Кашни çырмана карта тытса

çавăрмалла-и?

Июнĕн 5-мĕшĕ – тăван тавралăха упрамалли пĕтĕм тĕнчери кун. Çут çанталăк тасалăхĕ кашни çынран килнине яланах асра тытса кил-çурта, картише, ял-салана тирпейлĕхре тытмалли пирки ун умĕн тепĕр хут аса илер-ха.

Сиенлĕ çÿп-çап куписем

Картишрен тасатса тухнă çÿп-çапа çырмана кайса тăкакансем, ăçта кирлĕ унта пăрахакансем кашни ялтах пур. Район тăрăх çÿренĕ май пайтах курма пулать ял-сала сăнне пăсакан ÿкерчĕке. Пырса кĕнĕ чухне çул хĕррипе сапаланса выртакан пластик кĕленчесем, хутаçсем – тепре пăхатăн та – тем пысăкăш купана ÿссе ларнă. Çÿп-çапа килтен пуçтарса çырмана пырса пăрахсан хăшĕ-пĕрин чунĕ лăштах пулать-тĕр. Анчах та кашни купа – сиенлĕ токсинсем тата çĕрнĕ чухне тухакан наркăмăшлă йăс-пăслă хăйнеевĕрлĕ хими лабораторийĕ шутланать. «Çумăр, юр çÿп-çап витĕр тухса тăпрана, унтан çĕр айĕнчи шыва, юханшывпа пĕвесене лексе вĕсен хими тытăмне улăштарать çак каяш, унтан пĕтĕм тавралăха – çав шутра чĕрчунсене те – япăх витĕм кÿме тытăнать. Этем – çут çанталăк умĕнче чи черченни», – ăнлантарать Шупашкар район администрацийĕн экологи тата ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин. Çÿп-çап куписенче сиенлĕ апат юлашкийĕсемпе тăранса пурăнакан шăшисем, йĕке хÿресем, кайăк-кĕшĕк, вĕсен тавралла явăнакан йыт-качка хăрушă инфекци, чир-чĕр саракан çăлкуçсем пулса тăраççĕ.

Таван тавралăха варалас тÿнтерлĕх паян пысăках мар ялсене те çитрĕ. Çĕрекен, кăмакара çунтарма май пур çÿп-çапа та ăçта кирлĕ унта кăларса пăрахать-çке этем. Юханшыв, кÿлĕ çыранĕнчен шыва та лекет вăл. Вăлтана пулă мар, çĕтĕк калуш çакланнинчен те кĕçех тĕлĕнме пăрахăпăр-и тен. Акă Йăршу юханшывĕ патĕнче пулăçсене яланах курма пулать. Юнашар выртакан çÿп-çап куписем чăрмантармаççĕ вĕсене. «Эпир пăрахман», – теççĕ вĕсем. Вăлтана пенĕ вăхăтрах çÿп-çапа айккине пуçтарса хурса çунтарма та пулать-çке-ха.

Витĕм пур

Редакци почтине, социаллă сетьсенчи ушкăнсене ял тăрăхĕсенчен çакăн пек килпетсĕр сăн ÿкерчĕксене тăтăшах ярса параççĕ, вĕсен сиенне ăнланакансем тĕп тума пулăшу ыйтаççĕ. Кÿкеçри «Дружба» сад юлташлăхĕнчен аяларах, «Байдеряково» урам пуçĕнчи çуртсен çывăхĕнчех темиçе çÿп-çап купи пирки те вулакансемех пĕлтерчĕç. Сăн ÿкерчĕксене Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхне Владимир Вершинина та кăтартрăмăр. Эрнерен мĕн улшăнчĕ? Владимир Вениаминович çак урамра пурăнакансемпе пуху ирттерни пирки пĕлтерчĕ. «Çÿп-çапа пуçтарма çине тăрса ыйтнă хыççăн иртнĕ канмалли кунсенче çынсем субботнике тухрĕç, çÿп-çаплă вырăнсене тасатнă.
Анчах çырмасенчи пысăк купасене хальлĕхе тĕкĕнмен-ха. Унти çÿп-çапата та çунтарса ыттине çĕрпе
хупламалла. Клуб пулнă вырăна çĕр илсе килсе хума планланă», – терĕ вăл. Пĕве çывăхĕнчен Кÿкеçелле утнă çĕрте çынсем хăйсемех варалани çинчен калать ял тăрăх пуçлăхĕ. «Манăн тĕллев – çак каяш куписене çÿп-çап пăрахакансене хăйсене пуçтарттарасси. Унсăрăн мĕнле? Ял тăрăхĕ çакна хăйĕн вăйĕпе пурнăçласан çынсем çав вырăна каллех çÿп-çап килсе тăкĕç…» – тет вăл çитес вăхăтра çак ыйтăва татса пама шантарса.

Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев темиçе эрне каяллах ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă чухне Чăрăшкасси ял тăрăх пуçлăхне Виталий Павлова Лепетер ялĕ çывăхĕнчи «Рассада» коллективлă сад юлташлăхне кĕнĕ çĕртех выртакан çÿп-çап куписене тасатмалли çинчен асăрхаттарнăччĕ. Унтанпа мĕн улшăннипе кăсăкланса ял тăрăх администрацине шăнкăравларăмăр. Вăл дача председателĕсемпе пуху ирттерсе çÿп-çапа пуçтармалли çинчен калани пирки пĕлтерчĕ. Тасамарлăхшăн çынсем айăпа йышăнмаççĕ, çÿп-çапа хулана пĕрле илсе каяççĕ имĕш. Полицин участокри уполномоченнăйĕпе Оксана Тимофеевăпа «Рассада» сад юлташлăхĕнчи 7-мĕш урамра ĕçлекен хĕрарăмсенчен юхăннă поликарбонат теплицăна кам кăларса пăрахнине тупса палăртнă. Свалка йĕркелеме пуçланăскере шăнкăравласа чĕнсе илсе йăлтах пуçтарттарни çинчен пĕлтерчĕ ял тăрăх пуçлăхĕ. Дачник кивĕ теплицăна çунтарасшăн пулнă, анчах çиллĕ çанталăка пула çакна кая хăварнă. Кайран мансах кайнă пулас. «Рассада» коллективлă сад юлташлăхĕ çумĕнчи çÿп-çапа Чăрăшкасси ял тăрăх администрацийĕ пуçтарса пĕр пысăк машинăпа полигона ăсатнă. Хальлĕхе унта таса. Анчах та çак вырăна пысăк машинăпах хытă каяш килсе тăкнине дачниксем хăйсем пĕрре мар курнă. Виталий Яковлевич çакăн пек сăтăрçăсене курсан малашне машина номерне çырса хума сĕннĕ. Сăн ÿкерттерсен тата аванрах.

Çырма-çатрана карта тытса çавăрмалли кăна юлчĕ-тĕр. Чăрăшкассине пырса кĕнĕ çĕрте çапла тунă та. Ун хĕррипе йывăçсем те лартнă ĕнтĕ. Анчах çакăнтан та усси сахал. Çынсем айккинчен пырса та пулин каяша тăкса хăвараççех. Эрне каялла «Тăван Ен» журналисчĕсен куçĕ тĕлне çакăн пек ÿкерчĕк пулнăччĕ, сăн ÿкерчĕксене социаллă сетьри хамăрăн официаллă страницăсенче вырнаçтарнă хыççăн ял тăрăх администрацийĕпе тепĕр хут çыхăнтăмăр. Виталий Павлов сăмахĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне унта та тирпейленĕ. «Çÿп-çапа турттарса тухнă, чул ванчăкĕсемпе шифер таткисене çÿлтен çĕрпе хупласа тикĕсленĕ», – терĕ вăл. Малашне каяш тăкакансене çырма патне пыма чарас тесе шлагбаум, çавăн пекех çÿп-çапа юраман вырăнсенче тăкнăшăн явап тытма тивесси çинчен асăрхаттарма плакат вырнаçтарасси çинчен пĕлтерчĕ.

Çăвасенче – тирпей-илем

Çимĕк умĕн ял тăрăхĕсенче çăвасене тирпей-илем кĕртрĕç. Акă майăн 27-мĕшĕнче Çĕньял ял тăрăхĕнче Шанарти тата Шăмăшри территорисенче субботниксем ирттернĕ, вил тăприсем çинчи типĕ курăка тата тĕмсене пуçтарнă. Кÿкеç ял тăрăхĕнчи масарсене те çÿп-çапран тасатсах тăраççĕ. Çимĕк хыççăн контейнерсенчи каяшсене тÿрех турттарса тухма планланă кунта. Апаш ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Владимиров пĕлтернĕ тăрăх, канмалли кунсенче ял халăхĕ виçĕ çăвари çÿп-çапа пĕтĕмпех пуçтарнă. Каяша ятарласа уйăрнă вырăна хунă, çитес вăхăтра вĕсене санкциленĕ свалкăна каяшсене илсе тухаççĕ. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче апашсем 200 йывăç тĕмĕ лартса хăварнине те асăнса хăвармалла. Канмалли кунсенче вара йывăç лартмалли кун Шăнкасра иртнĕ.

Лапсар ял тăрăх пуçлăхĕ Алексей Иванов иртнĕ эрнере пĕр КамАз çÿп-çап пуçтарса тухни çинчен хыпарларĕ. «Çатракассинчи масар çумĕнче 5 контейнер лартнă. Çак эрнере тепĕр хут субботнике тухатпăр», – терĕ вăл.

Сарапакасси ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Димитрий Улюкин майăн 31-мĕшĕнче çÿп-çапа пур масарта та пуçтарни çинчен пĕлтерчĕ. Çимĕк хыççăн тепĕр хут тухасшăн. Масарсене тирпей-илем кÿни лайăх паллах. Анчах çакăн чухлĕ çÿп-çап ăçтан тухать-ши? Çăва çумĕнчи контейнерсенче мĕн выртнине сăнаса пăхсан тĕпрен илсен эрех-сăра кĕленчи куç тĕлне пулать. Çăва чиркÿ пекех таса вырăн, çавăнпа унта иртĕхсе эрех-сăра ĕçни вырăнлах-ши?

Сăмах май

Май уйăхĕн пуçламăшĕнчен Лапсар ял тăрăхĕнче пурĕ 6 тонна çÿп-çап пуçтарса çĕнĕ ТПОна ăсатнă.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости