«Америка тăвайккийĕсем-и?»

Çанталăк ылмашăнсах тăнине кура çул-йĕр, коммуналлă хуçалăх служби тĕлне йăтăнса аннă кĕтменлĕхсем район умне те çирĕп тĕрĕслев кăларса тăратрĕç. Çакă республика правительствинче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ черетлĕ планерка темисенчен пĕри пулчĕ.

Çумăр хăйăра çуса ячĕ

Чăваш Ен патне витĕмлĕ циклон çывхарни пирки синоптиксем малтан та асăрхаттарнăччĕ. Çумăрпа юр ылмашăннипе йывăçсем, чи пĕлтерĕшли вара çулсем, куç умĕнчех шăннă шыв сийĕпе витĕничченех Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ оперативлă канашлура пур служба та эффективлă хутшăнса ĕçлемелли пирки каланăччĕ.

Икĕ çул каяллахи кĕркунне пăрлă çумăра пула электричество сечĕсем километрĕ-километрĕпе йăтăнса аннине те манман-ха, пуринчен ытларах социаллă объектсем, ял хуçалăхĕсен фермисем электричествăсăр юласси хăратрĕ. Кулленхи пурнăçра ахаль чухне те тикĕс мар çĕрте вара çанталăк кĕтменлĕхĕсем йăтăнса ансан инкек патне пĕр утăм çеç юлать.

Ноябрĕн 9-мĕшĕнченех Шупашкар районче çул-йĕр çинчи техника талăкĕпе тенĕ пек ĕçлерĕ. Эрнекун вара пăрлă çумăр лÿшкенипе лару-тăру пушшех те кăткăсланчĕ. Кÿкеçрен Иккассине каякан çул çак кун «америка тăвайккине» аса илтерчĕ: пăрлă шывпа витĕннĕскер çине тухма пурте хăюлăх çитереймерĕç. Хурçă юланучĕсене кĕрлеттернисенчен вара Кÿкеçелле пурте хăпараймарĕç: хăвăртлăха чакарсан автомашина тăвалла каймасть, ÿстерсен вара пăрлă çул айккине чăмас хăрушлăх пысăк.

Хăйăр сапса парасса кĕтсе илейменни пирки эрнекун чи малтан платкасем шăнкăравласа пĕлтерчĕç. «Дорстройăн» çулсене реагентсемпе йĕркелекен техники поселокран тухнă çĕрти «Кÿкеç» чарăнура ларатчĕ. «Мĕншĕн сапмастăр?», – ыйтăва хирĕç Сергей Иванов водитель топливо та, хăйăр та пĕтсе çитни пирки пĕлтерчĕ. Йывăр эрнекун умĕнхи çĕрле вара çĕрĕпе сапнă мĕн – анчах та çумăр туллă-сăртлă çулсем тăрăх хăйăрпа тăвар хутăшне пĕтĕмпех çуса антарнă. Иккассине кайма тухнă газ службин теçетке тоннăллă автомашини те çак сăлтавпах Çырмапуç ял тăрăхĕнчи ялсене анаймарĕ.

Райадминистрацин хула тăвас ĕçпе архитектура пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Фадеев çулсем пăрланса тăнă вăхăтра районта çул-йĕр службисем уйрăмах сыхă пулнине ĕнентерме тăрăшрĕ. Вăл каланă тăрăх, çулсене кашни кунах реагентсемпе сапаççĕ. «Çанталăка пула кăткăсланнă иртнĕ эрнере вара вĕсем çинче тасатакан, сапакан 30 рабочи ĕçленĕ, 7 техникăна явăçтарнă. Пĕтĕмпе çулсене хĕллехи тапхăрта пăхса тăма район бюджетĕнчен çулталăкра 14 млн тенке яхăн уйăраççĕ. Панкрута тухнă «Чувашавтодор» ОАО вырăнне подрядчике палăртнă, контракта хальлĕхе алă пусман-ха», – пĕлтерчĕ пай пуçлăхĕн çумĕ.

Больницăна пурте каймаççĕ

Пăрлак çулсене хăйăрпа сапассине йывăр лару-тăрура васкавлă йĕркеленине райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес комисси председателĕ Сергей Ванюшкин та çирĕплетрĕ. «Икĕ çул каяллахи пек, электролинисем татăлни пулман, электроэнергие ниçта та сÿнтерме тивмен», – пĕлтерчĕ Сергей Алексеевич пăрлак çулсем çинче, уйрăмах тăвалла хăпарма, ятарлă техникăна та çăмăл маррине палăртса. Ытларикунах республика Пуçлăхĕ хушнипе ял тăрăх пуçлăхĕсене отпусксенчен чĕнсе кăларнă, çынсенчен телефон шăнкăравĕсене талăкĕпех йышăннă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен пур ертÿçине те чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан электроэнергипе резервлă çăл куçсенчен чăрмавсăр тивĕçтерессине пăхса хума хушнă.

Хальлĕхе вара çул пăрлаклăхĕ çынсем çуран çÿрекен вырăнсенче, тротуарсем çинче сыхланса юлать-ха. Урамра ÿксе аманнине, суранланнине пула больницăсене пыракансем çукпа пĕрех. Çакăн пирки район больницин тĕп тухтăрĕ Владимир Дубов пĕлтерчĕ. Апла пулин те ÿкекенсем пурте больницăна каймаççĕ – ку каламасăрах паллă. Çак эрнере акă «Тăван Ен» журналисчĕсем общество транспорчĕн чарăнăвĕнче пĕчĕк ачине çавăтнă хĕрарăм автобусран тухнă чухне ури шуса кайнипе хытах ÿкнине курнă. Ÿксе ыраттарни пирки иртнĕ эрнере поселок çыннисем социаллă сетьсенче те пăлханса пĕлтерчĕç. Çавна май хăйăр-тăвар хутăшĕн тротуарсем çинчи çителĕклĕхĕ пирки эпир Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕнчен Владимир Вершининран ыйтрăмăр. «Вĕсене çителĕклĕ хатĕрленĕ, анчах та поселокра тротуарсене реагент сапассишĕн яваплă подрядчикĕн техники çанталăк условийĕсене пула çĕмрĕлчĕ. Пулăшас кăмăллисене чĕнсе калатпăр, вĕсемпе пĕрле хам та тухма хатĕр», – пĕлтернĕччĕ райцентр пуçлăхĕ канмалли кунсенче.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости