Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчи парксенче, Пĕтĕм Раççейри хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелемелли чи лайăх проектсен VII конкурсĕнче çĕнтернĕскерсенче, юсав ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ. Чăваш Республикин «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» проекта пурнăçлас енĕпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕнче çапла пĕтĕмлетрĕç.
Сăмах кунта Çĕмĕрле хулинчи Пионер организацийĕн 50 çулĕ ячĕпе хисепленекен парк, Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрç ращи тата Улатăр хулинчи Ленин урамĕнчи истори пĕлтерĕшлĕ общество территорийĕ пирки пырать. Проекта пурнăçланă май парксенче асфальт сарнă, экологи сукмакĕсем тунă, беседкăсем лартнă, çутă юписене вырнаçтарнă… Муниципалитетсен представителĕсем палăртнă тăрăх, общество вырăнĕсене хăтлăлатни хуласен сăн-сăпатне илемлетнĕ, парксем çынсемшĕн илĕртÿллĕ пулса тăнă. Унта халĕ канма та, спорт занятийĕсене йĕркелеме те услови çителĕклĕ.
«Йывăрлăхсене пăхмасăр палăртнă тĕллевсене пурнăçлани яланах савăнтарать. Тухăçлă ĕçшĕн, пĕрлехи ĕçе тÿпе хывнăшăн, çивĕч ыйтусене татса пама пултарнăшăн тав тăватăп», – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсен представителĕсен отчетне итленĕ хыççăн.