Медтĕрĕслев хыççăн – рейса

Шупашкар район прокуратури «Чебо» компани ООО ĕç законодательствине пурнăç­лани тĕлĕшĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Обществăри Ford Transit автомобиль водителĕ рейс умĕнхи медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухманнине (2017 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчи çул хучĕ) тупса палăртнă. РФ Ĕç кодексĕн 76-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ĕçе илекенĕн медицина тĕрĕслевне тухман кадрпа ĕç килĕшĕвне татмаллла.

РФ Ĕç кодексĕн 213-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ĕç­лекенсен хăш-пĕр категорийĕ валли ĕç кунĕ (смена) пуç­ламăшĕнче, çавăн пекех кун тăршшĕнче тата вĕçĕнче медицина тĕрĕслевне ятарласа тухмалли йĕркене палăртма пултараç­çĕ. Кодексăн 212-мĕш статйипе хăрушлăхсăр условийĕсене йĕркелессипе тата ĕç сыхлавĕпе тивĕç­терессипе çыхăннă тивĕç­сене ĕçе илекенĕн пурнăç­ламалла. Район прокуратурин тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх общество директорĕ тĕлĕшĕпе РФ КоАПĕн 5.27 статйипе (3-мĕш пай) ĕç пуçарнă, представлени тăратнă. Постановление пăхса тухнă хыç­çăн юлашкине 15000 тенкĕлĕх штрафланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости