Мунча «хутнă»

анчах çăвăнма мар

Çулăмпа шÿтлеме юраманнине пурте пĕлеççĕ. Анчах çак асăрхаттарусене хăшĕ-пĕри хăлхана та чикесшĕн мар. Чылай чухне пушар вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе тухать. Çын пурлăхĕ вут тĕртекенсен усал ĕçне пула çунса кĕлленнине ĕненме те йывăр. Сăтăрçă çав ялтах пурăнсан пушшех те.

Иртнĕ шăматкунхи çĕр Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнчи яранкассисемшĕн пĕртте лăпкă пулмарĕ. Çур çĕр çитеспе Кÿкеçри 41-мĕш пушар чаçне çак ялта вут-çулăм алхасма пуçлани пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. «Хĕрлĕ автан» ташланă вырăна Ишлейри пушар хуралĕн техники чи малтан çитнĕ. Ку вăхăт тĕлне çулăм йăлхахĕсем йывăç мунчана тĕппипех ярса илме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Пушарнăйсем вут-çулăма сÿнтернĕ кăна – инçех те мар тата тепĕр мунча ялкăшма пуçланă. Çулăмпа ял çыннисем те кĕрешме пулăшнă, витресемпе, шлангсемпе шыв сапнă… Виççĕмĕш пушар машинине те чĕнсе илме тивнĕ.

Çак кун мунча хутманнине кура çынсем пушар такам тивертсе янипе тухнине ăнкарнă. Сăтăрçа çийĕнчех шыраса тупнă. Виççĕмĕш мунчана та тивертме ĕлкĕрнĕ вăл. Хăй вăхăтĕнче çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн судпа айăпланнă 30 çулти арçын çапла хăтланнă-мĕн – пĕлтереççĕ. районти надзор ĕçĕ-хĕлĕпе профилактика уйрăмĕнчен. Вут-шанкă хумалли вырăна та çунтарса кĕллентересшĕн пулнă хайхи. Анчах çĕтĕксене пĕрене хушăкне тăнкканă арçынна вăхăтра асăрханă çынсем усал шухăша вĕçне çитерме паман. Хăравçă куян пек карта хыçне пытанса ларнă вут тĕртекене тарăхнă çынсен çилли тем тăвассинчен йĕрке хуралçисем çитни кăна çăлнă.

РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактикăпа надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Денис Портнов пĕлтернĕ тăрăх, пушарсем вут тĕртнипе тухнине тĕрĕслев пушар лабораторийĕ те çирĕплетнĕ.

Çын пурлăхне ятарласа тивертнĕшĕн РФ УКĕн 167 статйипе (2-мĕш пункт) килĕшÿллĕн 5 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ, кунсăр пуçне унăн сиене те саплаштармалла.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости