Паттăрсене халалласа

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче çар тивĕçĕсене пурнăçласа вăхăтсăр пуçне хунă паттăрсене халалласа Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн филиалĕн (маларах Кÿкеçри 27-мĕш училище пулнă) спортзалĕнче 1996 çултан çамрăкрах студентсем хушшинчи алă вăйĕ виçессипе ăмăрту иртнĕ.

Кунта республикăри 5 техникум студенчĕсем, армспорт енĕпе чи вăйлă та пултаруллă çамрăксем пуçтарăннă. Шупашкар район прокурорĕн çумĕ Анатолий Иванов Кÿкеçри 27-мĕш училищĕре ăс пухнă Александр Сорокинпа Сергей Васильевăн  паттăрлăхĕ çинчен каласа панă.

Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ – çар тивĕçĕсене пурнăç­ласа вăхăтсăр пуçне хунă паттăрсен ячĕсене асра тытса çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма, спортпа туслашма хăнăхтарасси, хĕрÿ лару-тăрури çар çыннисен хăюлăхне тĕпе хурса çамрăксене патриотла воспитани парасси. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртес шутпа Афганистан тата Чечня ветеранĕсен союзĕсем кашни çулах алă вăйĕ виçессипе турнир йĕркелеме йышăннă.

Ăмăртăва 39 çамрăк хутшăннă. Шупашкар район чысне 11 спортсмен хÿтĕленĕ. 55 кг-ченхи виçере Данил Буторов 1-мĕш вырăн йышăннă, 80 кг ытларах виçере Петр Борисов 2-мĕш пулнă. Хĕрсенчен Людмила Иольева çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

ВЕРА ШУМИЛОВА 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости