Пирӗн сыв­лăх – ха­мăр алă­ра

Ҫул­ла­хи ка­ни­ку­ла каш­ни шкул ачи чă­тăм­сăр­рăн кӗ­тет. Ӑ­на мӗн­ле ир­те­рес­си ва­ра ашшӗ-амăш­не те кă­сăк­лан­та­рать пал­лах.

Ки­пек­ка­сси ялӗ пы­сăк мар, кун­та ача­сем те са­хал, тен ҫа­вăн­па вӗ­сем питӗ тус­лă. Ача­сем ҫул­ла­хи вă­хă­та усăл­лă ирт­тер­ме ка­лаç­са та­тăл­чĕç. Вӗ­сем кун­се­рен сыв­лă­ха ҫирӗп­ле­теҫҫӗ, спорт­па тус­лă пу­рă­наҫҫӗ. Кун ур­лă сик­тер­се каҫ­хи са­кăр се­хет тĕл­не ача­сем ял пуҫ­не пуҫ­та­рă­наҫҫӗ: тӗрлӗ хус­ка­ну тă­ваҫҫӗ, чу­паҫҫӗ, ска­кал­кă­па си­кеҫҫӗ, хы­рăм прес­не ҫирӗп­ле­теҫҫӗ, ки­ре пу­кан­не йă­таҫҫӗ. Пӗр сă­мах­па ка­ла­сан, вă­хă­та сая ямаҫҫӗ. Вĕ­ре­нÿ çу­лĕ пуç­лан­са­нах тӗрлӗ ăмăр­тă­ва хут­шăн­ма ӗмӗт­ле­неҫҫӗ.

С­пор­та явăҫ­та­ра­канӗ – Ишек­ри вă­там шкул­та физ­куль­ту­ра пред­мет­не вӗ­рен­те­кен Ре­ги­на Ру­ма­но­ва, вăл та пирӗн ял­та пу­рă­нать. Хăйӗн пу­шă вă­хăт­не шел­ле­месӗр пирӗн­пе кă­мăл­тан ӗҫ­лет. «Ре­ги­на Ген­на­диев­на пи­ре спор­та юрат­ма, ун­па тус­лă пул­ма вӗ­рен­тет, яла­нах ырă тӗслӗх пул­са тă­рать», – теҫҫӗ Ки­пек­ка­сси ачи­сем.

  То­на Куд­ря­шо­ва, Ки­пек­кас­си ялӗ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости