Мĕн туни – куç умĕнче, пурнăçламалли – планра

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» парти членĕ Алена Аршинова юлашки тăватă çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе ку эрнере Шупашкарти Наци библиотекинче пресс-конференци йĕркелерĕ.

Масăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсенчен ыйтусем йышăнма пуçличчен Алена Игоревна кĕскен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ пирки номертен номере çырнă пулин те кĕскен тепĕр хутчен асăнса хăварни ытлашши пулмĕ. Çак çулсенче Алена Игоревна хутшăннипе 59 законпроект йышăннă, вĕсенчен 14-шĕ вĕрентÿ сферипе çыхăннă. Вăл Патшалăх Думинче вĕрентÿ комитечĕн председателĕн çумĕ пулнă май асăннă сферăра чылай ыйтăва татса пама пултарнă. Сăмахран, ача сачĕсем тăвас тата реконструкцилессипе çыхăннă программа ĕçе кĕнĕ, «Ача сачĕсем – ачасене» проекта шăпах вăл ертсе пынă-çке. Ку программăпа Чăваш Республики 1,6 млрд тенкĕ ытла укçа-тенке тивĕçнĕ, çавна май 13 пине яхăн ачана садиксене вырнаçтарнă. «Программа ăнăçлисенчен пĕри пулчĕ», – унăн ырă çимĕçĕсем куç умĕнче пулнине палăртса хăварчĕ депутат.

Вĕрентÿ темине малалла тăсса шкулсенчи спорт залĕсене юсанине асăнчĕ. Юлашки икĕ çулта республикăра 72 спорт зала юсанă, çулталăк вĕçлениччен тата 24-не çĕнетмелле. Алена Игоревна каланă тăрăх, хуларисемпе танах ялти ачасем те хăтлă шкулсенче вĕренмелле. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, республикăра çĕнĕ шкулсем тумалли программа ĕçлеме пуçларĕ. Депутат палăртнă тăрăх, ăна пурнăçа кĕртсе Чăваш Енри шкулсенче 2-мĕш сменăра вĕренессине пĕтерме тăрăшмалла. Кунсăр пуçне тата вĕренекенсем хушма пĕлÿ илессине 75% таран çитермелле. Каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ: Комсомольски районĕнче, Шупашкарти Гладков урамĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсем çитес вăхăтра хута кайĕç.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче транспорт тата ял хуçалăх машиностроенийĕн инжиниринг центрĕ пуласса пĕлтерчĕ, вăл ĕçлеме пуçласассăн чикĕ леш енче туса кăларнă хатĕр-хĕтĕрпе сахалрах усă курма май пулĕ. Проекта хута яма аслă шкула икĕ çул федераци бюджетĕнчен 100 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Алена Аршинова вĕрентÿпе çыхăннă чылай ыйтăва татса пама хутшăнать пулин те унăн тÿпи ку енĕпе кăна мар. Йăваш алкогольлĕ тата энерги паракан напитоксене çул çитмен çамрăксене сутассине чарса лартассипе пуçарусем пулнă, хальлĕхе ку ыйтăва вуçĕпех татса паман-ха, ăна вĕçне-хĕрне çитерессипе ĕçлемеллине палăртрĕ вăл.

Тăватă çулта туса ирттернин ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех те курăмлă, анчах та татса памаллисем те сахал мар – йышăнчĕ депутат. Журналистсем унпа тĕрлĕ темăна хускатрĕç, сăмахран, тĕнчери терроризмпа экстремизран хÿтĕленмелли, шкултан тухакансене тĕллевлĕн вĕренме ямалли, ача сачĕсенчи хăрушсăрлăх тата ытти пирки те. Чăваш Ен халăхĕшĕн малашне те тÿрĕ кăмăлпа ĕçлессе шантарсах сăмах пачĕ Алена Аршинова пресс-конференцие пĕтĕмлетнĕ май.

АНФИСА МАНЯКОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости