Вăрçă ачи

«Тавс​си» те​ле​пе​ре​да​ча ер​тÿ​çи Ар​се​ний Та​ра​сов 20 çул каял​ла хă​йĕн прог​рам​ми​не ÿкер​нĕ чух Кÿ​кеç­ре пу​рă​на​кан хи​сеп​лĕ çын​па, 86 çул​ти Ни​ко​лай Мар​ко​вич Мар​ков​па, пал​лаш​тар​нăч​чĕ. Çа​вăн​тан​па эпир пĕр-​пĕ​рин​пе та​чă çы​хă​ну тыт​са тă​рат​пăр.

Советс​кий са​ли​не яр​мăрк​ка​на кай​сан, кăн​тăр​ла ирт​сен ха​лăх пăл​хан​са каять: хĕ​ра​рăм​сем ма​кăр​ма пуç­лаç­çĕ, ар​çын​сем лавк​ка ум​не пуç­та​рă​наç­çĕ… 12 çул​ти Ми​ку​лай тă​ван çĕр шы​вăн Ас​лă вăр​çи пуç­лан​ни çин​чен хы​пар ил​тет. Пур çын​шăн, çав шут​рах ача​сем​шĕн те йы​вăр вă​хăт пуç­ла​нать. 1943 çул​та кол​хоз пред​се​да​те​лĕ Ми​ку​лая çап​ла ка​лать: «Си​рĕн çемье пы​сăк – эсĕ ас​ли, ви​çĕ йă​мăк​на тă​ран​тар​мал​ла». Ăна тÿ​рех 2 ĕç шан​са па​раç­çĕ – выльăх​се​не пă​ха​кан та​та фер​ма заве​дую​щи​йĕ. Çап​ла ва​ра 7-​мĕш клас​ри ачан шку​ла çÿ​ре​ме пă​рах​сах 80 су​рăх​шăн, 20 сыс​на​шăн, 10 ĕне​шĕн явап​лă пул​са тă​ма тивет. Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин тĕп ар​хи​вĕн​че уп​ра​на​кан хут​сем те çав​на ĕнен​те​реç­çĕ: Ни​ко​лай Мар​ков 1941 çул​та 40 ĕç ку​нĕ тул​тар​нă, 1942 çул​та – 113, 1943 ç.– 195, 1944 ç.– 395, 1945 ç.– 283. Ара, çул​та​лăк​ра 365 кун çеç вĕт, шкул ачи ва​ра 1944 çул​та 395 кун ĕç­ле​нĕ. Сăл​та​вĕ — вăр​çă çу​лĕ​сен​че çи​тĕн​ни​сем те, ача​сем те кан​мал​ли кун​сăр, час-​ча​сах ик​шер сме​нă​па ĕç­ле​нин​че. Халь​хи пек вăл вă​хăт​ра кун​не 8-​шар се​хет мар, 10 – 12–​шер се​хет вăй ху​нă. Ла​ша​се​не вăр​çа ил​се кай​нă​ран пĕ​тĕм ĕçе алă вă​йĕ​пе ту​нă.

Вăр​çă вă​хă​тĕн​че те, унч​чен те ну​ма​йă​шĕ çă​па​та​па, пир кĕ​пе-​йĕм​пе çÿ​ре​нĕ. Каш​ни кил​те кан​тăр ак​нă, ÿс​се çит​сен тăл​ла​нă, сÿс ту​нă, ар​ла​нă, пир тĕрт​нĕ. Мал​тан тă​па​чă​па çап​са вăр​ри​не кă​лар​нă, прес​па çу юх​тар​нă. Ни​ко​лай Мар​ко​ви​чăн аш​шĕ, фин​сем​пе кĕ​реш​нĕс​кер,​ тă​ван çĕр​шы​вăн Ас​лă вăр​çин​чен ви​çĕ ор​ден​па та​та ну​май-​ну​май ме​даль​пе тав​рăн​нă. Пал​лах, ăна наг​ра​дă​сем ахаль па​ман, унăн кĕ​лет​кин​че 36 тăх​лан ван​чă​кĕ, те​ми​çе су​ран. Вăр​çă хи​рĕн​чен пат​тăр сал​так пĕр куç­сăр тав​рăн​нă.

Вăр​çă пĕт​сен Кольă​на 15 ла​ша пăх​ма шан​са па​раç­çĕ. За​вод​сен​че çын​сем çит​мен​ни​пе яш​се​не Зла​тоуст ху​ли​не ФЗО​на янă. Тĕ​рĕс​си​пе, вĕ​се​не тÿ​рех йы​вăр ĕç­сем ту​ма хуш​нă, ит​ле​ме​сен та​та вы​рăс​ла тĕ​рĕс ка​лаç­ман​ни​шĕн хĕ​не​нĕ те. Çа​вăн​па 56 чă​ваш ачин​чен 50-​шĕ ки​лĕ​се​не тар​нă. Тар​кăн​се​не тыт​сан пы​сăк шт​раф па​нă е 1-3 çул​лăх тĕр​ме​не хуп​нă. Ни​ко​лай Мар​ков Че​ля​бинск​ра трак​тор​сен за​во​дĕн​че танк​сем вал​ли дви​га​тель тă​ва​кан цех​ра ĕç­ле​ме ты​тă​нать. Ун​тан ăна сал​так ти​вĕç­не пур​нăç­ла​ма Ле​нинг​рад об​лаç­не ил​се каяç­çĕ. Вăр​çă вă​хă​тĕн​че ту​нă çĕр пÿрт​сен​че кун-кунлама ле​кет вĕ​се​не. Сал​так​сен хĕл​ле те, çул​ла та вăр​ман​та пу​рăн​са çурт-​йĕр ту​ма 3 çул йы​вăç кас​са пу​рăн​ма тивет. Ни​ко​лая кун​та та вăр​ман​тан пĕ​ре​не турт​тар​ма 50 ла​ша шан​са па​раç­çĕ.

Çар​тан тав​рăн​сан Ни​ко​лай 6 çул кол​хоз​ра, 18 çул Советс​кий са​лин​че çĕ​вĕç­ре вăй ху​рать. Кун​тах пу​лас мă​шă​рĕ​пе, Зи​наи​да Ани​си​мо​вă​па пал​ла​шать. «Пе​рест​рой​ка» пуç­лан​сан вăл па​тент ил​се, ĕç хыç­çăн кĕ​рĕк​сем çĕ​ле​се сут​ма ты​тă​нать. Мă​шăр Кÿ​кеç­ри пĕр çур​та туя​нать, кĕ​рĕк çĕ​ле​се сут​нă ук​çи​пе ст​рой​ма​те​риал илеç­çĕ. Кĕс​ке вă​хăт​рах чап​лă та илем​лĕ кер​мен çĕк​лен​се ла​рать. Арă​мĕ Кÿ​кеç­ри «Па​ха тĕ​рĕ» фаб​ри​кă​ра, хăй те​ху​чи​ли​щĕ​ре гар​де​роб​щик​ре, плат​ник​ре ĕç­ле​ме пуç­лаç­çĕ. Каç­па, мал​тан​хи пе​кех, кĕ​рĕк​сем​пе кос​тюм​сем çĕ​леç­çĕ. Ха​лĕ те çĕ​вĕç ĕçĕ​пех тă​рă​шать, выльăх-​чĕр​лĕх ты​тать – кăрк​ка, ​кă​ва​кал, чăх, ĕне, сыс​на ус​раç­çĕ, пах​ча​ра па​нул​ми, чие, сли​ва, хăм​ла çыр​ли та​та тем те пĕр ÿс​те​реç­çĕ. По​ми​дор, хăяр, çĕр çыр​ли ÿс​тер​ме 6 теп​ли​ца ту​са ларт​нă. Ниç­та та пĕр çум ку​рă​кĕ çук. Ни​ко​лай Мар​ко​вич пах​чин​че çĕр ул​ми çеç­ки​сем кă​кăр çÿл​лĕш ÿс​нĕ, çын тăрш​ши​сем те пур. Вĕ​се​не вăл па​так çум​не кант​ра​па çых​са çи​рĕп​лет​нĕ.

Ни​ко​лай Мар​ко​вич 86 çул​та пул​сан та Шорк​ка ял уяв​не мă​шă​рĕ​пе пыр​са, ал​ла хут​ку​пăс тыт​са сце​на çин​че юр​ла​са-​таш​ла​са са​вăн​тар​чĕ. «Ăç­тан вăй-​хă​ват ту​па​тăн?» – те​се ыйт​рăм хай​хин​чен. «Э​пĕ ни​хă​çан та пи​рус турт​ман, сă​ра ĕç­мен, пы​сăк уяв​сен​че çеç 30 грам​лă шу​рă эрех черк​ки​не – ĕлĕк ăна «​ка​зен​ка» тет​чĕç – тыт​ка​ла​са па​нă. Ялан кил​те, пах​ча​ра ĕç­ле​нĕ, çу​ран ну​май ут​нă, хĕл​ле ăшă​рах кун​сен​че йĕл​тĕр​пе ярăн​нă», – пĕл​тер​чĕ хă​йĕн çи​рĕп сыв​лăх вăрт​тăн​лăх​не ва​тă.

Ни​ко​лай Мар​ко​вич ĕç­не хи​сеп​ле​се пат​ша​лăх ор​ден​па, 7 ме​даль​пе чыс​ла​нă, Ĕç ве​те​ра​нĕ та​та Тыл ĕç­че​нĕ ят​се​не па​нă.

НИ​КО​ЛАЙ ПЛА​ТО​НОВ, ШОРК​КА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости