Победитель конкурса газеты “Тăван Ен” «Их имена никогда не забудут» — пятиклассница Синьял-Покровской школы

IMG_7795Газета «Тăван Ен» подвела итоги конкурса сочинений об участниках ВОВ «Их имена никогда не забудут». Они опубликованы в сегодняшнем номере нашей газеты. Всего поступило более 15 работ на русском и чувашском языках. Дети могли присылать творческие произведения о ВОВ в любой форме (интервью, рассказ, очерк).

Редколлегия «Тăван Ен» присудила первое место пятикласснице Синьял-Покровской школы Софьи Яруткиной за работу «Рейхстаг çинчи ят» о ее деде Виталии Яруткине. Победительница — активный участник проекта газеты «Школьный корреспондент». Софья получит сертификат газеты «Тăван Ен» на 500 рублей, который дает ей возможность поздравить кого-либо на страницах издания.

Поздравляем!

Сочинение Софьи Яруткиной:

Рейхстаг çинчи ят
Салтак пулнă мăн асатте
Паттăр пулнă вăрçăра.
Мухтанатăп эп унпа –
Ман юратнă çыннăмпа!

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана тĕппипех аркатса тăкнăранпа кăçал 70 çул çитет. Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн юн тăкнă, хăйсен пурнăçне панă, тылра хастар ĕçленĕ çынсен ячĕсене эпир яланах ăшă туйăмпа, чун-чĕререн тав туса асăнатпăр.

Эпĕ Шупашкар районĕнчи Пархикасси ялĕнче пурăнатăп. Пирĕн районтан фронта 15 пин те 262 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çапăçу хирĕнче 6 пин те 481 фронтовик пуçĕсене хунă. Пирĕн ял тăрăхĕнчи ялсенчен вăрçа 300 çын хутшăннă, вĕсенчен 165-шĕ фронтран таврăнайман.

Манăн асатте Виталий Трофимович Яруткин Шупашкар районĕнчи Çĕньял-Покровски ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл 30 çула яхăн колхоз председателĕнче вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Эпир унпа иксĕмĕр калаçса ларма юрататпăр. Манăн йăхри çынсем çинчен питĕ пĕлес килет. Унăн ашшĕ, манăн мăн асатте, Трофим Демьянович вăрçă пуçлансан виççĕмĕш куннех хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Асаттен амăшĕ икĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. Коломна хулинчи артиллери полкĕ çумĕнчи шкула пĕтернĕ хыççăн ăна сержант званине параççĕ. Унтан мăн асаттене «Катюшăсен» уйрăм 15-мĕш миномет дивизине оруди командирĕ пулма яраççĕ. Вăрçă пĕтичченех 52-мĕш гварди миномет полкĕнче аслă сержант, взвод командирĕн çумĕ, батарея старшини пулса çапăçать.

Мăн асатте пĕрремĕш çапăçăва 1941 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче Химки хули патĕнче тăшман оборонине татнă чух хутшăнать. Мускав çывăхĕнчи тăшмансене çапса аркатнă хыççăн тата ытти нумай хулана та ирĕке кăларнă. Вăрçă çухатусăр пулмасть, Орелпа Курск пĕккинчи хаяр çапăçусенче «Катюша» установки юсавсăра тухать, 300 çынтан 140-шĕ çапăçу хирĕнчен тухаймаççĕ.

1945 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче Трофим Демьянович хăйĕн «Катюшипе» Берлиншăн пуçланнă хăрушă çапăçăва кĕрсе каять. 10 куна яхăн Берлин урамĕсенче вăрçă кĕрлевĕ тăрать. Тупăсен сасси чарăнсан ишĕлсе пĕтнĕ рейхстаг умне совет салтакĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулма пуçтарăннă. Ун умĕнче сăн ÿкерчĕксем тутарнă. Рейхстаг çине пурте хăйсен ячĕсене çыра-çыра хунă. Манăн мăн асатте те рейхстаг стени çине çапла çырса хăварнă: «Мускавран пуçласа Берлин таран. Т. Яруткин старшина».
Т.Д. Яруткин тăван яла кăкăр тулли наградăсемпе таврăнать. Çынсем каланă тăрăх, вăл плакат çинчи çĕнтерÿçĕ-салтак пекех илĕртÿллĕ пулнă. Мăн асатте ун чухне 32 çулта пулнă.

Калаçса ларнă май асатте тата пĕр кăсăклă саманта аса илчĕ. Унăн ашшĕ тăван ялне вăрçă чарăнсанах таврăнайман иккен. Çамрăкрах салтаксене Япони чиккине янă, аслăраххисене Германирех хăварнă. Мăн асатте килне октябрь уйăхĕн тĕлне çеç килет. Алăка шаккаса, сассине улăштарса, хваттере яма ыйтать. Унăн мăшăрĕ: «Эпир ют çынсене кĕртместпĕр», – тесе хуравланă. Сассине палласа илнĕ хыççăн вара савăнăçăн вĕçĕ те пулман.

Мăн асаттепе мăн асанне 7 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем те мухтавлă салтакăн ятне çĕре ÿкермен. Пĕри манăн асатте – Виталий Трофимович Яруткин. Халĕ вăл пире, мăнукĕсене, пурнăçри ырăпа усала уйăрма, çĕршыва юрăхлă çын пулма вĕрентсе ÿстерет.

1945 çулхи майăн 2-мĕшĕнче Берлинти рейхстаг çинче ялав çакнă хыççăн ÿкрнĕ çак сăн ÿкерчĕк Аслă çĕнтерĕвĕн симвлоĕ пулса тăчĕ. Ăна пирĕн режакцие штатра тăман корреспондент Тамара Верендеева илсе килчĕ. «Пирĕн ялта пурăннă Трофим Демьянович Яруткин Берлина илнĕ хыççăн юлташĕсемпе ишĕлнĕ хула урамĕсем тăрăх çÿренĕ. Çак сăн ÿкерчĕксем историре пулса иртнĕ фактсене çирĕплетеççĕ», – çырать вăл. Сăн ÿкерчĕкри совет салтакĕсем хавас та мăнаçлă, патвар та яштака. Колоннăсем умĕнче тăракан ушкăнра пирĕн ентеш сулахайран пиллĕкмĕш тăрать (вăл объектив çине пăхнă). Тепĕр сăн ÿкерчĕк çинче рейхстага кĕнĕ çĕрти авалхи статуя фрагменчĕсене куратпăр. Картлашкасенчен инçех мар çурăлман бомба выртать. Çар корреспонденчĕсем вĕсене фотоаппарачĕсемпе тĕллеççĕ. Виççĕмĕш ÿкерчĕкре – рейхстагăн ваннă чÿречисем, çулăмпа хуралнă стенисем.

8.05.2015

www.tavanen.ru

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости