Пирĕн тăрăхри кайăк-кĕшĕк

Кунран-кун хĕвел ытларах та ытларах хĕртме пуçларĕ. Çанталӑк ӑшӑ. Пирĕн шкулти кашни ача вĕçен кайӑксене кĕтсе илме хатĕрленет. Вĕсем – пирĕн туссем.

Вĕçен кайӑксене сыхласси – пирĕн тивĕç. Ахальтен мар çулсерен Ишекри таврапĕлӳ музейĕнче «Кайӑк кунне» ирттеретпĕр, шӑнкӑрч вĕллисен конкурсне хутшăнатпăр. Шкулта кайӑксемпе çыхӑннӑ викторинӑсем те пулаççĕ. Чи пахи – çав кун шӑнкӑрчсем валли йӑвасем çакни. Нумай вĕçен кайӑк йывӑç хӑвӑлĕнче пурӑннине эпир пĕлетпĕр, çапах та эпир ӑсталанӑ «пӳртсем» те кирлĕ. Вĕсем уншӑн пире тав туса юрӑсем шӑрантараççĕ.

Чи малтан пирĕн тӑрӑха хура кураксем вĕçсе килеççĕ, унтан – шӑнкӑрчсем. Ман шутпа, пирĕн хамӑр тӑрӑхри вĕçен кайӑксене пĕлмеллех. Вĕсем юрланине, шӑхӑрнине тимлĕн итлемелле, йӑва çавӑрнине, чĕпписене тӑрантарнине сӑнамалла. Кӑсӑя йывӑçа шӑтаракан хурт-кӑпшанкӑсене пĕтерет. Улатакка – вӑрман тухтӑрĕ. Шӑпчӑк хитре юррипе çеç мар, юман çулçисене сăтăр кÿрекен хуртсене пĕтернипе те тĕлĕнтерет. Апла пулсан пирĕн вĕçен кайӑксене упрас пулать. Ун чухне çунатлӑ туссем пире хӑйсен юррисемпе савăнтарĕç.

УЛЬЯНА АНДРЕЕВА, 4-МĔШ КЛАСС, ИШЕК ШКУЛĔ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости