Куракан валли вун-вун спектакль!

Çуркуннехи-çуллахи хĕрÿ ĕçсем хыçа юлчĕç. Апла тăк çынсен сывлăш çавăрса илме, татра çÿреме те вăхăт тупăнĕ. Этем тени ĕçпе кăна пурăнмасть, ăна чун апачĕ те кирлĕ. Ăна вăл театрсенче илме пултарĕ. Тарăн шухăша яракан, савăнтаракан, тепĕр чух макăртакан спектакльсем çыншăн чăннипех те паха, вĕсем ырăпа усала уйăрма, йăнăш çул çинчен пăрăнма, аслисене хисеплеме тата ытти вун-вун пахалăха вĕрентеççĕ, çынсен культура шайне ÿстереççĕ. Апла тăк васкар театра!

Шупашкарти театрсенче халĕ хĕрÿ вăхăт: çĕнĕ сезон уçма хатĕрленеççĕ, хăшĕ-пĕри ăна пуçлама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Куракансене мĕнпе савăнтарĕç-ха вĕсем?

Пу​ка​не теат​рĕ

юби​лей​лă 70-​мĕш се​зо​на сен​тяб​рĕн 7-​мĕ​шĕн​че В. Си​на​ке​ви​чăн «Гад​кий уте​нок» спек​так​лĕ​пе уç­нă. Вăл Пу​ка​не теат​рĕн чи ла​йăх спек​так​лĕ​сен​чен пĕ​ри шут​ла​нать, çа​вăн​па та «ыл​тăн фон​да» кĕ​нĕ. Хот​та​быч ста​рик, Маль​ви​на, Бу​ра​ти​но, Ву​пăр кар​чăк, Лео​польд ку​шак ача​се​не ха​пăл ту​са йы​шăн​нă. Ха​лап​ри сă​нар​се​не вĕ​сем ман​са кай​ман-и? Ар​тист​сем çакна ый​ту​сем​пе тĕ​рĕс​ле​нĕ. Ман​ман ик​кен, ача​сем пĕр йă​нăш​ма​сăр ху​рав​ла​нă…

Ю​би​лей​лă се​зон пуян пул​мал​ла. Сце​на çи​не вун-​вун хут тух​нă юмах-​ха​лап​па пĕр​лех çĕ​нĕ​лĕх​сем те пу​лĕç. Тă​ван çĕр​шы​вăн Ас​лă вăр​çин​че çĕн​тер​ни 70 çул çит​ни​не ха​лал​ла​са çар те​ми​пе «Мо​ло​дое по​ко​ле​ние о Ве​ли​кой По​бе​де» спек​такль ларт​ма па​лăрт​нă. Тĕп вы​рăн​та – са​ни​тар​кăра ĕç­ле​нĕ, Ста​линг​рад па​тĕн​че пуç­не ху​нă Ни​на Ка​пи​то​но​ва шă​пи. Су​сăр ку​ра​кан вал​ли те чу​на кан​тар​мал​ли пу​лĕ. Ыт​ти​сен​чен кăшт уй​рăл​са тă​ра​кан ку​ра​кан вал​ли Пĕ​тĕм тĕн​че​ри ха​лăх​сен хуш​шин​чи хăй​не евĕр​лĕ «О​ди​на​ко​вы​ми быть нам нео​бя​за​тель​но» фес​ти​ва​ле хут​шă​нас​си те план​рах. Çи​тес çул ап​ре​лĕн 15-​мĕ​шĕн​че ва​ра театр юби​лей уяв​не ан​лăн пал​лă тă​вĕ.

Вы​рăс дра​ма теат​рĕ

ĕнер 92-​мĕш се​зо​на Ж. Ану​йăн «Ор​фей и Эв​ри​ди​ка» дра​ми​пе уç­нă. Спек​такль пре​мье​ри 2012 çул​хи май уйă​хĕн​че пул​нă. Халь​хи ва​риант​не кăшт улăш​тар​нă, хăш-​пĕр ро​ле урăх ар​тис​та шан​са па​нă. Мĕн çин​чен-​ха вăл? Пье​сăн тĕп шă​нă​рĕнче Ор​фей​па Эв​ри​ди​кăн юра​тă​вĕ. Г​рек ми​фĕ çин​че ни​кĕс​лен​нĕс​ке​ре ре​жис​сер паян​хи вă​хă​та «​ку​çар​ма» пул​тар​нă: çам​рăк сĕрме купăсçă Эв​ри​ди​кă​на тĕл пул​сан пур​нăç тĕш​ши​не кур​ма пуç­лать, ку​тăн хĕр те куç умĕн​чех ул​шă​нать, ан​чах вĕ​сен те​ле​йĕ ну​мая пы​масть… Спек​такль​те чы​лай çам​рăк ар​тист вы​лять.

Вы​рăс дра​ма теат​рĕ çĕ​нĕ се​зон​ра премье​рă​сем кă​тарт​ма та па​лăрт​нă: Ас​лă çĕн​те​рÿ 70 çул тул​тар​ни​не ха​лал​ла​са Б. Вах​ти​нăн «Си​няя-​си​няя реч​ка», Н. Аль​доин «Ба​боч​ки… Ба​боч​ки…» спек​такль​сем, ача​сем вал​ли те çĕ​нĕ​лĕх пур – Д. Хар​ри​сăн «С​каз​ки дя​дюш​ки Ри​му​са». 2015 çул​хи март уйă​хĕн​че те​пĕр премье​ра кун çу​ти ку​рĕ – М. Се​бас​тиа​нăн пье​си​пе ха​тĕр​ле​нĕ «Бе​зы​мян​ная звез​да» спек​такль.

Çеç­пĕл Миш​ши ячĕл​лĕ çам​рăк​сен теат​рĕ

ĕнер 82-​мĕш се​зон​не Г. Ай​хи юби​лей​не ха​лал​ла​нă И. Тре​рăн «Чĕ​рĕ сă​мах» спек​так​лĕ​пе уç­нă, вăл – ача​сем та​та çул çит​мен​ни​сем вал​ли. Би​лет сут​са ту​нă ук​çа-​тен​кĕ «Ай​хи» фонда ку​çĕ. Каç­хи​не ва​ра се​зон уçăл​ни​не ха​лал​ла​са ас​лă​рах​хи​се​не В. Иов​ле​вăн «Пи​рĕн ат​те ав​ла​нать!» ко​ме​ди премье​ри кă​тарт​нă.

Се​зон​ра театр ки​ле​кен​се​не çĕ​нĕ спек​такль​сем​пе те пал​лаш​та​рĕ. Вĕ​сен йы​шĕн​че – «Кот в са​по​гах» мю​зикл (​кĕв​ви Е. Ша​ши​нăн, либ​рет​ти Е. Му​равье​вăн), В. Шук​ши​нăн «Чун пир​ки ма​нас марч​чĕ», А. Хмы​тăн «Çе​рем çин​чи çи​çĕм» спек​таклĕ​сем, çул çит​мен ача​сем вал​ли – А. Вол​ко​вăн «Вол​шеб​ник изум​руд​но​го го​ро​да» ха​лап евĕр повеçĕ.

Чă​ваш пат​ша​лăх опе​рă​па ба​лет теат​рĕ

юби​лей​лă 55-​мĕш се​зо​на сен​тяб​рĕн 25-26-​мĕ​шĕ​сен​че çĕ​нет​нĕ «Нарс​пи» (Г. Хир​бю) опе​рă​па уçĕ. Вăл Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин Пуç­лă​хĕн грант​не ти​вĕç­нĕ. Ăна теат​рăн пĕр​ре​мĕш ре​жис​сер​не, Раç­çей Фе​де​ра​ци​йĕн та​та Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин ха​лăх ар​тист​не Бо​рис Ма​рко​ва ха​лал​ла​нă.

Се​зон​ра кă​сăк​лă пу​лăм​сем та​тах та пу​лĕç: опе​ра со​лист​кин В. Д​вой​но​ван пул​та​ру​лăх ка​çĕ, нояб​рĕн 25-30-​мĕ​шĕ​сен​че М. Ми​хай​лов ячĕл​лĕ Пĕ​тĕм тĕн​че​ри ха​лăх​сен хуш​шин​чи XXIV фес​ти​валь, «Кар​мен» (Ж. Би​зе) премье​ра, Пĕ​тĕм тĕн​че​ри ха​лăх​сен хуш​шин​чи XIX ба​лет фес​ти​ва​лĕ…

К. Ива​нов ячĕл​лĕ Чă​ваш пат​ша​лăх ака​де​ми дра​ма теат​рĕ

ок​тяб​рĕн 3-​мĕ​шĕн​че 97-​мĕш се​зо​на Ф. Пав​ло​вăн «Ял​та» дра​мă​па уçĕ. Ак​тер​сем ха​лĕ çĕ​нĕ спек​такль​сем​пе ĕç­леç­çĕ. Кă​çал ку​ра​кан​се​не кал​лех премье​рă​сем кĕ​теç­çĕ. Вĕ​сен​чен пĕ​ри – С. Най​де​но​вăн «Де​ти Ва​ню​ши​на» спек​так​лĕ. Кун​сăр пуç­не çĕ​нĕ​лĕх​сем та​тах та пу​лĕç. Ав​то​биог​ра​фи çин​че ни​кĕс​лен​нĕс​ке​ре ав​тор 1901 çул​та çыр​нă пул​нă. Тĕп вы​рăн​та – çемье шă​пи.

Се​зон​ри çĕ​нĕ​лĕх​сен​чен çак​се​не асăн​ма пу​лать: Ю. Се​мен​тер ку​çар​нă В. Ля​пи​нăн «Нас​ледст​во де​душ​ки из Чи​ка​го» комедийĕ, В. Ни​ко​лае​вăн «Во мне ду​ша Пи​хам​ба​ра» мюзиклĕ, А. Бо​га​че​ван «Бам​бу​ко​вый ост​ров» юмахĕ, М. Ка​ря​ги​нан «Ча​сы с ку​куш​кой» спек​так​лĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости