Культура институтĕнче ÿнер шкулĕсемпе ашшĕ-амăшĕн çыхăнăвне çирĕплетес ыйтăва пăхса тухнă.
Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕ кăрлачăн 28-мĕшĕнче «Ачасен ÿнер шкулĕпе ашшĕ-амăшĕн хутшăнăвĕ» темăпа «çавра сĕтел» ирттернĕ. Ăна ачасене культурăра хушма пĕлÿ парас енĕпе ĕçлекен Республикăри методика служби йĕркеленĕ. «Çавра сĕтелте» ÿнер шкулĕсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ тачă çыхăну тытса ĕçлессин пĕлтерĕшĕ çинчен калаçнă. Тĕлпулу онлайн çыхăну мелĕпе иртнĕ.
Институтăн ăслăлăхпа хушма пĕлÿ енĕпе ĕçлекен проректорĕ Ольга Михайлова ачасене ÿнер шкулĕсенче пĕлÿ памалли уçă хутлăх йĕркелени пирки каласа панă. Вăл ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытнин, вĕсене пĕрлехи пултарулăха явăçтарнин пысăк пĕлтерĕшне палăртнă.
Ашшĕ-амăшĕпе йĕркеленĕ хутшăнусем пирки республикăри тĕрлĕ ÿнер шкулĕн директорĕсемпе вĕрентекенĕсем каласа панă. Вĕсен йышĕнче: ачасен Патăрьелĕнчи ÿнер шкулĕн директорĕ Алина Антонова, ачасен Сĕнтĕрвăрринчи А.Н. Тогаев ячĕллĕ ÿнер шкулĕн директорĕ Леонид Андреев, ачасен Шупашкарти 3-мĕш музыка шкулĕн вĕрентекенĕ Галина Егорова, ачасен Кÿкеçри ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕ Елена Игнатьева, ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕ Алевтина Ефимова.
Вĕсем хăйсен учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, çитĕнĕвĕсем çинчен каласа панă, вĕрентÿре çĕнĕ мелсем шыранине, çав шутра ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупса ачасен пултарулăхне аталантарнине палăртнă.
«Çавра сĕтелте» йĕркеленĕ калаçăва хутшăнакан нумаййăн пулнă. Çакă шкулсем аталанса çирĕппĕн малалла утма хатĕр пулни çинчен калать.