Музей ăс парĕ, çĕнтерÿ хакне ăнлантарĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа районта нумай мероприяти иртрĕ. Районти темиçе шкулта кăçал экспонатсемпе тата вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа кăтартса паракан информаципе, сăн ÿкерчĕксемпе пуян музейсем уçăлчĕç. Вĕсем ÿссе пыракан ăрăва хаяр вăрçă çулĕсене, çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă салтаксене, тылра ырми-канми вăй хуракансене яланах асра тытма пулăшĕç.

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Кăшавăш шкулĕнче те çĕнетнĕ хыççăн Паттăрлăх музейĕ хута кайрĕ. Уява райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Мульдияров, «Приволжское» ОАО ертÿçи Андрей Макушев, шкултан вĕренсе тухнă сумлă çынсем, ветерансем, шкул ачисем хутшăнчĕç.

Чи малтанах вырăнти шкул директорĕ Геннадий Васильев сăмах илчĕ. Вăл музей йĕркеленĕвĕ çинчен каласа пачĕ. Малтанах музей 2000 çулта кун çути курнă. Çак ĕçе пуçарса яраканĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, нумай çул хуçалăхра агрономра тимленĕ Василий Федорович Тихонов. Музей малтанах «Приволжское» хуçалăх çуртĕнче вырнаçнă пулнă, каярах ăна культура çурчĕ çумне куçарнă. Унтан – шкула. Паттăрлăх музейĕнчи экспонатсене, сăн ÿкерчĕксене, вăрçа хутшăннă ветерансемпе çыхăннă информацие пухас ĕçе нумай çын хутшăннă. Кунта хуçалăх ĕçченĕсен, шкулта вăй хуракансен, вĕренекенсен тÿпи пысăк. «Вăрçă илсе килнĕ çухатусем нихăçан та манăçмĕç. Кăшавăш ял тăрăхĕнчен вăрçă хирне тухса кайнă салтаксем пур фронтра та çапăçнă, Берлина илнĕ çĕре те хутшăннă. Вĕсене яланах асра тытмалла», – пĕтĕмлетрĕ сăмахне Геннадий Леонидович.

Георгий Иванович та хăй вăхăтĕнче çак музея аталантарас тесе сахал мар çине тăнă. «Вăрçă темĕнле хăрушă пулсан та пирĕн халăх парăнман, паян лайăх пурнăç пултăр тесе нумай вăй хунă», – пĕлтерчĕ пуçлăх хăйĕн шухăшне. Çĕнетнĕ музей уçнă çĕре хутшăннă ветерансем те сăмах илчĕç, йывăр вăрçă çулĕсене аса илсе ÿссе пыракан ăрăва вĕренÿре, спортра çитĕнÿсем сунчĕç.

Шкул ачисем вăрçă темисемпе çырнă сăвăсене вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Унтан пухăннисен тин кăна çĕнĕ çуртра алăкне уçнă музейпа паллашма май пулчĕ.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости