«Юр десанчӗ» ялсене васкать

АКЦИ

 

Ваттисене, хевтесĕррисене пулăшасси – пирĕн обществăра тахçанах вăй илнĕ ырă йăла. Тимур тата унӑн ушкӑнӗ çак тĕллеве пурнăçа кĕртме ваксканă. Хальхи тапхӑрта вара волонтерсем ҫак йӑлана малалла тӑсаҫҫӗ. Шкул ачисемпе студентсем тӗрлӗ акци йӗркелесе аслӑ ӳсӗмрисем патне ҫула тухаҫҫӗ. Асаттесемпе асаннесен вара ӗҫӗ туллиех: вутă çурса купаламалла, хӗллехи вӑхӑтра юр уҫса тӑмалла… Кил-ҫуртра тирпейлесе тасатма та вӑй-хал ҫитмест тивӗҫлӗ канури ҫынсен, хӑш-пӗр ватӑ ҫыншӑн лавккана ҫитсе тавар туянасси те йывӑрлӑх кăларсаса тӑратать. Хальхи вӑхӑтра «Юр десанчӗ» патриотизм акцийӗ вӑй илни савӑнтарать. Вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ мероприяти. Пирӗн республикӑра та вӑл анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш Енре çак акци виҫҫӗмӗш ҫул иртет. Унта ытларах студентсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗччен пурӑнакан ватӑсем, ятарлă çар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем патне ҫитсе кил-хуҫалӑхра пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Шупашкар округӗнче «Юр десанчӗ» акцие 45 студент хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем хӑйсен ӗҫне тӗрлӗ енлӗ пуянлатнӑ: профориентациллӗ ăсталăх класĕсем ирттереҫҫӗ, пулӑшу кĕтекенсем патне васкаççĕ, медицина ыйтăвĕсене тивӗҫтереҫҫӗ, спорт вӑййисем ирттереҫҫӗ, концертсем те йӗркелеҫҫӗ.

Асӑннӑ акци округра тахçантанпах пурнăçланать. Иртнӗ ҫул та унпа килӗшӳллӗн чылай пысӑк ырӑ ӗҫ туса ирттернӗ. Студентсен отрячӗсем вырӑнти администраци ӗҫченӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса кирлӗ ҫӗре ҫитме васкаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ялсенчи палӑксене хӗллехи вӑхӑтра юртан тасатса тăраççĕ. Ҫакӑ та пӗлтерӗшлӗ. «Юр десантникӗсем» шкул ачисене те пӗрле явӑҫтараҫҫӗ. Канмалли кунсенче пурте пӗрле Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Апла пулсан ҫак ырӑ ӗҫсем ҫитӗнсе пыракан ӑрушӑн питех те усӑллӑ тата тӗслӗх пуласса шанас килет.

 

Анжелика КИРИЛЛИНА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости