Кăшавăш хапăл хăнасене

Кăшавăш тăрăхĕнче те ял кунне иртересси йăлана кĕрсе пырать. Çак мероприятие йĕркелеме культура тата ял тăрăх администрацийĕн ĕçченĕсем кăна мар, ял старостисем те хастар хутшăнаççĕ.

Шутлă кун çитсе те тăчĕ: ир-ирех шкул стадионĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакан çамрăксемпе тулчĕ. Кăнтăрлаччен волейбол, футбол тата ытти вăйă иртрĕ. Кăнтăр хĕвелĕпе пĕрле вара пысăк лапам чăваш тумĕллĕ капăр яшсемпе хĕрсемпе, пиччесемпе инкесемпе илемленчĕ. Ачасене валли пылак «мамăк» сутакансем, батут, карусель, лавкка, шашлык стадиона чăн-чăн уяв сĕмĕ кĕртрĕç.

Кăçал Литература тата Константин Иванов çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса йĕркеленĕ çак пысăк уяв «Аки-сухи» юрăпа тата вăйă картипе пуçланчĕ. Нарспипе Сетнер те вăййа тухса çамрăксемпе карталанса утрĕç, поэма сыпăкне сăнласа пĕр-пĕринчен ĕмĕрлĕхе уйрăлнине кăтартса пачĕç. Уява ял тăрăх пуçлăхĕ С. Мульдияров уçрĕ. Унпа пĕрлех ял халăхне «Приволжское» ОАО директорĕ А. Макушев, ыттисем саламларĕç.

Куракансене тĕлĕнтерсе те савăнтарса, поэмăри тапхăра тавăрса Тăхтаман туйĕ кĕрлеттерсе çитрĕ уçланкăна. Михетерпе карчăкки (Л. Чистяковпа Л. Иванова), Нарспипе Тăхтаман (А. Кирилловăпа С. Порфирьев), мăн кĕрÿ (Г. Якимов), туй арăмĕсемпе хĕр çумĕсем (фольклорпа ташă ушкăнне çÿрекенсем) тĕлĕнмелле ăста сăнларĕç хăйсен сăнарĕсене.

Хăнасем пушă алăпа килмен: кашниех тăван тăрăхĕ пирки фотокурав, концерт номерĕ хатĕрленĕ. Чи курăмли: кашни ял хăйсен Нарспипе Сетнерне илсе килнĕ. Уявăн савăк кăмăлне ăнсăртран килсе кĕнĕ шалкăм çумăр та пăсаймарĕ – концерта малалла пăхма культура çуртне васкарĕç. Ял тăрăх администрацийĕ тарават йышăнчĕ хăйĕн çĕрĕ çинче пурăнакана: пурне те вĕри шÿрпепе тата пулă яшкипе сăйларĕ. Чи пысăк парнене – 100 пин тенкĕ тăракан ача-пăча площадкине кăçал Мишер ялĕнче пурăнакансем çĕнсе илчĕç. 60 пин тенкĕлĕх спорт площадки кăрмăшсене тивĕçрĕ. Кашни коллективах тортпа, Нарсписемпе Сетнерсене пĕчĕк парнесемпе хисеп турĕç уява йĕркелекенсем. Культура çурчĕ çумĕнчи «Шурăмпуç» фольклор тата «Алтăр çăлтăр» эстрада ушкăнĕ савăк юрăсемпе куракансен кăмăлне чылайччен çĕклерĕç.

РЕГИНА ЧЕРНОВА, КĂРМĂШ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости