Пысăк хак панă

Чăваш Ен культура министерстви йĕркеленипе Наци библиотекинче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе регионсен хушшинчи илемлĕ сăмах конкурсĕн юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Унта районти ача-пăча пултарулăх центрĕн Тамара Гордеева ертсе пыракан вĕренекенсем те лайăх кăтартусемпе палăрнă. Хăйсен ÿсĕмĕнче М. Матренин, А. Марин, Б. Кошкин, П. Гибадулин 1-мĕш степеньлĕ, М. Самушкова 3-мĕш степеньлĕ лауреат ятне илнĕ.

Конкурса хутшăнакансем темиçе сехет чăваш, вырăс тата ют çĕршыв çыравçисемпе сăвăçисен хайлавĕсене вуланă. Конкурсăн пĕрремĕш пайĕнче чăвашла хайлавсемпе 67 ача сцена çине тухнă, тепĕр пайĕнче – вырăсла хайлавсемпе 37-ĕн хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Ачасемпе çамрăксен илемлĕ вулав ăсталăхне Вера Кузьмина тата ытти паллă çын хакланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости