Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 80 çул çывхарнă май Чăваш Енре пурăнакансем пĕр хут паракан тÿлеве илĕç.
Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче суранланнисем, ветерансем, блокадăри Ленинградра пурăннисем, концлагерьте тыткăнра пулнисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсен мăшăрĕсем тивĕçĕç. Вĕсене 20-шер пин тенкĕ тÿлĕç. Тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем 5-шер пин тенкĕ илĕç. Указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ.
Пĕр вăхăтра тÿлĕç
