Кÿкеçри интернат-шкулăн воспитанникĕсем «Кэс-баскет» вăййинче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă

Кÿкеçри сывлăх енчен хавшакрах интернат-шкулта апрелĕн 7-мĕшĕ спортпа туслисемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Çак кун вĕрентÿ учрежденийĕн спортзалĕнче 2021-2022 вĕренÿ çулĕн 3-мĕш фестивалĕн спорт зачечĕ иртрĕ. Республика шайĕнче иртекен ăмăртăва хавшак сывлăхлă ачасемпе ача çурчĕн воспитанникĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем шашкăлла выляса тата «Кэс-баскет» вăййинче тупăшрĕç.

Шкул командисем хушшинче хĕрÿ ăмăрту иртрĕ. Кÿкеçри интернат-шкулăн команди «Кэс-баскет» вӑййинче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, шашкăпа выляса 3-мĕш вырăна тухнă.

Шкул спортсменĕсем палăртнă тăрăх, чемпион ятне илме çăмăлах мар пулнă, анчах  ăмăртăва куллен хатĕрленни  пулăшнă. Кашни кунах ачасем физкультура учителĕпе Роберт Галкинпа спортзалта тренировка ирттереççĕ. Çĕнтерÿçĕсене малашне те пысăк çитĕнÿсем сунатпăр!

Роберт Галкин,

Кÿкеçри сывлăх енчен хавшакрах шкул-интернатăн физкультура учителĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости