Лаборатори ĕçлеме пуçланă

Республика ертÿçи Олег Николаев республикăри пĕрремĕш молекула-генетика лабораторийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Учреждени нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнчен суд-генетика тĕпчевĕсене йĕркелеме пуçланă.
Лаборатори уçма тата оборудовани туянма республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе пĕлтĕр 36 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. «Лабораторие питĕ кĕске вăхăтра уçма май килчĕ. Кун йышшисем Атăлçи округĕн пур регионĕнче те çук. Маларах тĕпчевсем ирттерме кÿршĕ регионсене кайма тивнĕ. Халĕ хамăр патрах чылай ыйтăва татса пама пултарăпăр», – тенĕ Олег Николаев.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости