Пасар саккунĕ паян туянакан майлă-и?

Республикăри суту-илÿ предприятийĕсем сĕнекен тавар ассортименчĕ пуян, географийĕ те анлă. Пасарсенче акă çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен илсе килнĕ тавара кăна мар, Беларуç, Азербайджан, Таджикистан, Узбекистан, Армян продукцине те туянма пулать. «Паян туянаканăн суйламалăх та пур. Çакăнпа пĕрлех республикăн влаç органĕсен тĕллевĕ – суту-илĕве «производитель –туянакан» схемăпа йĕркелесси, вырăнта тавар туса кăларакана, чăваш поставщикĕсен пахалăхлă продукцине сĕнекен çывăхри лавккасене пулăшасси», – палăртать Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ун шучĕпе, çакă тавар хакне йÿнетме май парĕ. Хальлĕхе вара суту-илÿ предприятийĕсенче мĕнлерех хаксем сыхланнипе паллашма вăл майăн 31-мĕшĕнче тĕп хулари лавккасене çитсе килнĕ.

Чăваш таварĕ камшăн хисепре?

Ĕçлĕ çул çÿреве регион ертÿçипе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та хутшăннă. Вĕсем «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче пахча çимĕç хакĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ, вырăнти таварпа кăсăкланнă. Çĕр улмие, калăпăр, килограмшăн 8-10 тенкĕпе туянма май пур, хăяра – 40 тенкĕпе. Тавар йышĕ пĕчĕк маррине палăртнипе пĕрлех регион ертÿçи хăш-пĕр суту-илÿ точкисен холодильникĕсенче ют çĕршыври пылак шыв ытларах пулнине асăрханă. Çав вăхăтрах вăл «Гыз галасы» кафере – унăн хуçи азербайджан диаспорин представителĕ – тухăç пылак çимĕçĕсемпе, алкогольсĕр шĕвекпе пĕрлех чăваш производителĕсен таварĕ те çителĕклеххине кăмăллăн палăртнă.

Тĕп пасарта Михаил Игнатьев пирĕн ентешсемпе те сăмах хушнă. Пахча çимĕç калчине, пахча çимĕçпе симĕс çимĕç, сĕт тата унăн юр-варне сутма Шупашкар районĕн çыннисем те хулана йышлăн çÿреççĕ. Валерий Тихонов хăйĕн теплицисенче çуркунне калча, каярах пахча çимĕç çитĕнтерсе ÿстерни пирки каласа панă. Вĕсем çемйипех ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Çемье пуçĕ хальхи вăхăтра çак услам усăллă пулни пирки тунман.

Ишек пасарĕнчен – тĕп пасара

«Тăван Ен» информацийĕ тăрăх, тавара Шупашкар районĕнчи Ишек пасарĕнче туянса хулари тĕп пасарта сутакансем те пур. «Ишек пасарĕ» ООО директорĕ Лариса Куприянова сас-хурана çирĕплетрĕ. Вăл каланă тăрăх, пасар кунĕнче ял хуçалăх таварне туянакансем чăнах та йышлă. Сутакансенчен те кунта ытлашши пысăк хак ыйтмаççĕ – çăмарта сĕнекенсенчен 10 тенкĕ, ытти ял хуçалăх таварĕпе килсен 30 тенкĕ таран. «Пасар хакĕ пĕр пек мар паллах, апла пулин те хĕрÿ вăхăтра та суту-илÿ речĕсене пăхса çаврăнатпăр, мĕнле тавара мĕн хакпа сĕннине сăнатпăр, – тет Лариса Ивановна. – Кунта республикăн пĕрремĕш çыннисем те вырсарникунсерен «галстуксăрах» кĕре-кĕре тухаççĕ: суйлаççĕ, хак параççĕ». Пасар кунта кăнтăрла хыççăнах саланма тытăнать. Çавăнпа та ял хуçалăх таварне каялла илсе каяс мар тесе сутуçăсем йÿнĕ хакпах тыттарса хăварма хирĕç мар-мĕн.

Ял хуçалăх таварне Ишек пасарĕнче туянма май пур тăк, район центрĕнче час-часах пулакансем Кÿкеç пасарне кĕрсе тухмасăр каймаççĕ-тĕр. Туянакансенчен çакна ыйтса пĕлес шутпа «Тăван Ен» корреспонденчĕсем «Дорожник» суту-илÿ комплексне те çитсе килчĕç. Хаксем кунта та «выляççĕ». Тавар ассортименчĕ пысăк. Экзотика улми-çырлисĕр пуçне аш-какай, çăкăр-булка чăвашранах. «Çăкăра Шупашкартан илсе килсех тăраççĕ – çеп-çемçе. Туянакансем юлашки вăхăтра баранка, сушка ыйтаççĕ. Ку пĕтĕмпех чăваш таварĕ», – каласа парать сутуçă. Аш-какай уйрăмĕнче те вăл хамăр республикăран кÿрсе килниех. Сысна ашне кунта килограмшăн 175-200 тенкĕ парса туянма май пур. «Юлашки вăхăтра кăна какай ыйтакансем кăшт сахалланчĕç», – пĕлтереççĕ сутуçăсем. Кăна вĕсем поселокра харăсах икĕ вырăнта кÿршĕ регионăн пысăк поставщикĕ хăйĕн лавккисене уçнипе çыхăнтараççĕ.

Сеть лавккисем йышланса пынине пăхмасăрах пасар халăха пахалăхлă, чăн тавар туянма май парса аталансах пырать. Шупашкар районĕн суту-илÿ предприятийĕсем те хастар, туянакан кăмăлне тивĕçтерме майсем шырасах тăраççĕ. Анчах та ăна пахалăхлă таварсăр пуçне хаксене тытса чарнипе кăна илĕртейĕн.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости