Республика сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилес енĕпе юлашки çулсенче пысăк ĕç пурнăçланă. Çак ĕçе кăçал çĕнĕ «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн малалла тăсĕç.
2025 çул планĕнче – сывлăх сыхлавĕн 10 объекчĕ тата 9 модуль конструкци, 51 объекта тĕпрен юсасси, медицина оборудованийĕн 120 единицине туянасси. Çавăн пекех çынсене чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен, сахăр диабетĕнчен, С гепатитран сиплессине лайăхлатассипе çыхăннă пысăк ĕçсене пурнăçлĕç.
Регионăн «Сывлăх – кашни çын валли» программипе килĕшÿллĕн Канашри территорисен пĕрлехи медицина центрĕн тата Патăрьел районĕн тĕп больницин никĕсĕ çинче çитĕннисем валли икĕ Сывлăх центрĕ туллин ĕçлесе кайĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, чирсенчен сыхланмалли профилактика ĕçĕн регион тата корпораци программисене хатĕрлесе ĕçе кĕртнĕ.