2025 ҫула Раҫҫей ҫар ҫыннисене, историн тӗрлӗ тапхӑрӗнче тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе ҫапӑҫнӑ паттӑрсене тата паянхи кун ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене халалланӑ.
Раҫҫейре кӑҫалхи ҫула Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Чӑваш Енре вара Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталăкне паллă тăвăпăр. Ҫавна май республикӑри кашни муниципалитетрах çакна халалланӑ тĕрлĕ мероприяти иртет.
Сарапакасси ялӗн клубӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин тата Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсене уҫнӑ.
Матикасси клубӗ ҫумӗнчи «Туссем» пултарулӑх ушкӑнӗ хӑйсен программине «Манӑн Раҫҫейӗн» юрӑпа пуҫланӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи тата ӗлӗкхи юрӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне шӑрантарнӑ.
Атайкасси культура ҫуртӗнче «Мӗнрен пуҫланать-ха тӑван ҫӗршыв?» патриотизм юррисен каҫӗ иртнӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта ачасен «Конфетти» ташӑ ушкӑнӗ, «Атай» халӑх юррин ансамблӗ хутшӑннӑ. Пухӑннисене Атайкасси территори пайӗн ертӳҫи Сергей Феофанов саламланӑ. Вӑл ҫамрӑк ӑрӑва хамӑр ҫӗршывӑн историне лайӑх пӗлме, паттӑрсен тӗслӗхӗсене тӗпе хурса ӳсме, воспитани илме сӗнӳ панӑ.
Ҫавӑн пекех ҫав мероприятие контракт мелӗпе СВОна хутшӑнакан, штурм бригадин ҫар ҫынни, Моҫҫакасси ялӗнче пурӑнакан Олег Егоров та хутшӑннӑ. Вӑл ҫапӑҫу вӑхӑтӗнчи лару-тӑру, тӑван ҫӗршыва, ҫывӑх ҫынсене юратни, хӳтӗлени, салтаксен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Кирлӗ вӑхӑтра çар çыннисене пулӑшу кӳнӗшӗн тав тунӑ. Мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме халӑх пулӑшни, ҫывӑх ҫынсем ҫумра пулни, манманни, ҫӗнтерӗве ӗненни пулӑшнине палӑртнӑ вӑл.
Атайкасси территори пайӗ Олег Егорова патриотизм воспитанийӗ парас ӗҫе пысăк тӳпе хывнӑшӑн Тав хучӗпе чысланӑ.
Концерт программинче ҫар юррисем чылай янӑранӑ. Куракансем те артистсемпе пӗрле юрланӑ. 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тата СВОра пуҫ хунисене асӑнса пӗр вӑхӑт шӑп тӑнӑ. «Катюша» юрӑ ачасемпе аслисем пĕр шухăшлă пулнине палăртнă. Юрă урлă тӑван кӗтесе, тӑван ҫӗршыва юратма, упрама чӗннине палӑртма тӑрӑшнӑ.
Ҫакӑн пек мероприятисен пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк. Вӗсем ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва тӗрӗс воспитани пама, патриотизм туйӑмне вӑратма, аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗршыва хӳтӗлекенсене, службӑра тӑракан арҫынсене хисеплесе сума сунине палӑртма май параҫҫӗ.
Анжелика СИЛИВЕСТРОВА