«Ялта пулнăнах, тăвана курнăнах туйăнать»

Шупашкар округĕнчи Чăрăшкассинчи 10 арçын ятарлă çар операцине хутшăнать. Пĕр ялшăн сахал мар ку. Халĕ ял-йыш вĕсене пулăшма тăрăшать.
«Эпĕ хам та Чечня вăрçи витĕр тухнă çын. Салтаксем мĕнле пурăннине, мĕн çинине-ĕçнине пĕлетĕп, çавăнпа манăн вĕсене май пур таран пулăшас килет», – çапла пĕлтерчĕ Шупашкар округĕнчи Иван Иванов уйрăм предприниматель. Вăл пуçарнипе ялти пултарулăх çуртĕнче мини-çĕвĕ цехĕ уçăлнă. Унта кашни каç, вырсарникунсăр пуçне, ĕç хыççăн хĕрарăмсем салтаксем валли тĕрлĕ япала çĕлеме килеççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости