Ку куççуле пытармалла мар

АСТĂВĂМ

Пурăннă пулсан паян Леня Пучковăн 35 çулхи юбилейне паллă  тумаллаччĕ. Анчах та Шуркасси яшĕн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулса тухнă. Çывăх çыннисен чĕринче унăн вилĕмĕ ÿт илми суран хăварнă. Юлташĕсен астăвăмĕнче вăл паян чĕрех. Таканари шыв пекех чÿхенекен тĕлĕнмелле шăпа пÿрнĕ пирĕн ентешĕн амăшне Галина Александровнăна. Кунашкал историсем мистикăлла мелодрамăсемпе трагеди жанрĕллĕ кинофильмсем валли шăпах юрăхлă темелле. Анчах та çакăн пекки чăн пурнăçра та пулать иккен.

Вутран вута

Галина Александровна каласа парать те хăйĕн пурнăçĕ çинчен – ĕненме те йывăр. Шăпа йĕрĕн тĕввисем унăн пурнăçĕнче тупăнсах тăнă. Етĕрнекассинчи Шуркасси урамĕнче ÿснĕ вăл. Çак урампа пĕр ятлă ялтанах – Шупашкар районĕнченех – ăна качча илме килнĕ. Çĕнĕ çынна ку тăрăхра тÿрех юратнă, пултарулăхĕпе ĕçченлĕхĕшĕн, хисепленĕ­шĕн ăмсанакансем те пулнă ĕнтĕ. Çамрăк мăшăра туйсенче чи сумлă хăнасемпе пĕрле сĕтел хушшине лартнă. Мăшăрĕ Валерий параппанпа, Галина такмакласа-юрласа, ташласа ăна илем кÿнĕ. Туй юрри юрласа ертсе пынă! «Туй кĕписем ятарласа çĕлеттернĕ. Вĕсем мĕнле чаплă иртетчĕç ун чухне! Чанкасси, Ишлейкасси ялĕсене илсе каятчĕç туя. Сăн ÿкерчĕксем хура-сăрă тĕслĕччĕ, çапах пăхса ытарма çукчĕ», – аса илет Галина Александровна. Шуркасси ялĕнчех Леня çуралнă. 

Валерий Никифорович та, Галина Александровна та Ишлейри «Надомница» çĕвĕ цехне ĕçлеме çÿренĕ. Çирĕм çул вăй хунă çакăнта кил хуçи арăмĕ. Инкеке нимĕн те систермен пек. 1988 çулта хăй ĕçленĕ предприяти гаражĕнче Валерий Никифорович сĕрĕмпе чыхăнса вилет. «Турă çавăн пек çырнă пулĕ. Çирĕм сакăр çулта упăшкасăр тăрса юлтăм», – ассăн сывлать Леонидăн амăшĕ. Çулталăк та иртмест – кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленет. Çакăн хыççăн тăлăх арăм виçĕ ачипе «Надомница» общежитийĕнче пурăнма пуçлать.

Вĕренсе тухса дипломлă специалист пулса тăрсан Чăрăшкассинче библиотекарьте ĕçлеме пуçлать Галина Александровна.  «Астăватăп-ха, Леня уроксем хыççăн кашни кунах библиотекăна кĕретчĕ. Вулакансем мĕнле кĕнеке ыйтаççĕ – куç хупса тенĕ пек темиçе çеккунтрах тупса паратчĕ. Кашни çыравçă кĕнеки ăçта выртнине манран та лайăхрах пĕлетчĕ», – пурнăçĕнчи савăнăçлă кашни самант тĕпренчĕкĕсемпе çыхăннă амăшĕн. Кĕçĕннисем пурте ачаш тенĕрен те мар-тăр, Леня яланах ун çумĕнче пулма кăмăлланă. Кĕ­некесемпе кăсăкланнă. Мартăн 8-мĕшĕнче çуралнă çывăх çыннине яланах хăй аллипе тунă парнесемпе савăнтарнă. Çак кун Галина Александровнăн – икĕ хут уяв.

 

Алина Николаева, Л.В.  Пучков ячĕллĕ Чăрăш­касси шкулĕн чăваш чĕлхипе литература предмечĕсен вĕрен­текенĕ: «Леня Пучкова аса илсен манăн куç умне яланах ача чухнехи сăнарĕ тухса тăрать.  Сентябрĕн 1-мĕшĕнче  7-мĕш класс ачисем хушшинче вăтам пÿллĕ,  йăлтăр кулăллă ачана асăрхарăм.  Ыттисенчен вăл шăпах йăл куллипе уйрăлса тăратчĕ. Манăн класра хăш парта хушшинче ларни те куç умĕнчех – чÿрече енчен виççĕмĕш парта хушшинче. Тăрăшуллă, сăпайлă, çав хушăрах питĕ хаваслă ачаччĕ. Шкул чысне тĕрлĕ олимпиадăсенче, спорт ăмăртăвĕсенче чылай хÿтĕленĕ. Ăста спортсмен, çирĕп вăй-халлăскер «Зарница», «Орленок» вăййисенче те пултарулăхĕпе палăрнă. Шкул паян унăн ячĕпе хисепленсе тăни пирĕн ума пысăк яваплăх кăларса тăратать. Вĕрентекенсем те, шкул ачисем те паттăрăн ятне асра тытса, унăн ячĕпе çĕнĕ çĕнтерÿсем, çитĕнÿсем  тума тăрăшатпăр».

 

Леонидпа пĕр класра вĕрен­нĕ Алина Сергеева: «Леня лайăх вĕре­нетчĕ. Питĕ кă­мăллă, шан­чăклă çынччĕ. Пу­лăшу ыйтсан нихăçан та хирĕçлемен. Ăна класра пурте хисеплетчĕç. Шÿте кăмăллатчĕ, пĕр­маях тĕрлĕ мыскара каласа парса пире култа­ратчĕ. Юлашки шăнкăрав уявĕнче çав тери хаваслă пулнине астăватăп. Унран истори вĕрентекенĕ пулать пуль тесе шухăш­латтăмччĕ. Класра истори предметне ун чухлĕ пĕлекен пулман ман шутпа. Эдуард Владимирович Николаев, Георгий Николаевич Николаев вĕрентнĕ предметсене юрататчĕ. Обществознани предметне те аван пĕлетчĕ. Спортпа туслăччĕ. Питĕ шел, вăл пирĕн хушăра çук… »

 

Надежда Серебрякова-Окунева: «Эпĕ шкулта яланах активистка пул­нă, тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. 7-мĕш класа çĕнĕ вĕрене­кен килсен мал­тан тимлĕ сăнарăм.  Мĕнлерех ача-ши? Мана малтан вăл чĕмсĕр пек те туйăннăччĕ. Йăнăшнă иккен. Леня Пучков çав тери ырă кăмăллă, шÿтлеме юратакан вĕренекен пулни палăрчĕ. Пирĕн класс ачисем пурте çав ене ас туса юлнă пулĕ тетĕп. Хăйĕн уçă та хавас кăмăлĕпе пурин чунне те çĕклеме пултаратчĕ, пурте ун патне туртăнатчĕç.  Хăюллă пулнă çав вăл, унсăрăн вута кĕмĕччĕ. Юлашки хут эпир Лĕньăпа тĕл пулу каçĕнче 2012 çулта курнăçрăмăр.  Урăх нихăçан та тĕл пулас çуккине ĕненес те килмест. Пĕрле пухăнса çуралнă кунсене уявлас çук нихăçан та, питĕ шел…»

 

Çара – хăйĕн ирĕкĕпе

2003 çулта Леньăна çара кайма повестка панă. Çар тивĕçне чыслăн пурнăç­ланă вăл, çавăнпа та ăна хăйĕн ирĕкĕпе шалти ĕç­сен тытăмĕнчех тăсасси çин­чен пĕлтерсен Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче хирĕçлемен – патрульпе пост службин милиционерне илнĕ. 2012 çулхи февраль уйăхĕнче Леонид çемье çавăрнă. Чиперкке Валерия çут тĕнчене килнĕ. 2013 çулхи июньте Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕпе Л.В. Пучкова Чечен Республикинчи Сунжен районĕнчи Шалти ĕçсен пайĕн оперативлă ушкăнне 180 талăклăха командировкăна янă.    

 Леонидăн пурнăçне инкек ашшĕ вилнĕренпе шăп чĕрĕк ĕмĕр иртсен татнă. Синкер Кавказ тăвĕсем хушшине служба тивĕçне пурнăçланă чухне сыхланă. 2013 çулхи сентябрь уйăхĕнчи пĕр çĕрле Чечняри Сунжен районĕнчи Шалти ĕçсен пайне взрывчаткăпа тултарнă 15-мĕш модельлĕ «Жигули» вирхĕнсе кĕме хатĕрленнĕ. Çак вăхăтра хуралта тăнă полицин аслă сержанчĕ Юни Сулейманов иккĕленÿллĕ транспорт хатĕрĕн çулне тапăнасран хÿтĕлекен хатĕрпе пÿлнĕ. Çакăн хыççăн вилĕмçĕ-террорист автомобиле хăйĕнпе пĕрле сирпĕтнĕ. Взрыва пула полицин виçĕ сотрудникĕн пурнăçĕ татăлнă. Вĕсенчен пĕри – 28 çулти Леонид Пучков, пирĕн ентеш, пулнă. Служба тивĕçне Комсомольски районĕнчен пурнăçлама килнĕ Александр Егоров 23 çул кăна тултарнă пулнă.      

 

Икĕ хĕрарăм – пĕр шăпа

Леньăпа Александрăн амăшĕ­сене хуйхă çывăх­латнă. Халĕ вĕсен­чен тус­лă­рах çемье те çук тейĕн çĕр çинче. «Йăмăкăм» – тет Галина Александровна Нина Егоровăна хисеплесе. Каçал ен хĕрарăмĕ те çам­рăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнă, ывăлне пытарнă… Пĕр пек шăпаллă çынсем тĕл пулмаççĕ тесе кам калĕ вара çакăн хыççăн? Хĕрарăмсем патшалăх шалти ĕçсен министерстви урлă тивĕçтерекен санатори канăвĕ çинчен, пĕр-пĕрин сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлеççĕ:

– Салам! Крымра эпĕ. Кунта сывлăш температури 27 градус. Пĕтĕмпех çеçкере, тĕлĕнмелле хитре çанталăк! – çапла шăнкăравласа пĕлтернĕ Галина Александровна виçĕм çулхи апрельте хĕр-тусне. Пĕлтĕр Мускав çывăхĕнчи санаторире каннă. 

  «Йывăр пулсассăн ма­нăн хуйăха аса ил те чуну лăпланĕ», – теççĕ мар-и-ха çакăн пек чухне? Чунĕ хÿхленĕ, суранĕ сÿлетсе ыратнă, апла пулин те Галина Пучкова общежитири нушаллă тăххăрмĕш çул хыççăн икĕ хутлă çурт хă­партса лартма хал çитернĕ. Паллах, пĕрре те çăмăл пулман. Аслă ывăлĕ Евгений, хĕрлĕ дипломлă энергетик, шалти строительство ĕçĕсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пĕтĕмпех хăй пурнăçланă. Хĕрĕ Елена та Чăрăшкасси шкулĕнче, хисеплĕ вырăнта ĕçлет.

Раççей Федерацийĕн полици генералĕ, шалти ĕçсен министрĕ Владимир  Колокольцев янă телеграмма, тав çырăвĕсем, çар характеристики… Акă Леонид Пучкова халалласа çырнă статьясем. Вĕсене пурне те Галина Пучкова пĕр альбома пухса тирпейлĕ упрать. «Тăван Ен» хаçатра мĕнле статья тухать – пурне те каса-каса пыратăп. Мăнук кăшт ÿссен ашшĕ ăçта çуралнине килсе курас тейĕ те – çак альбома уçса кăтартăп», – тет. Валерия кăçал вăл Шупашкарти кадет корпусĕн 1-мĕш класĕн вĕренекенĕ пулса тăнă.

Леонид Пучков çуралнă урама ентеш ятне пама сĕнекенсем пулнă, анчах та ял çыннисем хальлĕхе пĕр шухăш патне килсе тухайман-ха. Амăшĕн шухăшĕпе, 200 ытла полици сотрудникĕн пурнăçне сыхласа ĕмĕрне татнă ывăлĕ хăйĕн астăвăмне упранине тивĕçлех. Çурçĕр Кавказ территорийĕнче служба тивĕçне пурнăçланă чухне хăюлăх тата хастарлăх кăтартнăшăн Хăюлăх Орденĕпе наградăланă Леонид Пучков ячĕпе Чăрăшкассинчи шкулта кашни кĕркунне спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Сумлă ку наградăна парасси çинчен хушăва вăл вилнĕ хыççăн алă пуснă. Леонид çиччĕмĕш класран пуçласа вĕреннĕ Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул 2015 çултанпа унăн ячĕпе хисепленет. Шалти ĕçсен минис-терствин Чăваш Енри управленийĕнче те Галина Александровнăн сывлăхĕпе  яланах кăсăкланаççĕ, Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнчен те шăнкăравласах тăнине палăртрĕ  хĕрарăм. Пăшăрхантаракан ыйтусем, мĕнпе пулăшма май пурри çинчен ыйтаççĕ.

 

Намăс мар

Раççей Федерацийĕн полици генералĕ, шалти ĕçсен министрĕ Владимир  Колокольцев йыхравланипе 2018 çулта Галина Пучкова Мускавра пулнă. Министр «чăтмаллах» тенине хирĕç амăшĕ куççулĕсене чарайман. Чунĕ кÿтсе килнипе тата хурланнипе вăл йĕнĕ те йĕнĕ. Ку куççульсене пытарма кирлĕ те пулман: çĕршыври лăпкăлăхшăн тата тăнăçлăхшăн амăшĕсем мĕнле хакпа – ывăлĕсен пурнăçĕн хакĕпе – тÿленине тĕл пулура пулнă кашни çын ăнланнă. «Программа питĕ анлăччĕ. «Лужники» аренинче пире пысăк концерт кăтартрĕç, Мус-кав юханшывĕпе теплоходпа ярăнтăмăр, Кремль керменĕнче татах паллă артистсем савăнтарчĕç. Хаклă парне – йĕпе кристаллă телевизор парнелерĕç», – аса илĕвĕсене пирĕнпе пайларĕ Галина Александровна. Вăл унта Чечняри хирĕçтăрусенчен пĕринче пурнăçне татнă сержантăн мăшăрĕпе паллашнă. Ывăлĕ вилнĕ Серноводск ăçта вырнаçни çинчен ыйтса пĕлнĕ вăл. Вĕсенчен 150 километрта имĕш. Хĕрарăм çавăн пекех 2013 çулта ку тăрăхра лару-тăру пĕрре те лăпкă пулманни çинчен каланă. Тăван çĕршывра паттăр салтакăн амăшне Леонид Пучков службăра тăнă Шупашкар районĕн шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем кĕтсе илнĕ.

 

ППС взвочĕн милицио­нерĕ, Çурçĕр Кавказ территори­йĕнче Леонид Пучковпа пĕр­ле команди­ровкăра пул­нă Николай Сте­панов аслă сержант: «Суньжене июнь уйăхĕнче çитрĕмĕр. Шăпах Леньăн çуралнă кунĕччĕ. Леня – сентябрьти  çав ылхан­лă каç шалти ĕçсен Сунжен районĕнчи уйрăмĕн çуртне хураллама поста тăнă салтаксен йышне лекрĕ.  Чăваш Енрен кайнă оперативлă ушкăнра Шупашкар районĕнчен эпир виççĕн пулнă: Леня, Юра Каленов тата эпĕ. Вĕсем хапха умĕнче тăнă: уçнă, хупнă. Çур çĕр çитни пĕр сехет те хĕрĕх минутра пирĕн­нисене кĕртнĕ вĕсем. Пай автомо­билĕсем хыççăн «Жигули» «çыпăç­нă», юласшăн пулман. Хапха хупăннă, транспорт хатĕрĕн çулне вара штырь пÿлнĕ. Ун çине тăрăн­санах взрыв кĕрленĕ. Унăн хумĕпе Çурçĕр Кавказăн виçĕ çынни тата пирĕн икĕ ентеш пурнăçĕ татăлнă.

Çак самантра эпĕ патруле тухнă. КППна каялла таврăнма 500 метр юлнăччĕ – взрыв кĕрленĕ сасă, вĕри хум сывлăша чĕтретрĕ. 50 метр çÿллĕшĕнче вутлă тĕтĕм явăнчĕ.

Пĕтĕм çурт сирпĕнчĕ пулĕ терĕ­мĕр. Газ пăрăхĕ сирпĕнчĕ, унтан – машинăсем. Çывăха пыма хăрушăччĕ. Командировкăна пĕрле кайнă Юрий Каленов ун чухне шалти ĕçсен пайĕн çуртĕнче пулнă. Взрыв варинккинчен Леонида вăл туртса кăларнă. Ун чухне пирĕн ентеш сывламан ĕнтĕ. Александр Егоровăн чĕри вара госпитальте тапма чарăннă».

Пĕр пайра, пĕр взводра, пĕр патрульте  пост службинче çар тивĕçне пурнăçланă Николайпа Леонид. Çарти юлташне ĕçтешĕсем ырăпа кăна аса илеççĕ. Вăл яланах лăпкă пулни, пурнăçа питĕ хытă юратни, çынпа калаçма кăмăллани тата нихăçан та никампа та вăрçăнманни çинчен калаççĕ.

Чăваш оперушкăнĕн тепĕр йышĕ Çурçĕр Кавказри черетлĕ коман­дировкăна тухса кайиччен вăхăт шăп эрне юлчĕ. Шалти ĕçсен органĕсен республикăри уйрăмĕсенчен пурĕ 50 сотрудник 2020 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче çула тухĕ. Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ Черленый хулине ППС уйрăм взвочĕн полици водительне ăстатать. Пост  хуралĕ, автомашинăсен тĕрĕслевĕ… Вĕсен кăмăлĕсем кулленхи çак ĕçре хытса çирĕпленнĕ. Усал шутлă сăтăрçăсене тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме парĕç-и вара вĕсем? Амăшĕсемпе мăшăрĕсем вара кашнинчех Çурçĕр Кавказа пĕрремĕш хут ăсатнă пекех, чÿречерен куçа илмесĕр кĕлĕ вулаççĕ.

 

Виктория ВЫШИНСКАЯ

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости