Шупашкар муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов структура подразделенийĕсен, территори уйрăмĕсен, организацисен ертÿçисемпе эрнесерен пулакан планерка ирттерчĕ. Пухăннисем иртнĕ эрнери ĕçе пĕтĕмлетрĕç, çитес вăхăтри тĕллевсене палăртрĕç. Пăхса тухнă ыйтусенчен пĕри – хĕлле çулсене тасатса тирпейлесе тăрасси. Округра çулсемпе тротуарсене юрпа пăртан тасатассине лайăх йĕркеленĕ, çакă машинăсене тата çынсене чăрмавсăр, хăрушсăрлăхсăр çÿреме май парать.
Планерка
