Олег Николаев çĕнтеруçĕсене пуç тайрĕ

ЧЫСЛАВ
«Чи малтанах сире пуç таятăп», – çапла каласа пуçларĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕнер Шупашкарти кадет корпусĕнчи тĕлпулăва. Тыл ĕçченĕсем пухăннă – Олег Алексеевич вĕсене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул» юбилей медалĕсемпе чысларĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хисеплĕ ватăсене Çĕнтерĕве хывнă пысăк тÿпешĕн тав турĕ. «Вăхăт иртнĕ май историе çĕнĕрен çырас, совет халăхĕн Çĕнтерÿри пĕлтерĕшне тĕссĕрлетес туртăм вăй илнине куратпăр. Европăна вырăс салтакĕ, вырăс хĕç-пăшалĕ, совет халăхĕ хăйне хĕрхенменни ирĕке кăларнă. Шел, паян та çавнашкал ĕçех пурнăçлама тивет. Совет халăхĕ 80 çул каялла çăлса хăварнисемех Украинăна, тăванла халăха, пирĕнпе хирĕçме хĕтĕртеççĕ», – терĕ Олег Николаев.

Паллах, тĕрĕслĕх çĕнтерĕ – «эпир çĕнтеретпĕрех». Пире курайман çĕршывсем çапăçу хирĕнче кăна мар, ытти енĕпе те пирĕнпе вăрçă вăрçаççĕ: экономикăра, информаци анлăшĕнче, ытти енĕпе. Анчах эпир иртнипе хальхи хушшинчи кĕпере çирĕп упратпăр, çакă малалла утмалли çула та çирĕплетет. «Çакăн пек халăха никам та çĕнтереймĕ», – пĕтĕмлетрĕ регион ертÿçи.

Николай КОНОВАЛОВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости