Нÿх­реп вы­рăн­не – ятар­лă шă­тăк

Çĕр ул­ми ти­пĕ, си­вĕ­рех та­та тĕт­тĕм вы­рăн­та ла­йăх уп­ра­нать. Ыт­ла­рах чух­не ун вы­рă­нĕ пут­вал­та е нÿх­реп­ре, ун­та хĕл­ле шăн­мал­ла мар. Вă­там тем­пе­ра­ту­ра – 2-4° пул­мал­ла. 

Ен­чен те нÿх­реп тав­раш çук пул­сан çĕр ул­мие уп­ра­ма ятар­ла­са шă­тăк чав­ма пу­лать. Пах­ча­ра е кар­ти­шĕн­че çÿл­лĕ­рех та­та ти­пĕ­рех вы­рăн суй­ла­мал­ла, ху­рал­тă­ра пул­сан та аван.

Çĕр ул­ми уп­ра­мал­ли вы­рă­на хă­вăр алă­па тă­вăр.

Шă­тă­ка ыт­ла та­рăн чав­мал­ла мар, 60 см-1, 5 м. Са­ра­йĕн­че кăшт та­рăн­рах ту­сан та юрать, ан­чах çĕр ул­мие 1,5 метр­тан ая­ла­рах ху­ма сĕн­меç­çĕ. Тĕп­не та­та çие­ле хă­ма­сем сар­мал­ла. Çиел­тен хă­ма çи­не çур метр ти­пĕ çĕр, ун çи­не улăм е ăшă яман урăх япа­ла. Ун­сăр пуç­не шă­тă­ка сыв­лăш кĕр­се тă­тăр те­сен хă­ма­сен­че­нех ту­нă е плас­тик пă­рăх евĕр япа­ла кир­лĕ. Сыв­лăш вы­ля­са тă­ман­ни­пе çĕр ул­ми хă­вăрт çĕр­ме ты­тă­нать, çа­вăн­па ха­тĕ­ре шă­тăк тĕп­нех çи­тер­мел­ле.

Çа­кăн пек май­па çĕр ул­ми çур­кун­неч­че­нех аван уп­ран­мал­ла. Çи­мĕ­çе шă­тă­ка тĕ­рĕс ан­тар­мал­ла, ахаль пă­ра­хас пул­сан çи­мĕç­сем пĕр-­пĕ­рин çум­не çа­пăн­са сиен­лен­ме те пул­та­раç­çĕ. Чи ан­сат мес­лет – çĕр ул­мие икĕ ен­чен те вĕ­рен­пе çых­нă вит­ре­пе ан­та­рас­си.

Çа­кăн пек шă­тăк­ра вăр­лăх­лăх ха­тĕр­ле­нĕ çĕр ул­мие те, пан ул­ми­пе ыт­ти пах­ча çи­мĕ­çе уп­ра­ма май пур.

Ну­май вă­хăт уп­ра­на­кан пах­ча çи­мĕç па­ха­лăх­лă пул­мал­ла. Уп­ра­ма ху­рас умĕн вĕ­се­не сиен­лен­ни­сен­чен уйăр­мал­ла. Нÿх­ре­пе е пут­ва­ла ху­рас умĕн çи­мĕ­çе тăп­ра­ран та­сат­са ти­пĕт­мел­ле. Уп­ра­мал­ли çĕр ул­мие пы­сă­ках мар еш­чĕк­се­не (ун çин­че сыв­лăш кĕ­ме шă­тăк­сем пул­мал­ла) хур­сан аван. Вĕ­се­не нÿ­рĕк­рен сых­лас тĕл­лев­пе ура­йĕн­чен 15-20 см çÿ­ле­рех ларт­мал­ла. Çав сăл­тав­пах сте­на çы­вăх­не выр­наç­тар­ма та сĕн­меç­çĕ.

Пĕ­чĕк тем­пе­ра­ту­рă­ра уп­ра­ни çи­мĕç­се­не япăх ви­тĕм кÿ­рет. Çĕр ул­ми­ри крах­мал са­хă­ра çав­рăн­нă­ран ла­йăх мар ту­тă па­ма пуç­лать. Ун­ран си­вĕ­рех пул­сан çĕр ул­ми шă­нать, ирĕл­тер­сен çем­çел­се каять, çĕ­рет. 4° ăшă­рах чух­не çĕр ул­ми кал­ча­лан­ма ты­тă­нать. Вĕ­сем çи­тĕн­нĕ­рен çи­мĕç­ре со­ла­нин ÿс­се пы­рать, вăл ша­нать. Ун пек чух­не çеç­ки­се­не тат­сах тă­мал­ла. Кал­ча­лан­нă çĕр ул­мие апа­та усă ку­рас те­сен хуп­пи­не ху­лăн­рах та­сат­мал­ла. Хĕвел çин­че вырт­нă­ран си­мĕс­ле­не­кен çĕр ул­ми­ре те со­ла­нин ну­май пу­хă­нать.

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости