Пурăннă тăватă пěр тăван

Пěр çемьерен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине харăсах темиçен тухса кайса каялла таврăнайманнисем чылай. Вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех пирěн районти Пěчěк Катраçран пěр тăван Охотинсем тăваттăн çапăçу хирне тухса кайнă, виççěшě каялла таврăнайман.

Çакна палăртмалла, 1963 çулччен Явăшран инçех мар Пěчěк Катраç (22 кил) тата Катраç ялсем пулнă. Вырăсла вĕсене «Малые Катраси Первые» тата «Малые Катраси Вторые» тенě. Вěсем Явăш ял канашěн шутне кěнě. Кайран çак икě пěчěк яла Явăшпа пěрлештернĕ. Халăх çавах паян кун та, пěрре хăнăхнă майпа, «Катраç» тет. Атайкасси вара 1927 çулччен Мăн Катраç шутланнă. Пěр вăхăт кунта Катраç ял канашě вырнаçнă, 1935 çултан пуçласа – Атайкасси ял канашě. Кунта Явăш та кěнě. Темшěн-çке Атайкассине вырăсла «Большие Катраси» теме йышăннă. (1974 çулта тухнă «Населенные пункты Чувашской АССР» справочникпе усă куртăм).

Охотинсем çинчен малалла каласшăн. Халě Пархикассинче пурăнакан З.В. Кудряшова (Охотина) аса илнě тăрăх, унăн аслашшĕпе асламăшĕ 6 ача пăхса ÿстернě. Аслă хěрě Сеньок (Зиновия) Пархикассине качча кайнă, кěçěн хěрě Униççи – Мемеше. Ывăлěсем Катраçрах пурăннă.

Ефрем Тимофеевич вăрçăран таврăннă. Ăна мăшăрěпе çитěнсе çитнě ачисем – Çимун, Ваçли, Володя, Августа, Нина – кěтсе илнĕ.

Илья Тимофеевич (1902 çç.) 1942 çулхи май уйăхěнче йывăр аманса госпитальте вилнě. Мăшăрěпе ачисем – Раис, Олешка, Володя, Галя – ашшěне Новгород облаçěнчи Гнутищи ятлă ялта пытарни çинчен хыпар илнĕ.

Василий Тимофеевич (1905 çç.) вăрçă умěн çěнě пысăк çурт лартнă, сарай тăррине витме ěлкереймен. 1943 çулхи март уйăхěнче хыпарсăр çухалнă – çапла пěлтернě унăн виçě ачапа тăлăха юлнă мăшăрне. Зина, Захар, Георгий ашшĕсěр ÿснě.

Евгений Тимофеевич (1907 çç.) 1943 çулхи август уйăхěнче хыпарсăр çухалнă. Вăрçăран киле таврăнайман виçě пĕр тăван мăшăрĕсем çěнĕрен çемье çавăрман. Ун чухне хыпарсăр çухалнă салтаксемшěн пособи те паман.

Пěр тăван Охотинсем вăрçа кайнă вăхăтра 35-40 çулсенчи арçынсем пулнă. Вěсен ачисем çитěнсе çитсе çемьеленеççĕ, йыш хушăнсах пырать. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вěсенчен хăш-пěри Украинăра, Мускавра, Ташкентра тымар яраççě. Охотинсен йăхĕнче учитель, юрист, ветеринар, медсестра, инженер профессине алла илекен чылай. Таврара вěсем хисеплě çынсем.

Тамара Верендеева, Шупашкар

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости