Пĕрремĕш хут

Июль уйăхĕнчи пысăк уявсенчен пĕри – Питрав. Мĕн авалтан çак вăхăт тĕлне халăх утă çулса типĕтме тăрăшнă. Питравра куккук пырне урпа пучахĕ ларать тени те тĕрĕсех – куккук авăтма пăрахать. Çакă вырма çывхарнине пĕлтерет.

Питрав хыççăн вырма çитиччен Апаш енчи ялсен тĕп уявĕ Кĕçнерни ярмăркки пуçланнă. Вăл ытларах Лакăр ялĕнче иртнĕ. Кăçал эсеккассисем çакна тĕпе хурса пĕрремĕш хут хăйсен ялĕнче уяв ирттерме шухăшларĕç. Шухăшланă – тунă. Праçнике Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине тата Литература, К. Иванов çулталăкĕсене халалласа йĕркеленĕ. Вăрçăра пуç хунисене, унта пулнисене асăнса лартнă палăка юсаса çĕнетнĕ, çавăнпа та ун патне пыма питĕ кăмăллă.

Уява ирттерме ялти хастарсем тăрăшнă: Георгий Алексеев, Виталий Григорьев, Петрпа Владимир Егоровсем. Ялти çамрăксем, Апаш ял тăрăх, Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоз пуçлăхĕсем те аякра юлман.

Уява Апаш ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Владимиров уçрĕ. Унтан пурте «Аки-сухи» юрра шăрантарчĕç. Сумлă хăнасем йышĕнче – Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ Виталий Смородинов, Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоза нумай çул ертсе пынă Святослав Егоров тата ыттисем пулчĕç. Эсеккасси ялĕ пысăках мар пулсан та кунта ĕлĕкренех ĕçчен халăх пурăннине палăртрĕç хăнасем.

Уява илем кĕртме шăнкассем «Шуракăш» концертпа килнĕ. Çавăн пекех унта ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Васильев та пулчĕ. Чуна тыткăнлакан юррисемпе халăха савăнтарчĕç. Çынсем те вĕсемпе пĕрле юрларĕç. Çакăнтах çак кун Никитинсен çемйинче çуралнă ачана тата çулталăкран иртнĕ Арсений Макарова ăшă-ăшă сăмахсем каларĕç, парнесемпе савăнтарчĕç.

Çакнашкал уявсенче çынсем пĕр-пĕринпе курса калаçма, савăнма пултараççĕ, тăван тăрăхран аякра пурăнакансем те килеççĕ, çавăнпа та вĕсене çулсерен ирттерсен питĕ лайăх. Малашне те уяв тума пăрахар мар тесе килĕшрĕç эсеккассисем.

Спорт вăййисем те иртрĕç: волейболла, кире пуканĕ йăтса, канат тăрăх хăпарса, вăй виçсе ăмăртрĕç. Мала тухакансем парнеллĕ пулчĕç.

Уяв сĕтелĕ тĕрлĕ çимĕçрен татăлма пĕлмерĕ: сăра, шашлык… Питĕ лайăх иртрĕ праçник, малашне вăл йăлана кĕтĕрччĕ.

КСЕНИЯ МИХАЙЛОВА, АРККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости