Агроном таптанăшăн уй пĕтмест

Комиссичленĕсем тырпул шăтаслăхне тĕрĕслерĕç

Тырăллă тата пăрçаллă культурăсем шăтса тухнă, калчасем вăй илсе аталанаççĕ. Çапах та çураки вĕçленнипе ял хуçалăхĕнче ĕçсем чарăнса ларнă теме çукял хуçалăх предприятийĕсем çум курăкпа тата сиен кÿрекен хурткăпшанкăпа кĕрешеççĕ, хăшпĕр хуçалăх сенаж хатĕрлеме тытăнчĕ.

Районăн чи пĕлтерĕшлĕ уявĕ, Акатуй, умĕн уйхирте тырă епле шăтса тухса вăй илнине тĕрĕслесси йăлана кĕчĕ. Юнкун та ял хуçалăх предприятийĕсен тата ХФХсен ертÿçисем, агрономсем, райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсем, тĕрлĕ имçампа тивĕçтерекен фирма представителĕсем çак тĕллевпе район уйхирĕсене çаврăнса тухрĕç. Пĕрлехи мероприятие район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев та хутшăнчĕ.

Комисси членĕсем уйхирсене темиçе кăтарту тăрăх хакларĕç – вăрлăха имçамланине, ăна витнĕ çĕр тарăнăшне, калча çăралăхне, пĕр тикĕс шăтса тухнине, çум курăк пуррипе çуккине, уйхире культурăланине, чирсемпе тата хурткăпшанкăпа сиенленнине, вăрлăх пахалăхне кура.

Тĕрĕслев кăçал «Атлашевский» СХК уйхирĕсенче пуçланчĕ. Кунта комисси членĕсем 4 лаптăкпа паллашрĕç – куккурус, кĕрхи тулă, урпа, тулă анисем тикĕс, çум курăксăр, таса.

«Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО хăйĕн 4 лаптăкне кăтартрĕ. «Герой» уйрăм управляющийĕ Фаина Борисова каласа кăтартнă тăрăх, халĕ куккурус йышăнакан çĕр лаптăкĕ «Чуваш бройлер» ОАО-н шутланнă. Агрофирма темиçе çул усă курман анасене йĕркене кĕртнĕ. Унччен хыт хура кашланă анасем çинче паян калча ешерет. Куккурус лаптăкĕсем уйрăмах çак культурăна акса ÿстерекенсене кăсăклантарчĕç – вĕсем вăрлăха мĕн тарăнăшне, мĕнле сеялкăпа акнипе ыйтса пĕлчĕç. «Фалькон» сорта районти хуçалăхсем ахальтен суйламаççĕ – пĕлтĕр гектартан 100 центнертан кая мар пухса илнĕ.

Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозри лару-тăру пĕлтĕрхинчен аванрах – çакна палăртса хăварчĕ Россельхозцентрăн районти уйрăмĕн ертÿçи Людмила Добролюбова. Çапах та пĕр ана çинче калчасен тымарĕсем çĕрни курăнчĕ.

Федераци ведомствин ĕçченĕсем чирсемпе çине тăрса кĕрешме, имçамламалли препаратсемпе вăхăтра усă курма сĕнчĕç. Калчана тĕрĕслекенсем çавăн пекех С.Д. Чернуха ХФХ, «Чурачикское» ОАО, «Прогресс» ЗАО, «Приволжское» АО хуçалăхсенче пулчĕç.

«Кăтартусем çулран-çул лайăхланса пыраççĕ, имçампа тивĕçтерекен фирма представителĕсем те ытти районпа танлаштарсан пирĕн уй-хирти калчасем лайăхраххине палăртаççĕ», – пĕтĕмлетрĕ Людмила Евгеньевна.

«Атлашевский» СХК, «Чурачикское» АО, «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО ытти çул та малтисен ретĕнче пулнă, кăçал Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра тата «Приволжский» АО-ра пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăтартусем аван. Çав вăхăтрах имçамламалли хăш-пĕр препарат ĕçлеменни кăмăла пăсать. Хуçалăхсенче çамрăк агрономсем вăй хуни савăнтарать. Специалистсем çук хуçалăхсенче имçам препарачĕсемпе тивĕçтерекен фирма представителĕсем хăйсем консультаци пани пĕлтерĕшлĕ», – пĕлтерчĕ райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин районти уй-хирсенчи лару-тăрăва лайăх хак парса.

Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, чи лайăх хуçалăхсен шутне «Атлашевский» СХК, «Чурачикское» ОАО, «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО тата «Приволжское» АО кĕчĕç. Вĕсене Акатуй уявĕнче чыслĕç.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости