Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Атăлъял çыннисем ялти культура вучахĕ – клуб – ĕçлеме пуçланăранпа 80 çул çитнине паллă турĕç.
Ялти 1-мĕш клуба 1934 çулта хăпартса лартнă. Ăна 1931 çулта йĕркеленнĕ «Богатырь» колхозăн 2-мĕш председателĕ Николай Иванов ертсе пынипе тунă. Хырлăхран лашасемпе хырсем турттарнă, пĕренесем хатĕрленĕ. Вăл вăхăтра 80 кил-çуртра 148 арçынпа 207 хĕрарăм пурăннă. Клуб тăвакансенчен нумайăшĕ Тăван çĕр шывăн Аслă вăрçинчен яла таврăнайман, 54 çын паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă унта. Вĕсен шутĕнче клубăн 1-мĕш ертÿçи те. Районти Асăну кĕнеки çинче: «Никанор Гарашкин, 1910 çулхи, рядовой. 1944 çулта çапăçура вилнĕ, ăçта пытарни паллă мар», – тесе çырнă. 1934 çултан пуçласа Атăлъялти клуб ертÿçинче Никанор Гарашкин (1934-44 ç.ç.), Елена Емельянова (1944-69 ç.ç., вăрçă участникĕ, санинструктор), Владимир Калегин, Анастасия Смирнова, Владимир Ильмендеров, Анатолий Антонов, Нина Матюшкина, Леонид Матюшкин, Владимир Будаев тăрăшнă.
Ял клубĕ 50 çул ытла ĕçленĕ. Унта пухусем, концертсемпе уявсем ирттернĕ, кино кăтартнă, библиотека та ĕçленĕ. Кивелсе хуçасăр юлсан вара 1994 çулта ăна Станъял ялĕнчи клуба юсама тесе сÿтсе кайнă.
Уяв программине çĕнĕ клуб ертÿçи Леонид Фадеев поэт ертсе пычĕ. Чи малтанах пухăннисем унчченхи клуба сăнласа паракан стендпа кăсăклансах паллашрĕç. Леонид Фадеев, клуб историйĕпе паллаштарнă май: «Çамрăксем клуб 80 çул тултарнă ятпа спутник антеннине илсе лартрĕç», – тесе пĕлтерчĕ. Уявра Шупашкар районĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Матюшкин, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Кудряшов, Шупашкаркассинчи ИКЦ директорĕ Любовь Иванова т.ыт. пулчĕç. Александр Кудряшов ял пурнăçне хастар хутшăннă 10 çынна тав хучĕсем парса чысларĕ. Пирĕн ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнчи Пархикассинчи ИКЦ директорĕнче тăрăшакан Мария Иванова уява концерт программипе килчĕ. Унта Олег Никитин ертсе пыракан «Мерчен» фольклор тата ачасен Светлана Юркова ертсе пыракан «Веселые кружева» ташă ушкăнĕсем пулчĕç. Вĕсен купăсçисем те иккĕн тан: ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Пимен Быковпа Олег Никитин. ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Яруткин вара юрлама та, параппан çапма та питĕ ăста (сăн ÿкерчĕкре). Артистсен чăваш тумĕ те, ташши те куракансен кăмăлне кайрĕ. Хĕрарăмсен хушпусене тата ачасен тумĕсене авалхи йăлапа Евгения Ананьевăпа Луиза Степанова ăсталанă.
НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ