çă­мă­лах мар пу­лин те ин­те­рес­лĕ. Пы­тар­ма­сăр ка­ла­сан, хă­шĕ-­пĕ­рин кĕвве ил­тес­лĕ­хĕ-­туяс­лă­хĕ те çук. «Вĕ­се­не мĕн­ле вĕ­рент­мел­ле?!» – пу­çа ва­тат­тăм эпĕ. «Ан пă­шăр­хан, кун пек­ки­се­не кă­на мар пĕ­лÿ па­нă», – ху­рав­лат­чĕ пич­че. Чăн­ни­пех те, тă­рăш­сан йăл­тах пу­лать ик­кен. Хам ту­са çи­те­рей­мен­ни­не сту­дент­сем пур­нă­çа кĕрт­чĕр те­се эпĕ вĕ­се­не хам ту­нă çит­мен­лĕх­сем­пе йă­нăш­сен­чен хă­тар­ма тă­рă­ша­тăп.

– Вĕ­ре­не­кен­сем мă­наç­лан­та­раç­çĕ-­тĕр…

– Пал­лах. Хĕр­сен ку енĕ­пе ла­ру-­тă­ру кăшт кăт­кăс­рах, мĕн­шĕн те­сен çемье çа­вăр­нă хыç­çăн чы­ла­йă­шĕн пул­та­ру­лă­хĕ пăч­ла­нать. Халь­лĕ­хе çак­се­не асăн­нă пу­лăт­тăм: Сер­гей Пет­ров, Анд­рей Ду­ми­лин, Ни­ко­лай Ключ­ни­ков, Сер­гей Ле­ке­ров, Але­на Ва­нее­ва, Ро­за Ильи­на.

Эп вĕ­рент­нĕ сту­дент­сем «Кĕ­мĕл са­сă» фес­ти­валь­те 1-2-­мĕш вы­рăн­се­не йы­шăн­нă, тĕр­лĕ кон­курс­ра хут­шăн­са па­лăр­нă.

– Юрăç­шăн са­сă­ран па­хи ни­мĕн те çук. Вăл – ар­тис­тăн çă­кă­рĕ. Ăна мĕн­ле уп­ра­мал­ла? 

– Каш­ни юрăç хă­йĕн сас­си­не ăн­лан­ма, ăна уп­ра­ма пĕл­мел­ле. Çа­вăн­па та кун­та пĕр ка­наш па­ни кă­на вы­рăн­сăр. Вă­хăт ирт­нĕ­çе­мĕн ар­тист хăех туять ăна мĕн кир­ли­не. Пал­лах, са­сă ги­гие­ни­не те пă­хăн­мал­ла, ка­лă­пăр, ир­хи­не тăр­сан пы­ра чÿ­хе­мел­ле, ятар­лă уп­раж­не­ни­сем ту­мал­ла.

– Ха­лĕ «­çăл­тăр­сем» сас­си­се­не ст­рах­лаç­çĕ…

– Эпĕ ст­рах­ла­ман çав. Рес­пуб­ли­кă­ра юрăç­сем ку­наш­кал утăм туни пир­ки те илт­мен.

– Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин­че сас­са пăх­са-­тĕ­рĕс­ле­се тă­ра­кан спе­циа­лист­сем пур-и?

– Чă­ваш Ен­ре сас­са тĕ­рĕс­ле­кен спе­циа­лист – фо­ниатр – са­хал. Мал­тан ик­кĕнч­чĕ, ха­лĕ пĕр­ре кă­на. Тĕ­рĕс­си­пе, юрăç­сем­шĕн, му­зы­ка енĕ­пе пĕ­лÿ иле­кен­сем­шĕн вăл пи­тĕ кир­лĕ. Куль­ту­ра инс­ти­ту­тĕн­че спе­циа­лист пул­сан ла­йăх­чĕ, юрă­çăн пыр­па çы­хăн­нă чир­се­не та­рă­на яма юра­масть. Ми­ша пич­чен са­сă­па çы­хăн­нă пă­тăр­мах пул­сан пыр­не опе­ра­ци ту­мах лек­рĕ. Юрать-­ха, йĕр­кел­лĕ ирт­рĕ. Хăш-­пĕр чух­не ăнăç­сăр пу­лать, ун пек тĕс­лĕх­сем Чă­ваш Ен­ре пур. Çа­вăн­па та юрă­çăн хăй­не уп­ра­мал­ла, са­сă янă­рав­лă­хĕ çи­не пыр ырат­ни кă­на мар, сăм­са сыв­ла­ман­ни те, вар-­хы­рăм ама­кĕ те япăх ви­тĕм кÿ­реç­çĕ.

– Вă­хăт ирт­нĕ­çе­мĕн пур­нă­çă­ра тиш­кер­се юрăç про­фес­си­не суй­ла­са ил­нĕ­шĕн ÿкĕн­мен-и?

– Ни­хă­çан та ÿкĕн­мен. Юлаш­ки çул­сен­че ма­на пе­да­гог ĕçĕ ыт­ла­рах ки­лĕш­ме пуç­ла­рĕ.

– Пул­та­ру­лăх çын­ни­сем юра­тă­ва тĕр­лĕ­рен йы­шă­наç­çĕ, кам­шăн вăл – чăн-­чăн ту­йăм, теп­рин­шĕн – ыра­ту. Чăн-­чăн ту­йăм­сем сÿ­неç­çĕ-и?

– Чăн-­чăн юра­ту ни­хă­çан та вил­мест, пĕр-­пĕр­не хи­сеп­ле­ни­пе, ăн­лан­ни­пе çи­рĕп­лен­ме çеç пул­та­рать.

– Юра­тă­вăр пир­ки пĕ­лес ки­лет…

– Шел, ма­нăн пĕр­ре­мĕш мă­шăр йы­вăр чи­ре пу­ла çам­рăк­лах çĕ­ре кĕ­чĕ, ман­шăн çа­кă пы­сăк çу­ха­ту пул­чĕ. Ви­çĕ çул­ти Але­на хĕ­рĕм амă­шĕ­сĕр тăр­са юл­чĕ… Мĕн­ле йы­вăр пул­сан та вă­хăт чĕ­ре су­ран­не сип­ле­ме тă­рă­шать çав. Ха­лĕ çемье­пе пу­рă­на­тăп.

– Але­на си­рĕн çу­ла суй­ла­са ил­мен-и?

– Çук. Вăл урăх ен­чен тă­рă­шул­лă, са­вăн­та­рать ма­на, ха­лĕ мă­нук­сем­пе хĕ­пĕр­те­се пу­рă­на­тăп.

– Пур­нăç­ра çын вал­ли ки­ле­нĕç ну­май: пĕ­ри пу­лă тыт­ма кă­мăл­лать, теп­ри – вăр­ман­та кăм­па тат­ма… Эсĕ ва­ра?

– Апат-­çи­мĕç пĕ­çер­ме юра­та­тăп, ыт­ла­рах – шÿр­пе, борщ, икер­чĕ. Ку ĕç хĕ­ра­рă­мăн, ку – ар­çын­нăн те­се ни­хă­çан та пай­ла­ман эпĕ. Çын­нăн пур­не те ту­ма пĕл­мел­ле.

– Ку­кăль пĕ­çе­ре­тĕн-и?

– Пал­лах. Чус­та­па ап­па­лан­ма ки­лĕш­те­ре­тĕп. Чус­та çăр­нă чух­не те­мĕн­ле ки­ле­нĕç иле­тĕп. Сă­мах май, çак пул­та­ру­лă­ха та пич­че­рен ил­нĕ те­мел­ле.

– Пур­нăç­ра унăн çу­лĕ­пе ут­ни куç кĕ­ре­тех. Ăна тав тă­вас те­сех-и «А­са­мат кĕ­пе­рĕ» кон­курс йĕр­ке­ле­нĕ? 

– Унăн та­са ячĕ яла­нах ас­ра. Ăна ха­лал­ла­са çам­рăк юрăç­сен «А­са­мат кĕ­пе­рĕ» кон­курс­не йĕр­ке­ле­рĕ­мĕр. Кă­çал вăл 7-­мĕш хут ир­тет.

– Та­вах сана уçă ка­ла­çу­шăн. 

 Ан­фи­са Ма­ня­ко­ва

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости