Ентеш ятне çÿлте тытса

Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта апрелĕн 28-мĕшĕнче пирĕн ентеш – Герман Лебедев çуралнăранпа 104 çул çитнине халалласа кăмăллă та çутă уяв иртрĕ. Шкулта иртекен кашни уяврах вăл кĕвĕленĕ чăваш гимнĕ мăнаçлăн янăрать. Тепĕр кун «Чăваш символики» темăпа классенче уçă класс сехечĕсем иртрĕç.

Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнăран шкул ачисен тивĕçĕ – Г.С. Лебедева халалланă парка май çитнĕ таран таса та тирпейлĕ тытса тăрасси. Çакна шута илсе шăматкун 7-мĕш класс ачисемпе парка çул тытрăмăр. Хаваслă кăмăлпа йĕри-тавра выртакан ăпăр-тапăра пуçтартăмăр.

Паркран инçех те мар тăп-тăрă кÿлĕ сарăлать. Ял халăхĕ тăрăшнипе нумай-нумай йывăç илемĕпе савăнтарать. Паллă композитор пĕтĕмпех халăхшăн, Тăван çĕршывшăн, пуласлăхшăн ырми-канми ĕçленĕ, ĕçре пиçĕхнĕ. Эпир унран тĕслĕх илетпĕр.

Алевтина Шишкина, Салапайкасси

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости