СЫВЛĂХ
Чăваш Енре 2025 çулта та Сывлăх тата спорт кунĕсем иртеççĕ. Çакăн пирки ятарлă хушăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă.
Çак кун регионта пурăнакансем спорт объекчĕсене: бассейнсене, спорт лапамĕсене, тренажер залĕсене, катоксем çине – тÿлевсĕрех çÿреме пултараççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш Сывлăх тата спорт кунĕ кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртет.
Асăннă проект çынсене хăйсен вăйне спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕслесе пăхма май парать. Сăмах май, Чăваш Енре пурăнакансем çак кун муниципалитет спорт сооруженийĕсене хаваспах çÿреççĕ.