Паянхи ĕç – паянах

Çынпа çын пĕрешкел мар, анчах пурте кун-çул вĕç​ленсен яланлăхах пурнăç​ран уйрăлаççĕ.

Аякран сăнасан халăх пурнăçĕ кăткă тĕминчи хĕвĕшÿ евĕр. Çак тĕнчере эпир чи нумаййи çĕр çул хăнара. Анчах çак вăхăт виçĕ кун пек иртсе каять. Вăл тÿрех сисĕнмест, кайран, çулсем иртсен вара хамăр пурнăç​ра мĕн туса ĕлкĕрнине, вăхăт мĕнле хăвăрт иртсе кайнине ăнланса илейместпĕр. Анчах мĕншĕн çуралнине, мĕншĕн пурăннине, пурăннă вăхăтра мĕн туса хăварма ĕлкĕрнине кам та пулин хăйĕнчен хăй ыйтать-ши?

«Пурнăçăн таса хучĕпе хура хучĕ çук» тесе каланине илтнĕччĕ эпĕ. Чăнах та, «паян пулмарĕ-ха», «кăна паян тумастăп, ыран та кун пур», «тунтикунран пуç​латăп» тесе ларсан пурнăç кая юлса пынăн туйăнать. Паллах, кăмăл çук кунсем те, алă усăннă вăхăт та пулать, ним тăвас килмесĕр ларни те. Çакăн пек самантра ума мĕнле те пулин тĕллев лартса ăна пур майпа та пурнăç​лама тăрăшмалла. Паллах, пурнăç çулĕ ĕмĕрĕпех такăр пулмĕ, анчах çавăнпа пурнăç ĕнтĕ вăл – йывăрлăхсене тÿсме, çĕнĕрен те çĕнĕ утăмсем уç​ма. Пурăнса ирттернĕ вăхăтшăн кулянмалла ан пултăр çеç. Хăвна килĕшекен ĕçе туса, хăв суйланă çулпа малалла утса, пурнăçăн çутă саманчĕсене курма пĕлмелле. Кашни кун вăранса телейлĕ пулнăшăн тав тума манмалла мар, тус-тăвана çак самантра хакламалла. Кайран «чавса çывăх та çыртма çук» теççĕ ваттисем.

Пурнăç шăпине йĕркелесси атте-аннерен те нумай килет. Хăйсем те çап-çамрăк пулнă чухнех çемье çавăрса ачасен малашлăхĕ çинчен шухăшланă, паянхи кун та пирĕншĕн тăрăшаççĕ. Вĕсене юратмасан, хисеплесе хакламасан мĕншĕн пурăнĕ этем çĕр çинче? Кашни ашшĕ-амăшĕ ачана тĕрĕс воспитани парса ура çине çирĕп тăратасси çинчен ĕмĕтленет. Хăçан та пулин санăн та çемье çавăрмалла пулать, çак яваплăха туйма тивĕ.

Ĕнер кăна сентябрĕн 1-мĕшĕ пулнă, Çĕнĕ çул та çитет акă. Тин кăна садик ачиччĕ, халь 17-мĕш çула кайрăмăр. 17 çул та вăхăт, вăл та пурнăçăн пĕр пайĕ, ăна та каялла тавăраймăн. Ачалăх урăх килмĕ. Çулсем иртсе пынăçемĕн ача чĕриллĕ, ача чунлă пулма, паллах, юрать тесе калаççĕ. Килĕшетĕп. Анчах шăп пĕр-пĕр кун савăнни, пĕрремĕш хут чĕркуççи çине ÿкнĕшĕн макăрни, анне пÿртрен урама тухсан таврăнасса питĕ хытă кĕтни тата ытти самант тем парсан та урăх пулмĕç. Çакăн пек тунсăхлă шухăша путсан та малашлăх çутă, таса пуласса шанмаллах. Кашни куна хаваспах кĕтмелле. Паянхи ĕçе ырана хăварма юраманнине кăна манмалла мар.

КСЕНИЯ РОДИОНОВА, ЧĂРĂШКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости