Ют çĕршывсемпе çыхăну йĕркеленет

Хальхи вăхăтра Кăр­кăсстан, Казахстан, Бе­ларуç, Инди, Китай, Узбекистан, Азербайджан, Молдова, Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕсем, Турци Чăваш Республикин пысăк суту-илÿ партнерĕсем шутланаççĕ. Пĕтĕмпе республика экспорт тата импорт енĕпе 51 çĕршывпа çыхăну тытать.
Чикĕ леш енче ытларах пирĕн машинăсене, транспорт хатĕрĕсене, апат-çимĕç таварĕсемпе чĕр тавара, хими промышленноçĕн продукцине ыйтаççĕ. 2024 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсен экспорт калăпăшĕ икĕ хут ÿснĕ. Регионăн экспорт майĕсене пысăклатма, çĕршывсен хушшинчи çыхăнăва йĕркелеме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пулăшнипе 46 куравпа ярмăрккă тата конгресс мероприятийĕсем ирттернĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости