Яваплăхпа палăрнă ентешсем

Сергей Иванович Кольцов 1966 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Мăн Маркара виçĕ ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ – Иван Нестерович Кольцов, пурнăç тăршшĕпех «Слава» совхозра трактористра ĕçленĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ яланах Хисеп хăми çинче пулнă. Амăшĕ, Юлия Ивановна, асăннă хуçалăхрах вăй хунă.

Сергей Мăн Маркари 8 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен Ишекре икĕ çул «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе вăтам пĕлÿ илет. 1984 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтне механика факультетне вĕренме кĕрет. Икĕ уйăх вĕренсе ĕлкĕрет кăна, хĕсмете кайма ят тухать. Октябрĕн 26-мĕшĕнче çĕршывăн пулас сыхлавçисене Канаша, унтан Хусана, кайран самолетпа Германие илсе каяççĕ. Стендаль хулинчи М. Кантария (Кантарияпа Егоров 1945 çулхи май уйăхĕнче Берлин рейхстагĕ çине çĕнтерÿ ялавĕ çакнă) ячĕпе хисепленекен мотострелоксен полкне лекет чăваш каччи. Присяга тытиччен тин килнĕ салтаксене стройпа утма, пăшалпа тĕл пеме хăнăхтарнă, çар уставне вĕрентнĕ. Служба вăхăтĕнче караулсене çÿренĕ, 2 çул чаç ялавĕ умĕнче караулта тăнă (сăмах май, ялав умĕнче лайăх дисциплинăллă салтаксене çеç караулта тăратаççĕ). Салтаксене Магдебургри полигона хĕллехи, çуллахи ученисене илсе кайнă. Ытти хулара та пулса курнă Сергей. Мăн Марка каччи отпускра пулма та тивĕçнĕ. Ашшĕпе амăшне çар командованийĕ Тав çырăвĕ те ярса панă. Ăна хам алăпах тытса куртăм.

Германири службăра Сергей Ивановичпа пĕрле 15 чăваш каччи пулнă. Пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепех калаçнă вĕсем. Çакă тата ытларах туслаштарнă. Чăваш ачисене чи яваплă ĕçсене шанса панă – васкавлă пулăшу машини çинче ĕçленĕ, ентеш полк командирне те турттарнă.

Сергей Иванович 1986 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче «сержант» званипе тăван яла таврăнса вĕренĕве малалла тăсать. Диплом илнĕ каччăна направленипе Çĕрпÿ районĕнчи «Ленинец» хуçалăха инженера ĕçлеме яраççĕ. Икĕ çултан çамрăк специалист Мăн Маркана таврăнса «Слава» совхозра юсав мастерскойĕн заведующинче ĕçлеме тытăнать. 2005 çултан – районти Çурçĕр электричество сетĕнче диспетчерта. Паллах, вĕсен ĕçĕ питĕ яваплă.

Сергей Иванович хăйĕн телейне Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче шыраса тупнă. Людмилăпа 1990 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче пĕрлешсе пĕр çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕ 23 çул хушши социаллă работник пулса тăрăшать. Икĕ хĕре – Викторияпа Юлия – çитĕнтерчĕç Кольцовсем. Асли Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне шкул çулне çитмен ачасене воспитани паракан факультета пĕтернĕ. Кĕçĕнни Юлия Шупашкарти медицина училищине пĕтернĕ хыççăн тĕп хулари 3-мĕш больницăра реанимаци уйрăмĕнче ĕçлет, çав вăхăтрах куçăмсăр майпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетра провизора вĕренет.

Кольцовсен çемйи картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрама та вăхăт тупать. Пĕр сăмахпа, ĕçсĕр лармасть.

Екатерина Григорьева, Мăн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости