Кăшкăру паллиллĕ чун ыратăвĕ

«Тăван Ен» хаçатăн социаллă сетьри официаллă страницинче Шоркка çынни хăйсен ялĕ патне пыракан çул-йĕр арканса юрăхсăра тухни çинчен пĕлтернĕччĕ. «Çул тăрăх çÿреме май çук, асфальт сарма тахçантанпах шантараççĕ, анчах çакă сăмах кăна. Вырăн-вырăн чи пысăк шăтăксене сапланă, анчах ĕçе те вĕçне-хĕрне çитермен, çурри таран кăна пурнăçланă. Çакăн пек пулмалла-и вара!!! Çав шăтăксем тата пысăкланса кайрĕç, çавна пула маршруткăсем те час-часах çĕмĕрĕлеççĕ. Йĕркеллĕ çул пулать-и хăçан та пулин!!!» – чунĕ кÿтсе çитнĕ пулинех çыраканăн, предложени вĕçĕнче ыйту палли мар, харăсах темиçе кăшкăру палли лартнă автор.

Сарапакасси ял тăрăхĕнчи çулсене тишкерсен сăмах Лапсар-Мокшин çул пирки пырать текен шухăш патне пырса тухрăмăр. Асăннă çул пирки темиçе çул каяллах отчетлă пухусенче, пĕрлехи информаци кунĕсенче сăмах хускататчĕç. Йывăр тиевлĕ машинăсем çÿрени те, асфальт сарнăранпа нумай çул иртни те витĕм кÿнĕ тĕр – хытă сийлĕ çул çулран-çул аркансах пынă. Сарапакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен, ашшĕ-амăшĕ патне хăнана килсе çÿрекенсен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланĕ – паянхи кун «ЭЛИТСТРОЙ» ООО асăннă çул çинче юсав ĕçĕсем ирттерет. Унта иртнĕ эрнере райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев та пулса курнăччĕ.

Предприяти директорĕн çумĕ В.В. Разумов пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсенче сивĕ регенераци меслечĕпе усă кураççĕ. Вăл çакăн пек пурнăçланать: кивĕ çула ятарлă техника çĕмĕрсе асфальта вĕтетсе пырать, вĕтетнĕ асфальт юлашки çине вак чул, битум хушса пăтратаççĕ. Çул никĕсленĕ хыççăн 5 см хулăнăш асфальт хума, унсăр пуçне çул хĕррисене метр сарлакăш çирĕплетме палăртаççĕ. Çулсене юсакан предприяти ĕçченĕсем çакăн пирки ăнлантарчĕç. «Регенераци ĕçĕсене пурнăçланă чухне йывăрлăхсене парăнтарма тивет. Маларах çул сарнă чухне шлаклă вак чулпа усă курнă, унта шăратнă тимĕр те час-часах тĕл пулать, çавна пула техника арканать те», – ăнлантарать В.В. Разумов.

11 км тăршшĕ «Лапсар-МокшиН» ÇУЛА 3 ТАПХĂРПА ЮСАМА ПАЛĂРТАÇÇĔ – 2017-2019 ÇУЛСЕНЧИ МАЙ-ИЮНЬ УЙĂХĔСЕНЧЕ. КАШНИ ТАПХĂРА ВАЛЛИ РЕСПУБЛИКА ТАТА РАЙОН БЮДЖЕЧĔСЕНЧЕН 23,7 МЛН ТЕНКĔ УЙĂРМА ПАЛĂРТСА ХУНĂ.

Деомид Васильев

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости