Йăлари пурнăçăн ырă улшăнăвĕсем

Мартăн 19-мĕшĕ – çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен тата йăлари пулăшупа тивĕçтерекенсен уявĕ

Асăннă сферăра тăрăшакансем професси уявне ĕнер районти тĕп культура çуртĕнче паллă турĕç. Вĕсене райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Зоя Маслова саламларĕ.

Лайăх утăмсем

Районта 29 организаци пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра çынсене пулăшу кÿрет – нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха пăхса-юсаса тăрать, ăшăпа, электроэнергипе, шывпа тивĕçтерет… Вĕсенчен 12-шĕ – нумай отрасльлĕ. Тĕрĕссипе, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сфери – чи кăткăс сферăсенчен пĕри. Пытармасăр каласан, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕлĕшпе хваттер хуçисен кăмăлсăрлăхне чылай курма-илтме тивет, анчах та пурне те пĕрешкел хаклаймăн. Чи пĕлтерĕшли – коммуналлă аварисен шучĕ чакни. Сăмахран, юлашки 3 çулта районта коммуналлă аварие пĕтермешкĕн 24 сехетрен ытла вăхăт кирлĕ пĕр тĕслĕх те пулман, урăхла каласан, пысăк кăлтăксем сиксе тухманнине пĕлтерет ĕнтĕ ку. Çав вăхăтрах коммуналлă хуçалăх сферине ырă улшăнусен варкăшĕ пуррине те систерет – нумай хваттерлĕ çуртсене инвестици хывни, инженери инфраструктурине çĕнĕлĕхсем кĕртни. Сăмахран, 2016 çулта республика программине пурнăçласа районта нумай хваттерлĕ 27 çурта капиталлă юсанă, çав шутра Кÿкеçре – 14, Çĕнĕ Тутаркассинче – 8, Çĕньялта – 2, Чăрăшкассинче – 2, Çĕктерте – 1. Пурĕ – 20,9 млн тенкĕлĕх – патшалăх корпорацийĕнчен 179 пин, республика хыснинчен 134 пин, вырăнти бюджетран 2,8 млн тенкĕ уйăрнă, тепĕр 17,8 млн тенки – хваттер хуçисен укçи.

Çĕнĕлĕхсем пирки сăмах пуçарнă чухне тата ытти ырă улшăнăва та асăнмасăр май çук. Юлашки çулсенче çынсене паракан пулăшу пахалăхĕ ÿссе пыни куç кĕретех. 2016 çулта Кÿкеçри 4-мĕш котельнăя реконструкцилени, пăрăхсене улăштарни вун-вун çын пурнăçне лайăхлатрĕ – нумай хваттерлĕ 22 çуртра пурăнакансем çулталăкĕпех вĕри шывпа савăнаççĕ. Çĕнĕ Тутаркассинче «Теплоэнергосети» ООО кивĕ ăшă пăрăхĕсене улăштарассипе ĕçсем туса ирттернĕ. Çĕктерте вĕсене капиталлă майпа юсанă. Ишлейре блокпа модульлĕ котельнăй тума пуçлани – çынсен пурнăç пахалăхне ÿстермелли тепĕр утăм. Ăна хута ярсан нумай хваттерлĕ 8 çуртра пурăнакансене вĕри шывпа тата ăшăпа тивĕçтерес ыйтура нимĕнле кăлтăксем те пулмĕç.

Кирек мĕнле професси уявĕнче те ĕçе чунтан парăннисене палăртаççĕ, хальхинче те çаплах, йăлари пулăшупа тивĕçтерекенсем, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин тăрăшуллă ĕçченĕсем тĕрлĕ наградăна тивĕçрĕç.

Ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ

«Теплоэнергосеть» ООО – районти халăха тĕрлĕ пулăшу паракан организацисенчен пĕри. Вăл шывпа, электроэнергипе тивĕçтерет, тĕрлĕ техникăпа пулăшу кÿрет. Унăн тĕп тивĕçĕ сивĕ шывпа тивĕçтермеллипе çыхăннă май çуртсенчи тата урамри пăрăхсене час-часах улăштарма тивет, çавăнпа та ку енĕпе организаци паха опыт пухнă ĕнтĕ. Сăмахран, иртнĕ çулхи октябрьте Çĕнĕ Тутаркассинчи «70 лет Октября» урамра 8-мĕш çуртран пуçласа 2-не çитиччен сивĕ шыв пăрăхĕсене улăштарнă – 171 погонлă метр, пурĕ 401188 тенкĕлĕх. Кунсăр пуçне вăл çуртсенче капиталлă тата кулленхи юсав ĕçĕсем ирттерет. Тĕслĕхрен, капиталлă юсамалли республика программине пурнăçласа иртнĕ çул нумай хваттерлĕ 8 çурта çĕнетнĕ.

Çутăпа тивĕçтерес ĕçре те асăннă организацин тÿпи пысăк. Вăл Çĕнĕ Тутаркассинчи, Коснарти, Çĕнĕ Тренккассинчи, Ахтанайри, Кÿкеçри, Çĕньялти, Ишлейри, Станъялĕнчи, Вăрманкассинчи санаторири пурĕ 22 км ытла тăршшĕ сывлăшри электролинисене, 10 км ытла кабель линийĕсене, 34 трансформатор подстанцине пăхса-юсаса тăрать. Электричество энергине чи пĕчĕк çухатупа унпа усă куракансем патне çитерес тĕллевпе кунта кунсеренех ĕçлеççĕ. Ку енĕпе çитĕнÿсем те пур, сăмахран, 2009 çулта çухату 14,2% танлашнă пулсан çулсерен вăл чакса пырса 2015 çулта 8,25% çитнĕ – нормативран (10,28%) та сахалрах. Энергетиксем электроэнерги сечĕсем çумне çĕнĕ потребительсене çыхăнтарассипе те тимлеççĕ, çулсерен ял-салари 20-25 çурта, 2-3 юридици сăпатне сыпăнтараççĕ.

Организаци пурнăçлакан пур ĕçе те хаçат страницинче çутатаймăн, чи пахи вĕсене районта пурăнакансем курни, кулленхи пурнăçра туйса илни. Организацин генеральнăй директорĕ Николай Елагин калашле, çаксем предприятире тăрăшакансем пурте пĕр шухăшлă ĕçленипе пулса пыраççĕ, унпа кăна та мар, çакă вăл – ял тăрăхĕсемпе, районти тĕрлĕ организаци-предприятипе тачă çыхăнса ĕçленин палли те. Сăмах май каласан, «Теплоэнергосеть» ООО-ра 70 çын тăрăшать.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости