Икĕ Тăрăн хушшинчи асамлă асамат кĕперĕ

«Тăрăн ен» эстрадăпа фольклор ушкăнĕн артисчĕсем нумай пулмасть Патăрьел районĕнчи ентешĕсем патĕнче пулчĕç.

Историрен çакă паллă: 1654 çулта Кучак Тăрăн ялĕнче çуралнă Иртула Адипов çемйипе Патăрьел тăрăхне куçса кайнă, Пăла çинче яланлăхах тĕпленнĕ. Унăн ывăлĕ Ярбай Иртулаев, 1713 çулта çут тĕнчене килнĕскер, ашшĕ йăхне çакăнтах малалла тăсать. Çак ялтанах Калин Мурзапаев та килсе çитет, çемье çавăрать, унăн пилĕк ывăл çуралать. Çапла ял пуçланать, çĕнĕ яла Хирти Тăрăн (Степное Туруново) ят параççĕ. Çакăн çинчен Анаткас Тăрăнти Виталий Николаев тĕпчевçĕ, таврапĕлÿçĕ 2007 çулта «Пирĕн йăх» кĕнекере çырса пĕлтернĕ.

Çапла эпир, «Тăрăн ен» ансамбле çÿрекенсем, Чăрăшкасси ял тăрăх пуçлăхĕ Виталий Павлов, шкул директорĕ Валерий Васильев, вырăнти ваттисен канашĕн ертÿçи Мая Павлова, çак тĕл пулăва йĕркелесе ирттерме пулăшакан Владимир Петров инçе çула тухса кайрăмăр.

Чи малтан 1744 çулта хăпартнă вырăнти чиркӳре пултăмăр. Ишек чиркӳ пачăшки Владимир атте пилленĕ, сăвапланă Николай Чудотворец тата хамăр чиркӳн Грузи Турă амăшĕн Тамара турăшĕсене управа хăвартăмăр.

Паллашу саманчĕ тăсăлнă май çăкăр-тăварпа, ытти юр-варпа сăйларăмăр, несĕлсемпе паллаштартăмăр. Малтан асăннă юлташсемсĕр пуçне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Петр Самакин, выльăх-чĕрлĕх комплексĕн инженерĕ Василий Петров пенсионер, вырăнти çыравçă Леонид Лялькин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Пирĕн енчи делегаци хастарĕсем те сăмах илчĕç.

Чаршав уçăлсан хамăр енчи туй юррисене, улах ларнине, салтак ăсатнине кăтартрăмăр, вăйă карти йĕркелерĕмĕр, такмакласа куракансемпе пĕрле ташларăмăр. Вĕсем тăвăллăн алă çупса хавхалантарни шалти туйăмсене хускатрĕ. Эпир вĕсенче, вĕсем пирĕнте нумай çул шыранă тăванне курчĕç, куçăмăрсем пĕрре кăна мар шывланчĕç. Акă вăл тăванлăх, пĕрлĕх, иксĕлми никам çĕнтерейми вăй! Çак туслăх кĕперĕ икĕ Тăрăна пĕрлештерсе татах çирĕплентĕр! Ахальтен мар тăвансăр çын – туратсăр йывăç тенĕ ватăсем.

Концерт вĕçленсен те киле васкакан пулмарĕ, пĕр-пĕринпе калаçмалли тупăнчĕ. Çурçĕр иртсен кăна ырă сунса, кĕр мăнтăрĕпе хамăр пата хăнана чĕнсе сыв пуллашрăмăр.

Антонина Ефимова, Вăрманкас Тăрăн

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости