Округсем Правительство сехечĕпе ĕçлĕç

Юнкунран республика ертÿлĕхĕ ĕçĕн çĕнĕ форматне пуçарать – муниципалитетсенче Правительство кунĕсене ирттерме пуçлать. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.

«Пĕрлехи плансене палăртăпăр»

Çĕнĕ формат пĕлтерĕшне Олег Николаев уçăмлă сăлтавларĕ: «Округсен аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетĕпĕр, вĕсен управлени командисемпе пĕрле республикăн 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине пурнăçламалли ĕçсен планне палăртăпăр». Чи инçетрисенчен – Улатăр тата Пăрачкав округĕсенчен – пуçлаççĕ. Правительство кунĕсем çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕнче мĕн пур округра иртĕç.

– Правительство членĕсем пайăр муниципалитет округĕн хăйне евĕрлĕхне, вăл умри тĕллевсене пурнăçлама хатĕррине туйни хак­лă, çав вăхăтрах муниципалитетсен командисене, унта пурăнакансене хастар ĕçлеме хавхалантарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, – терĕ Олег Алексеевич. – Хамăр палăртни мĕн пур çул-йĕрпе ĕçлесе каяссине, кашниех хăйĕн хăш вăхăтра мĕн тумаллине, мĕнле кăтартусем пулмаллине ăнланассине тивĕçтермелле».

Правительство членĕсем çак кунсенче округсене çитмелли тепĕр сăлтав та пур. Ку эрнери мероприятисем çинчен каланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова юнкун йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртесси пирки пĕлтерчĕ. Ку хутĕнче халăхпа курнăçса контактсăр ултавран, граждансен банк карточкисем çинчен укçа вăрлассинчен сыхланассине, çавăн пекех коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене индексацилессине сÿтсе явĕç.

Ача çемьере çитĕнтĕр

Хуласемпе округсен опека тата попечительство органĕсен тăлăхсемпе çыхăннă иртнĕ çулхи ĕçне вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕтĕмлетрĕ. Республикăра паян тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă 2238 ача. Юлашки пилĕк çулта çак кăтарту 14% пĕчĕкленнине палăртма кăмăллă. Пĕчĕк ачасен «Малютка» çуртĕнчи йыш та халь самай пĕчĕкрех. Пĕлтĕр çĕнĕрен тупса палăртнă тăлăхсен шучĕ те чакнă. Тăлăх 268 ачана тата социаллă 153 тăлăха шута илнĕ. Юлашкисем – ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен ăшшисĕр юлнисем. Çав шутра 53% ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Çавăн пекех ашшĕ-амăшне ирĕксĕр хăварнине, ытти сăлтава пула та ачасем социаллă тăлăхсен  ретне лекеççĕ. Унашкалли сахалрах пултăр – ку шăпах опекăпа попечительство органĕсем пурнăçлакан профилактика ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри.

Тăлăхсен пысăк пайĕ, 94%, паян çемьесенче çитĕнет. Хăш-пĕр округра мĕн пур тăлăха çемьесене панă – ырă пулăм. Шăпа ашшĕ-амăшĕсĕр хăварнисем валли паян республикăра 5 организаци ĕçлет, вĕсенче 106 ача. Çав организацисене тытса тăма çулталăкра 190 миллион тенкĕ каять. Олег Николаев тăлăхсене пулăшнипе пĕрлех çемьесене тĕревлемелли тĕрлĕ формăна вăй пама калаçса татăлнине аса илтерчĕ те – ку енĕпе мĕн тунипе кăсăкланчĕ. Министр палăртнă тăрăх, «Малютка» ача çурчĕн никĕсĕ çинче ачасене усрава илекен çемьесен шкулне йĕркеленĕ – вăл унашкал çемьесене тĕрлĕ енĕпе пулăшать.

Сикрĕ тухрĕ… çул айккинчен

Çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов чĕр чунсен, çав шутра сунар ресурсĕсен объекчĕсене сыхлас, ĕрчетес ыйтупа сăмах илчĕ – 2024 çулта пурнăçланă ĕçпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çак ĕçсем валли уйăрнă укçа пĕлтĕр 24 миллион тенкĕпе танлашнă – умĕнхи çулталăкринчен самай пысăкрах. Инспекторсен шалăвне пысăклатма май килнĕ, çавăн пекех 3 снегоход (кашни 1,25 миллион тенкĕ тăрать), икĕ автомобиль туяннă.

Чĕр чунсене сыхлас енĕпе ĕçлекен дирекци тытăмĕнче 34 çын ĕçлет, 6 çын – министерство штатĕнче. Сунар лаптăкĕсем республикăра 1,6 миллион гектартан та иртеççĕ, çав шутра пурте усă курма пултараканнисем – 532 пин гектар. Вĕсене сунар лаптăкĕсемпе усă куракан 25 тытăма пайласа панă. Чи пысăк лаптăксем – Сунарçăсемпе пулăçсен союзĕн. Чăваш Енре паян сунарçăсен йышĕ 24,3 пин çынпа танлашать.

Сунар пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă май министр тилĕсемпе кашкăрсен шутне виçеллĕ тытас енĕпе ĕçлени çинчен тĕплĕнрех каларĕ. Пĕлтĕр 23 тилле тытнă – чĕр чунсем урнин паллисене тупса палăртман.  Сунар йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе уголовлă икĕ, административлă 44 ĕç пуçарнă. Штрафсен виçи 31,5 пин тенкĕпе танлашнă. 3 çынна сунар прависĕр хăварнă.

Шел те, тискер чĕр чунсем çулсем çинче нумай вилеççĕ. Пĕлтĕрхи сиенĕн пĕтĕмĕшле виçи 1 миллион тенкĕрен те иртнĕ. Пилĕк теçетке ытла чĕр чун машинăсем пырса çапнипе вилнĕ. Çав шутра – 32 пăши, 14 хир качаки, 5 хир сысни. Ыйту çивĕчлĕхне Олег Николаев та палăртрĕ. Çавна май унашкал тĕслĕхсен шутне чакармалли майсене тишкермелли çинчен каларĕ.

Инкексем яланах транспортăн пысăк хăвăртлăхĕпе кăна çыхăнман. Регион ертÿçи çулсен хĕррисене тасатсах тăмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Çул айккинче йывăç-тĕм ашкăрать тĕк – вĕсен хушшинчен кĕтмен çĕртен çул çине сиксе тухакан чĕр чуна асăрхаса транспорт хатĕрне чарса ĕлкĕресси водительшĕн пĕртте çăмăл мар. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ Олег Алексеевич çулсен хĕррисене пăхса тăрассине вĕсен çумĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе усă куракан предприятисене шанмалли çинчен шухăшласа пăхма сĕнчĕ – çакнашкал мерăсем йышăнмасан инкексенчен сыхланаясси иккĕленÿллĕ. Ку вара чĕр чунсене упрассине кăна мар, çул çÿрекен граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине те тÿррĕнех пырса тивет.

Кăшарни инкек ан кÿтĕр

Канашлу Кăшарние хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене тишкернипе вĕçленчĕ. ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов çак кунсенче шыва кĕресси халăх йăлине çаврăннине аса илтернĕ май инкексенчен сыхланасси пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ. Шыв объекчĕсенче, тĕн учрежденийĕсен çумĕнчи сăваплă çăлкуçсенче шыва кĕмелли 118 вырăн йĕркелеме палăрт­нă. Унта çăлавçăсем, МЧСăн Тĕп управленийĕн, право хуралĕн органĕсен, медицина ĕç­ченĕсем дежурствăра пулĕç – пĕтĕм­пе 489 çын. Вырăнти хăй тытăмлăх орга­нĕ­сенчен те яваплă çынсем пулмалла. Шыва кĕмелли вырăнсен çумĕнче çынсем валли ăшăнмалли майсем йĕркелемелле.

Сергей Геннадьевич уçă çĕрте – пĕве-кÿлĕре, юхан шывсем çинче – йĕркелекен купельсем тĕлĕшпе пушшех асăрхануллă пулмалли çинчен каларĕ. Пăр кăçал хулăн мар – пĕлтĕрхинчен самай çÿхерех. Кăшарни кунĕнче те çанталăк сивĕ пулмĕ – синоптиксем 0-2 градус сивĕ пуласси çинчен пĕлтереççĕ. Çакă та, паллах, сыхă пулма хистет. Кăшарни кăçал кану кунĕсемпе пĕр килет те, çакă шыва кĕрекенсен йышĕ те пысăк пуласса кĕтме хистет – яваплăх пушшех пысăк.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости