Ялан малтисен ретĕнче

СĂНСЕМ

Пирĕн пурнăç еплерех килсе тухасси хамăртан та нумай килет. Шăпа, шăпа тетпĕр те… Анчах чылай чухне пурнăçа хăй еккипе яратпăр. Çиле май утма, ăшăх юхан шыв урлă каçма, тумхахсенчен пăрăнса иртме çăмăлрах-çке. Йывăрлăхсемпе тĕл пулсан вара аптăраса ÿкетпĕр. Çавнашкал самантсенче çирĕп вăй-халлă çынсене ăмсанас, вĕсенчен тĕслĕх илес килет. Шăпах çакăн пек хĕрарăмпа паллаштарас тетпĕр.

Шупашкар тăрăхĕнче Роза Алексеевăна чылайăшĕ пĕлет. Вăл спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнса хăйĕн ÿсĕмĕнчи çынсен йышĕнче яланах пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет: хĕлле – йĕлтĕрпе чупса, çулла – çăмăл атлетикăпа.

Пулас спортсменка Шупашкар районĕнчи Ойкас ялĕнче çуралнă, Кÿкеçри вăтам шкулта вĕреннĕ. Хĕрача мĕн пĕчĕкрен вăр-вар та çаврăнăçуллă пулнă. Спорт енĕпе пĕрремĕш Хисеп хутне ăна 6-мĕш класра шашкăлла вылянăшăн панă. Роза спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйне тĕрĕсленĕ. Каярахпа, шкулта йĕлтĕр секцине йĕркелесен, унта çÿреме пуçланă. Спортăн çак тĕсне питĕ килĕштернĕ. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне районти ăмăртăва хутшăнса 3 çухрăм дистанцие йĕлтĕрпе чи малтан чупса тухса чемпион ятне илнĕ.

1970-1973 çулсенче Канашри педагогика училищинче физкультура учителĕсене хатĕрлекен уйрăмра пĕлÿ илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан 5 çул Кÿкеçри вăтам шкулта ĕçленĕ. 1978 çулта Роза Васильевна «Урожай» спорт пĕрлĕхĕн тренер-инструкторĕнче тăрăшнă, темиçе хутчен те çак обществăн чемпионĕ пулнă. 1979 çулта «Чăвашкабель» заводра йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăсталăхне çирĕплетнĕ, Шупашкарти «Труд» спорт пĕрлĕхĕн чемпионĕ пулса тăнă.

Кирек епле пулсан та, çитĕнÿсем малаллах илĕртеççĕ.
Роза Алексеева 1981 çулхи кăрлач уйăхĕнче Ленинград облаçĕнче йĕлтĕрпе 20 çухрăм чупса тухса СССР спорт мастерĕн ятне илнĕ. Çав çулах вăл Мускав облаçĕн патшалăх физкультура институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, 1986 çулта алла диплом илнĕ. Алькешри сакăр çул вĕренмелли шкулта 20 çул ĕçленĕ Роза Васильвна. Унăн вĕренекенĕ Василий Мусабиров бокс енĕпе спорт мастерĕ пулса тăнă. 2002-2014 çулсенче Роза Васильевна Шупашарти 61-мĕш шкулта тăрăшнă, унăн вĕренекенĕсен йышĕнче спорт мастерĕсем тата спорт мастерĕн кандидачĕсем нумай.

Роза Алексеева çулсем иртнĕçемĕн те спортран писме мар, пушшех туслашса пырать. Вăл Шупашкар районĕнче йĕлтĕрпе чупас, çăмăл атлетика, шашкăлла выляс, тĕл перес, сĕтел çинчи теннисла выляс енĕпе нумай хутчен чемпиона тухнă. 2014 çулта ветерансен командипе эстафетăна хутшăнса Раççейри 1-мĕш Спартакиадăра бронза медале тивĕçнĕ. Челябинскра иртнĕ ăмăртăва Чăваш Ен команди йышĕнче хутшăнса 800 метр чупнă, çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионĕ пулса тăнă, тĕрлĕ дистанцишĕн кĕмĕл тата бронза медальсем илнĕ.

Пĕлтĕр хастар ентешĕмĕр Ленингарда фашистсен блокадинчен хăтарнăранпа 80 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ халăхсен хушшинчи хĕллехи марафона хутшăннă, 5 çухрăма ăнăçлă чупса тухнă. Кăçал вара «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртура Шупашкар муниципалитет округĕнчи ветерансен йышĕнче пĕрремĕш вырăна йышăннă.

Роза Алексеева спорт ăмăртăвĕсене хутшăннисĕр пуçне общство пурнăçĕнче те хастар, вăл округри халăха социаллă пулăшу паракан центрти «кĕмĕл» волонтер. «Хамăн тĕслĕхпе çамрăксене спорт тата хастарлăх пирĕн пурнăçра кирлĕ вырăнта пулнине кăтартса парас килет», – тет СССР спорт мастерĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости