Паян пирӗн ҫӗршывӑмӑр авалхи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява – Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑвать. Ҫак кунсенче 412 ҫул каялла халӑх ополченийӗ Мускава поляк интервенчӗсенчен ирӗке кӑларнӑ. Халӑхӑн хӑватлӑ вӑйӗ Раҫҫей пӗрлӗхне тавӑрнӑ тата унӑн никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварнӑ.
Эпир хамӑрӑн йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пыратпӑр, паян та пирӗн ентешсем алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыв чиккисене паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ.
«Пурте пӗр ҫын пек – пурте пӗр шухӑшлӑ» – ҫакӑн пек пулнӑ 400 ҫул каярахри халӑх ополченийӗн йыхравӗ. «Эпир пӗрле», «Пӗрле» – тетпӗр эпир паян.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн, яваплӑхӑршӑн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнӑшӑн тав тӑватӑп.
Хаклӑ ентешсем, сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлатӑп! Сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх, килӗшӳ тата Тӑван ҫӗршывӑмӑр – аслӑ Раҫҫейӗмӗр ырлӑхӗшӗн ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!
Дорогие земляки, поздравляю вас с Днем народного единства!
В единстве народов – наша сила, в нем наше светлое будущее!
Желаю здоровья, благополучия, согласия и успехов на благо нашей Родины – великой России!