Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем, Шупашкарта пурӑнакансем!
Кӑçал Чӑваш Республикин тӗп хули чаплӑ куна – 555 çул тултарнине – паллӑ тӑвать. Хула кунӗпе пурсӑра та чунтан саламлатӑп!
Шупашкар – Чӑваш Енӗн тӗп палли, ӑна Атӑлçи ахахӗ тесе каланине те час-часах илтме пулать. Эпир ӑна юрататпӑр, хамӑр кунта пурӑннипе мӑнаçланатпӑр. Шупашкар – ӗç паттӑрлӑхӗн хули. Унӑн иртнӗ кун-ҫулӗ мухтавлӑ, пуласлӑхӗ вара ҫутӑ та шанчӑклӑ.
Кашни ӑру ырӑ йӑла-йӗркене типтерлӗн упрать, пур пек майсене ӑнӑҫлӑн пурнӑçа кӗртсе пырать. Паян эпир фабрикӑсемпе заводсенче вӑй хуракансене, вӗрентекенсемпе вӗренекенсене, çурт-йӗр çӗклекенсемпе пултаруллӑ ӗҫлекенсене, культурӑпа спорт пулӑмӗсене хутшӑнакансене, çав мероприятисене йӗркелекенсене, йӗркелӗхе тата хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерекенсене чысласа сумлатпӑр.
Чӑваш Ен тӗп хулине икӗ хутчен Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула тесе йышӑннӑ. Шупашкарти пурнӑҫ пахалӑхӗ ҫӗршывра чи пысӑккисенчен пӗри: хула хӑрушсӑрлӑх, ҫаврӑнӑҫулӑх тата пурнӑҫри хастарлӑх енӗпе малтисен ретӗнче. Ӑна пур енлӗн аталантарас ӗҫе малалла тӑсмалла.
Пирӗнтен кашниех чунтан юратакан тата унӑн ырлӑхӗшӗн пӗрле вӑй хурса ӗҫлекен хуламӑр куҫ умӗнчех хитреленсе тата хӑтлӑланса пырать. Истори палӑкӗсемпе парксем, скверсемпе бульварсем, спорт лапамӗсемпе картишсен тирпейлӗ территорийӗсем тата, паллах, аслӑ Атӑлӑн ҫыранлӑхӗ ӑна хӑйне евӗр те илӗртӳллӗ тӑваҫҫӗ.
Туризм инфратытӑмне лайӑх аталантарни хулана ҫӗнӗ вӑй-хал кӳрет. Ҫут ҫанталӑкӑн ытарми илемӗ, культурӑн пуян еткерлӗхӗ тата Шупашкарта пурӑнакансен тараватлӑхӗ туристсене ытларах та ытларах илӗртет.
Республикӑмӑрӑн хисеплӗ халӑхӗ, Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем, эпир сирӗнпе Чӑваш Енӗмӗрпе пирӗн юратнӑ тӗп хуламӑр ҫирӗппӗн аталанччӑр, кунта ҫӗнӗ ҫемьесем чӑмӑртанччӑр, ачасем ҫуралччӑр тата кашни килтех савӑнӑҫпа телей хуҫаланччӑр тесе хамӑртан мӗн килнине малашне те йӗркеллӗн туса пырӑпӑр.
Пурсӑра та пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх тата пур тӗрлӗ ырлӑх сунатӑп. Юбилей ячӗпе, Шупашкарӑмӑр!
Чебоксарам — 555 лет! Визитная карточка Чувашии, жемчужина Поволжья, город трудовой доблести. У города славное прошлое и блестящие перспективы на будущее. Мы любим его и гордимся тем, что живем здесь.
Уважаемые жители республики, дорогие чебоксарцы, вместе мы и дальше будем делать всё от нас зависящее, чтобы Чувашия и наша любимая столица процветали и развивались, чтобы здесь создавались новые семьи, рождались дети, и в каждом доме жили радость и счастье.
От всей души желаю всем крепкого здоровья и благополучия. С юбилеем, Чебоксары!