Паллăсем пур-и?

Ĕне чупнине мĕнле паллăсемпе пĕлме пулать-ши?

Клавдия ИВАНОВА, Пранькка

Алексей ХУНДИМИРОВ,

выльăх тухтăрĕ:

– Халăхра ĕне чупнипе чупманнине пĕлтерекен тĕрлĕ паллă çÿрет, анчах вĕсене тĕп-тĕрĕс теме çук. Вĕсем пурте иккĕленÿллĕ. Тĕслĕхрен, стакан çине сĕт ярса тĕрĕсленинех илер. Стакан шыва тин сунă ĕне сĕтне яраççĕ, вăл аялалла çип евĕр анса кайсан – выльăх чупнă тесе калаççĕ, сарăлса кайсан вара – чупман имĕш. Çак сăнав иккĕленÿллĕ.

Ĕне чупни 2-3 уйăх çитсен ветеринар тĕрĕслесе пĕлме пултарать. 5-6 уйăх пĕтĕ çÿрекен ĕнен вара шыв ĕçнĕ чухне хырăмĕ выляса тăрать, хырăмри пăрушĕ палăрать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости