Кĕ​ре​ке​ре – ас​лă ăру çын​ни​сем

Виçĕм кун Вăр​ман-Çĕк​тер ял тă​рă​хĕн​чи Хыр​кас​си са​лин​че Ваттисен кунне ха​лал​ла​нă уяв ирт​рĕ.
Ка​фе​ри уяв сĕ​те​лĕ хуш​ши​не 90 çын та​ра​нах пу​хăн​нă. Фо​йе​ре ал ĕç ăс​ти​сем хăй​сен ĕçĕ​сен пĕ​чĕк ку​рав​не йĕр​ке​ле​нĕ. Уй​рă​мах С. Са​пож​ни​ко​вăн, И. Са​ви​но​вăн, М. Алек​санд​ро​вăн ĕçĕ​сем кă​мă​ла кай​рĕç. Ве​те​ран​се​не ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ Г. Его​ров, Вăр​ман-Çĕк​тер ял тă​рăх пуç­лă​хĕ Н. Хо​ра​сев, Хыр​кас​си чир​кĕ​вĕн нас​тоя​те​лĕ Ни​ко​лай ат​те, ра​йон​ти ха​лă​хăн со​циал​лă ый​тă​вĕ​се​не ти​вĕç­те​ре​кен центр пуç­лă​хĕ Л. Ананье​ва, Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи де​пу​тат​сен Пухăвĕн де​пу​та​чĕ Н. Ма​тюш​кин та​та ыт​ти​сем ăшă сă​мах​сем ка​ла​рĕç. Геор​гий Ива​но​вич кĕс​кен Шу​паш​кар ра​йо​нĕн со​циал​лă пурнăçĕпе тата эко​но​ми​ка аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе пал​лаш​тар​чĕ.

«Кă​çал Мош​кас​си ялĕн​че клуб ху​та янă, Са​ра​пакс​си​пе Тă​рăн​та та пу​лĕç вĕ​сем. Çул​та​лăк​ра – 3 çĕ​нĕ клуб. Атăлъял​сем ырă тĕс​лĕх кă​тар​таç­çĕ», – те​рĕ вăл. Ун​тан ял çын​ни​сен ял​се​не шыв кĕр​тес​си​пе, урам​се​не çул са​рас​си​пе çы​хăн​нă ый​тă​вĕ​се​не ху​рав​ла​рĕ. Ни​ко​лай Ев​генье​вич «А​нат-Ки​няры» çĕ​нĕ кĕ​не​ке ав​тор​не Г. Алек​санд​ро​вă​на пар​ха​тар​лă ĕç­шĕн тав ху​чĕ​пе чыс​ла​рĕ. Çа​вăн пе​кех тав ху​чĕ​се​не Л. Фа​деев, В. Ан​ти​по​ва, Р. Ни​ки​ти​на ти​вĕç­рĕç. Н. Ма​тюш​кин пи​ре вы​рăс чĕл​хи​пе ли​те​ра​ту​ри​не вĕ​рент​нĕ З. Мо​ро​си​нă​на пар​не​пе чыс​ла​рĕ.

Сăмах май

1990 çул​хи де​каб​рĕн 14-​мĕ​шĕн​че ООН Ге​не​раль​нăй Ас​самб​лейи йы​шăн​нă пос​та​нов​ле​ни​пе ки​лĕ​шÿл​лĕн ок​тяб​рĕн 1-​мĕ​шĕн​че Пĕ​тĕм тĕн​че​ри Ват​ти​сен кун​не пал​лă тă​ваç­çĕ. Раç­çей​ре ăна Ас​лă Ка​наш Пре​зи​диу​мĕн ятар​лă пос​та​нов​ле​ни​йĕ​пе НПО йы​шă​нăв​не тĕ​пе хур​са 1992 çул​тан​па уяв​лаç­çĕ.

НИ​КО​ЛАЙ СМИР​НОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости