XXI ĕмĕрте информаци технологийĕсем анлă аталанни пур сферăна та çĕнĕлĕх кĕртрĕ. Çав шутра вулав тытăмне те, халĕ килтен тухмасăрах библиотекăна «çитсе» кĕнеке вулама пулать иккен.
Хальхи пурнăçран юлмасăр
Шупашкар районĕн тĕп библиотеки «ЛитРес» электрон вулавăшпа кăçалхи март уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Мĕн вăл электрон библиотека? Чылайăшĕ ăна лавккара сутакан электрон кĕнекепе арпаштарĕ. Вăл килтен тухмасăрах библиотекăран кĕнеке илсе вулама май парать. Мĕнле майпа? Çакăн валли библиотекăна пĕр хутчен кăна пымалла, регистрациленсе логинпа пароль илмелле те «харпăр кабинетра» авторизациленмелле, унтан вара компьютерпа, планшетпа е ытти информаци хатĕрĕпе кĕнеке вулама юрать, ăна икĕ эрнелĕхе параççĕ, енчен те вуласа пĕтереймесен вăхăта тăстарма пулать. Калăпăр, шкул ачи аслисем валли çырнă пĕр-пĕр кенекене шĕкĕлчесшĕн, анчах та ăна вăл илеймĕ, мĕншĕн тесен кама мĕнлине парас ыйтăва библиотекарь татса парать.
Эпир хăнăхнă вулавăшран мĕнпе уйрăлса тăрать-ха электрон библиотека? Пĕр çăмăллăхне, килтен те тухмалла маррине, маларах палăртрăмăр ĕнтĕ. Ытти лайăх ен те пур: тин çеç кун çути курнă кĕнекесене вулама май пурри, кĕнекем лицензиллĕ пулни… «Тÿлевлĕ-и?» – ыйтĕ вулакан. Библиотекăра регистрациленсен пĕтĕмпех тÿлевсĕр. Енчен те çын хăй тĕллĕн электрон библиотекăра регистрациленсен кĕнекешĕн укçа тÿлеме тивĕ. Районăн тĕп библиотекине «ЛитРес» 2 пин тенкĕлĕх кĕнеке панă, урăхла каласан палăртнă вăхăтчен Кÿкеçри библиотекăна асăннă суммăлăх кĕнекепе усă курма пултараççĕ. Паянхи кун тĕлне библиотека фондĕнче 34 кĕнеке ячĕ пур. Ытларах унта илемлĕ литература кĕнекисем.
Çамрăксем çĕнĕлĕх патне туртăнаççĕ
Районти тĕп библиотекăн директор çумĕ Галина Тимофеева каласа панă тăрăх, паянхи кун тĕлне асăннă электрон библиотекăра 17 çын регистрациленнĕ, вĕсенчен чылайăшĕ 20 çултан иртнĕ çамрăксем. «Çĕнĕлĕхпе ытларах студентсем усă кураççĕ», – каласа парать вăл. Канаш районĕнче çитĕннĕ, халĕ Шупашкарти аслă шкулсенчен пĕринче 2-мĕш курсра вĕренекен Анна Никоноровăна Шупашкар районĕпе çыхăнтараканни нумаях мар пулин те вăл – пирĕн район тĕп библиотекин хастар вулаканĕ. Çĕнĕ кĕнекене шĕкĕлчесех тăрать иккен, вуламашкăн çакăн пек меслет пулни хĕре питĕ савăнтарать. Сăмах май, хастар вулакансене «ЛитРес» хăй те хавхалантарать, бонус евĕр пĕр-пĕр аудиокĕнеке сĕнет.